Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах ӗҫ кунта хӗр тӗрлӗ ӗҫе тӗрлӗрен ӑнланнипе тата вӑл юратакан ҫыннӑн пахалӑхӗпе кӑткӑсланнӑ.Но тут дело запутывалось понятиями девушки и свойствами человека, которого она любила.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кунта, хӑвӑрах пӗлетӗр, икӗ тӗрлӗ усӑ: пӗрремӗшӗ — япаласене пурне те курттӑмӑн илнипе пулать; сӑмахран, ҫакӑнта виҫҫӗмӗш пай кӗсьере тӑрса юлать, — япаласене вакӑн-вакӑн е укҫине кайран памалла туянсан, вӗсем 3 тенке ларӗччӗҫ, кунта вара вӗсем 2 тенке килеҫҫӗ.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Паллах, эп сире тӗп-тӗрӗс цифрӑсем калама пултараймастӑп, ҫитменнине тата вӗсене тупма та йывӑр пулнӑ пулӗччӗ, мӗншӗн тесен, хӑвӑрах пӗлетӗр, коммерци енӗпе пулакан кашни ӗҫӗнех, кашни магазинӑнах, кашни мастерскойӑнах тупӑшӗсемпе тӑкаксен тӗрлӗ статьисем хушшинче хӑйӗн пропорцийӗсем пур, ҫаплах кашни ҫемьерех тӑкаксем тӑвас енӗпе тӗрлӗ майпа перекетленеҫҫӗ, тата ҫав статьясен хушшинче вӗсен те хӑйсен пропорцийӗсем пур.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ахаль кунсенче апат виҫӗ тӗрлӗ пулать.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Невскинче тӗрлӗ девизлӑ вывескӑсем питӗ нумай.
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тен, пачах апла мар пуль — социалистсемсӗр пуҫне тата протекционистсем пур, Сэ хыҫҫӑн каякансем, Рау истори ҫине мӗнле пӑхнипе килӗшекенсем пур, ҫаплах политикӑлла экономире те темиҫе тӗрлӗ направленисем пур.
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— «Ун пек ҫынсем ытла нумаях мар; хуласем ӗлӗкхинчен сахалрах халӗ, — вӗсене пӗр-пӗринпе хутшӑнма тата таварсем кӳрсе тӑма уйрӑм центрсем пулччӑр тесе ҫеҫ хӑварнӑ, чи лайӑх гаваньсем патӗнче те ытти тӗрлӗ сообщени центрӗсенче ҫеҫ халӗ хуласем, анчах халӗ вӗсем пысӑкрах та, чаплӑрах та; ҫынсем унта пурте пӗр вырӑнта пурӑнса йӑлӑхнӑ пек пулнӑран ҫеҫ темиҫе кунлӑха пыра-пыра каяҫҫӗ; унра пурӑнакансем улшӑнсах тӑраҫҫӗ, унта ӗҫлеме ҫеҫ, кӗске вӑхӑтлӑха ҫеҫ пыраҫҫӗ.
9 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— «Ӑшӑ, лайӑх ҫӗрте пур ҫӗрте те, — тет хӗрарӑм-патшан аппӑшӗ, — ҫулла, ӗҫ нумай вӑхӑтра, пурӑнма аван чухне, кунта кӑнтӑртан тӗрлӗрен хӑнасем питӗ нумайӑн килеҫҫӗ; эпир пӗр ҫуртра пултӑмӑр, унта пӗтӗм кампани сирӗннисенчен тӑрать; анчах ҫуртсенчен нумайӑшне хӑнасем валли лартнӑ, ыттисенче вара тӗрлӗ йӑхран тухнӑ хӑнасем те, хуҫасем те пӗрлех пурӑнаҫҫӗ; кама мӗнле кампани килӗшет, ҫавна суйласа илет.
9 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Сӗтел-пукан таврашӗ те кунта ҫаплах, — йывӑррӑн тунӑ сӗтел-пукан таврашӗ кунта каприз ҫеҫ, вӗсене тӗрлӗ япала пултӑр тесе ҫеҫ лартнӑ, анчах ытти сӗтел-пукан таврашне, маччасене, урайсене мӗнрен тунӑ-ши?
8 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпӗ: хӗрарӑм организмӗ хӑйне физикӑлла майпа хавшатакан япаласене тӳсӗмлӗрех тӳссе ирттерет пулсан, хӗрарӑм ытти тӗрлӗ хуйха-суйха та ҫӑмӑлрах, чӑтӑмлӑрах ирттерсе ямалла пек.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Унта пӗр кирлӗ мар ҫӗртенех, ҫитменнине тата ним шутсӑр-мӗнсӗрех, кашни ҫын тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑршӑн кӗрсе каять, час-часах тата вӑл нимшӗн те мар, сирӗн чунӑрпа чӗлхӗре хыҫасшӑн ҫеҫ кӗрет.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тепӗр енчен, халичченхи этемлӗх историйӗнчи пӗрин хыҫҫӑн теприне улӑштарнӑ тапхӑрсенче темиҫе тӗрлӗ «тӗнче чӗлхи» пулнине те пӗлетпӗр.
Малашлӑха пӑхса... // Аркадий Русаков. https://chuvash.org/content/4947-%D0%9C% ... B0....html
Куратӑн-и, государьӑм, витӗр курса вулаканӑм, епле чее ҫынсем вӗсем, ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем, епле вылять вӗсен эгоизмӗ: санӑнни пек мар, государьӑм, мӗншӗн тесен вӗсем, государьӑм, эсӗ киленекен япалапа мар, урӑххипе киленеҫҫӗ; вӗсем хисеплекен ҫынсем вӗсене ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем-ха тесе шутласан, ҫакӑ вара вӗсемшӗн чи пысӑк киленӳ пулать, ҫавна тӑвас тесе вӗсем, государьӑм, эсӗ хӑвӑншӑн тӑрӑшнинчен каях мар тӑрӑша-тӑрӑша, темӗн тӗрлӗ япала шутла-шутла кӑлараҫҫӗ, анчах та сирӗн тӗллевсем тӗрлӗрен, ҫавӑнпа та санпа вӗсем шутласа кӑларакан япаласем те тӗрлӗрен: эсӗ ыттисемшӗн сиенлӗ, киревсӗр япаласем шутласа кӑларатӑн, вӗсем ыттисемшӗн усӑллӑ, лайӑх япаласем шутласа кӑлараҫҫӗ.
XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Унтан Машӑпа Рахель пычӗҫ те платьесемпе тӗрлӗ япаласене пӑхса тухма пуҫларӗҫ: лайӑх кӗрӗксӗр пуҫне, мӗн пурришӗн 450 тенкӗ пама юрать, терӗ Рахель; Мерцалова шучӗпе те унтан ытла тӑмасть иккен; Рахель шучӗпе, кӗреке сутма кирлӗ мар, мӗншӗн тесен тата виҫӗ уйӑхран пурпӗрех ҫӗнӗ кӗрӗк тумалла пулать; ҫапла вара, пӗр 10 сехет тӗлнелле суту-илӳ ӗҫне туса пӗтерчӗҫ.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
«Эпӗ тӗрлӗ ӗҫ тӑватӑп; тӗрлӗ ӗҫ туни вӑл канниех».
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫакӑн пек пурӑннӑ хыҫҫӑн тепӗр ҫултан вӑл ҫулҫӳреме тухса кайнӑ, кунта вара уншӑн хӑйӗн вӑй-халне ӳстерме тата лайӑхрах майсем тупӑннӑ: ака-суха тунӑ, платник пулнӑ, кимӗпе шыв урлӑ каҫарнӑ тата вӑй-халшӑн усӑллӑ тӗрлӗ ытти ӗҫсене те тунӑ; пӗрре вӑл бурлак пулса Атӑла та тӑршшӗпех, Дубовкӑран пуҫласа Рыбинска ҫитиччен, ҫуран утса тухнӑ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫине тӑрсах гимнастика тума пуҫланӑ; вӑл лайӑх ӗнтӗ, анчах гимнастика вӑл мӗн пуррине ҫеҫ лайӑхлатма пулӑшать-ҫке, вӑй пухас пулать, вӑл вара пӗр вӑхӑт хушши гимнастикӑпа икӗ хут нумайрах хӑтланнӑ, кунне темиҫе сехетлӗхе вӑй хумалли ӗҫсем тунӑ: шыв турттарнӑ, вутӑ йӑтнӑ, вутӑ ҫурнӑ, йывӑҫ каснӑ, чум чутланӑ, ҫӗр чавнӑ, тимӗр туптанӑ; вӑл нумай тӗрлӗ ӗҫ туса ҫӳренӗ, час-часах улӑштарнӑ вӗсене, мӗншӗн тесен кашни ҫӗнӗ ӗҫре, кашни улшӑнура мӗнле те пулин мускӑлсем тата лайӑхрах хытаҫҫӗ-ҫке-ха.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
2-мӗш курсран тухса, хӑйӗн поместьине кайнӑ, опекун хирӗҫнине ҫӗнтерсе, хуҫалӑхне урӑхла йӗркелесе янӑ, ҫавӑншӑн ӑна пиччӗшӗсем ылханса пӗтернӗ, аппӑш-йӑмӑкӗсен упӑшкисем вӗсене унпа калаҫма чарнӑ; унтан вӑл тӗрлӗ майпа Россия тӑрӑх ҫапкаланса ҫӳренӗ: тип ҫӗрпе те, шывпа та, унпа та, кунпа та, ахаль чухнехи пек те, урӑхла та ҫӳренӗ, — сӑмахран, ҫурран та, паруслӑ суднӑпа та, шӑтӑк кимӗсемпе те, — ҫул ҫинче унӑн хӑйне пула тӗрлӗ ӗҫсем нумай пулнӑ; калас пулать, вӑл икӗ ҫынна — Хусан университетне, пилӗк ҫынна Мускав университетне вӗренме леҫсе янӑ, — вӗсем унӑн стипендиачӗсем пулнӑ; хӑй вӑл Петербургра пурӑнасшӑн пулнӑ, ҫавӑнпа унта никама та илсе пыман, ҫавна пула унӑн тупӑшӗ 400 мар, 3000 тенкӗ пулнине пирӗнтен никам та пӗлмен.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӗсем пурте тӗрлӗ ҫынсем, анчах вӗсен пӗр пек пӗр паллӑ пур, ҫав паллӑ вӗсене, пӗр йӑха пуҫтарса, мӗнпур ытти ҫынсенчен уйӑрса тӑрать.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӗсен хушшинче ҫемҫе кӑмӑллисемпе хытӑ кӑмӑллисем те, кичеммисемпе савӑнӑҫлисем те, вӗтеленчӗккисемпе мӑраннисем те, нӑйкӑшшисемпе (пӗри хаяр сӑн-сӑпатлӑ, кулӑшла та сӗмсӗрскер; тепри ытла та кӑнттам пит-куҫлӑ, чӗмсӗр, нимӗнпе те интересленменскер; вӗсем иккӗшӗ те ман умра темиҫе хутчен те ытлашши кӑшкӑрса-ҫухӑрашса йӗрекен хӗрарӑмсем пек уласа йӗчӗҫ, хӑйсен ӗҫне пула мар, калаҫса ларнӑ ҫӗртех, тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр ӗҫ тунӑ хушӑрах; пӗччен чухне вӗсем час-часах йӗнӗ пулас, эп ӑна шансах тӑратӑп) кирек мӗн пулсан та, хӑйсене лӑпкӑ тытаканнисем те пулнӑ.