Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӑшт кайрӗ те часах дача ҫумӗнчи тенкел ҫине, украинла тӗрлесе тунӑ кӗпепе, ҫӑмламас аллипе гитара тытса ларакан темле тӗлсӗр арҫынпа юнашар ларчӗ.
XIV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Тумтир ҫаннисем ҫине шурӑ ҫиппе тӗрлесе тунӑ пуҫ шӑммисемпе шӑмӑ сыпписене Ленька чиперех асӑрхаса юлчӗ.Ленька очень близко видел белые черепа и кости, вышитые на рукавах солдат.
XXIV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Вӑл рыцарь ҫичӗ ют ҫынни пулнине, ун енче хаяррӑн тавӑрасшӑн пулса унӑн ашшӗ, тӑванӗсем, пӗтӗм тӑван ҫӗршывӗ тӑнине, хулана хупӑрласа тӑракан запорожецсем хӑрушӑ ҫынсем пулнине, хула ҫыннисем хӑйсен хулипе пӗрле тискер вилӗмпе пӗтессине аса илчӗ… вара сасартӑк ун куҫӗсене куҫҫуль тулса ларчӗ; вӑл пурҫӑнпа тӗрлесе пӗтернӗ тутӑр ярса тытрӗ, унпа хӑйӗн питне хупӑрласа лартрӗ, пӗр минут хушшинче вара вӑл йӗп-йӗпе пулса тӑчӗ; хӑйӗн илемлӗ пуҫне каялла тытса, вӗлерекен ҫӗлӗн сӑхнине туйса илнӗ пек, аялти хитре тутине юр пек шурӑ шӑлӗсемпе ҫыртса нумайччен ларчӗ, — рыцарь вӑл ҫав тери хуйхӑрнине ан куртӑр тесе тутӑрне пичӗ ҫинчен пачах та илмерӗ.
VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вут пек ҫунса тӑракан кӗрӗн сукнаран ҫӗленӗ козак тумӗ ҫийӗнчен тӗрлесе пӗтернӗ пиҫиххи ҫыхрӗҫ; туроксен шӑратса тунӑ пистолечӗсене пиҫиххи хушшине пӗрсе чикнӗ; хӗҫҫисем урана перӗнсе тӑнӑ.
I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Юлашкинчен тытатӑн та юр пек шуррине пусмӑрласа тенӗ пек тӗрлесе пӗтеретӗн.Наконец берешь и белый как снег будто пленяешь сверху узором.
Пир хатӗрӗсем, пир тӗртни ҫинчен // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
— Куратӑп, — йӗкӗлтесе кулчӗ те Бауман, ҫавӑнтах вӑл чӳрече карӑмӗсем ҫине, вырӑн патӗнчи ковёр ҫине, мӑйӑр йывӑҫҫинчен тӗрлесе тунӑ кӗнеке хумалли полка ҫине, ҫырмалли сӗтел ҫине, ун ҫинчи пачки-пачкипе тирпейлӗн, шутламалли счёт айне хунӑ кӑвак тӗслӗ «ӗҫсене» пӑхса илчӗ.
XI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Шалта, чӑнах унта, тирпейлӗ те йӗркеллӗ пулнӑ — пӗрӗмлӗ, чие тӗслӗ шторӑсем те пулнӑ унта, вырӑн патӗнчи ковёр та, мӑйӑр йывӑҫҫинчен тӗрлесе тунӑ кӗнеке хумалли полка та капӑр: унта вара ылтӑн тӗслӗ сӑрпа ҫырнӑ хупӑллӑ кӗнекесене йӗркипе, пӗр тикӗс хурса тухнӑ.
XI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Чапаев килте тӗрлесе тунӑ кавир ҫине пӑхрӗ, Петька — сиксе ҫунакан ҫурта ҫути ҫине; иккӗшӗ те чӗнмерӗҫ.
Осиновка патӗнче // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Таньӑн кашни кӗлеткене, картинӑсене, тӗрлесе илемлетнӗ стенасене пурне те пӑхса тухас килет, анчах вӑхӑт ҫук.Тане очень хочется всё разглядеть — все фигуры, и узорные стены, и картины, но некогда.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.
Ҫул ҫӳренӗ чух илсе ҫӳрекен тимӗр кӑшӑллӑ арчине илсе кӗме хушать вӑл, аслӑ хӗрӗ валли ылтӑн калпак кӑларать, калпакне Арави ылтӑнӗпе тӗрленӗ, вутра ҫунмасть, шывра тутӑхмасть, ӗнчӗпе те мерченпе тӗрлесе пӗтернӗ; вӑталӑх хӗрӗ валли йӑлтӑркка тӗкӗр кӑларать; кӗҫӗн хӗрне ылтӑн кӑкшӑмпа илсе килнӗ кӗрен чечек парать.
Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.
Лю Гуй-лань туйра тӑхӑнмалли хӗрлӗ куртка тата тӗрлесе пӗтернӗ арча суйласа илчӗ.
ХХIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Килте тӗрӗ тӗрлесе, Хӗр ӗшеннӗ ӗҫлесе.
XX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ун ҫине Чжао Юй-линь арӑмӗ шурӑ ҫиппе тӗрлесе: «Юаньмаотунь ялӗнчи хресченсен союзӗ» тесе ҫырнӑ.
XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
— Хӗрлӗ чечексем, уйӑх, хыр… тата тем тӗрлесе ҫырни пур.— Красные цветы, и луна, и сосна… и надпись какая-то вышита.
XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ян Братишка ӗҫсе-ҫимеллисем хатӗрлесе хунӑ сӗтел тата ҫав тери типтерлӗ пӳлӗм курчӗ: стенасем ҫинче картинӑсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, чӳрече каррисем пурҫӑн, хитре ширмӑсемпе лакпа витнӗ, алӑк янахӗсене тӗрлесе пӗтернӗ.
XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Анчах пуринчен те ытларах пире тӗрлесе пӗтернӗ чаршав кӑмӑла каятчӗ.
6. Ялти ҫӗнӗ пурнӑҫ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Мавзолей таврашӗнчи вырӑнсене лайӑхрах курас тесе, эпир тепӗр хут та пусмапа хӑпартӑмӑр, тепӗр хут та хамӑр таврари тӗрлесе пӗтернӗ чул плитасем ҫине пӑхса, тӗлӗнсе тӑмасӑр чӑтма пултараймарӑмӑр.
Маҫтӑр // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Сирӗн умӑрта колоннӑллӑ сарлака чул пусмаллӑ, тем пысӑкӑш чӳречеллӗ, арккӑллӑ, тӗрлесе пӗтернӗ чул стеналлӑ илемлӗ пысӑк кивӗ ҫурт.
Шкулта мӗнле вӗрентеҫҫӗ // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Сивӗ кашни турата, кӗркунне ӳкмесӗр юлнӑ кашни ҫулҫа тӑрӑшсах тӗрлесе капӑрлатнӑ.Мороз потрудился над каждой веткой, над каждым неопавшим листом.
Донбасри сивӗ // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Уяв ҫӑра симӗс курӑк ҫинче — украинецсен тӗрлесе тӗртнӗ кавирӗ евӗрлӗ капӑр чечексемпе витӗннӗ уҫланкӑра пулса иртрӗ.Гулянье состоялось на зелёной густой поляне, полной цветов, похожей на вышитый украинский ковёр.
Анлӑ ҫул // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.