Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗрлесе (тĕпĕ: тӗрле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унта ӑста алӑллӑ хӗрарӑмсем хӑйсен пултарулӑхӗпе пӗр-пӗрне паллаштарма ҫӳреҫҫӗ, хатӗрленӗ япаласемпе куравсем, конкурссем йӗркелеҫҫӗ, кӑмӑла кайнӑ эрешсене вара хӑйсем тӗрлесе, ҫыхса, япалисене ӑсталаса пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ал ӗҫӗ - чун киленӗҫӗ // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... un-kilenc/

Ку хутӗнче еплерех, хӗвел ҫинчи хура пӑнча та ахрат ҫырмине ҫавӑрса, ҫӑханран саркайӑк ӳкерсе, саркайӑкран ҫӑхан тӗрлесе, хӑйне итлекенсен куҫӗсене ҫамкисем ҫине сиктернӗ-ши Алендеев хушаматлӑ «жонглёр»?

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Самайччен ларчӗ вӑл ҫапла, тӗксӗм ҫӑра тӗтрене путса, пуҫне ик аллипе те йӗкӗрлесе-ҫатӑрласа тытса, пӑркаласа, хӑй пуҫ тӗлӗшшӗн суйланса, уҫҫи-хупписӗр сӗмленӳсем тӗрлесе.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Пушмакна хыв та выртах, акӑ, сан тӗрлесе тунӑ минтерӳ те кунтах!

Разувайся, ложись, вот и подушка твоя вышитая.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хӑна, нимӗн чӗнмесӗр, стена ҫумне тӗрлесе ҫакнӑ ал шӑллисене, пӗчӗк тутӑрсене асӑрхарӗ те тӳссе лараймарӗ, патнех пырса пӑхрӗ, питӗ кӑткӑс ӳкерчӗксене калама ҫук ӑста тӗрленине курсан, тӗлӗнмеллипех тӗлӗнчӗ, хӗпӗртерӗ те.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пӳртрен анӑҫалла — тӑватӑ юман юпаллӑ, тӗрлесе пӗтернӗ хапха, хапхаранах лаҫ пуҫланса килкарти чиккине вӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Анук алкум вӗҫӗнче тӗрӗ тӗрлесе ларатчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Краватьне те, вӑрӑм саксене те килте тӗртсе тунӑ йӑрӑмлӑ-йӑрӑмлӑ палассемпе витнӗ, чӳречесене чечексем тӗрлесе ӳкернӗ шурӑ каррисемпе, турӑшне тӗрӗллӗ вӑрӑм питшӑлисемпе карнӑ, хӑйӑрпа ҫунӑ урайӗ шап-шурӑ.

Куҫарса пулӑш

Учительница хваттерӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар вара, тутарсен кӑмӑлне тӑвас тесе, вӗсене ятарласа Хусантан илсе килнӗ, шурӑ укапа тӗрлесе илемлетнӗ ҫирӗм тӳпеттей парать.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗркке хӑй аллипе тӗрлесе тунӑ паласа сарчӗ, мӗн пур ӗҫме-ҫимене кӑларса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫине вӑл казакин тӑхӑннӑ, уринче — ҫӑм пушмак, пуҫӗнче — пурҫӑн ҫиппе тӗрлесе эрешленӗ кӗлеппуҫ.

Куҫарса пулӑш

19. Мускав тулашӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унтан темиҫе тухья валли вӗтӗ шӑрҫапа тӗрлесе хуратӑп.

Куҫарса пулӑш

Тухйисем пӗри тепринчен илемлӗрех // Елена ЛУКИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11431-tu ... ileml-rekh

Малтанлӑха вӗтӗ шӑрҫапа тӗрлесе ҫеҫ ӑсталама шухӑшланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Тухйисем пӗри тепринчен илемлӗрех // Елена ЛУКИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11431-tu ... ileml-rekh

Акӑ, пӗр тӗм патӗнчен тепӗр тӗм патне мулкач сиккелесе пынӑ, паллах, ҫак мулкача йӗрлесе ӗнтӗ, чее тилӗ шӑвӑнса иртсе кайнӑ, шӑшисем урлӑ та пирлӗ «ҫӗвӗ ҫӗлесе» тӗрлесе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сивве чӑтайман улӑп // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 53–56 с.

Унтан вӑл кукамай мана валли тӗрлесе ҫӗленӗ пир кӗпе илсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ӗҫлерӗм тен те, хут тӗрлесе ларни ӗҫ-им вӑл?

Работал он… Бумагу написать — нешто это работа?

Каллех ҫул ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Анчах сӑри те ӳсӗртмерӗ ӑна, кӗпи аркине тӗрлесе ларни те ахалех пулчӗ.

Но от выпитого ей вовсе не стало легче; искусно вышитое платье не радовало ее нисколько.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫырма юхать кӗрлесе Аслӑ ялӑн ҫумӗпе, Хӗвел тӗрӗ тӗрлесе Вылять унӑн шывӗпе.

Куҫарса пулӑш

Силпи ялӗнче // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Вӗсене вӑл тӗрлӗ мелпе - сӑрӑпа ӳкерсе, бисерпа тӗрлесе, пазл пухса - чун кӗртет.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫре хӑйӗн телейне тупнӑ // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11009 ... lejne-tupn

Нумаях пулмасть вӗсемпе сурпан тӗрлесе Шупашкар хулинчи тӗрӗ кунне хутшӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш культурине аталантарса пырассишӗн тӑрӑшать // Юрий Никитин. http://kanashen.ru/2022/09/23/%d1%87a%d0 ... %81%d0%b8/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех