Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗнчине (тĕпĕ: тӗнче) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Радио, хаҫат илемлӗ сӑмах тӗнчине туртрӗ.

Радио, газета втянули в мир художественной словесности.

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Унта кӗрсен пахча ҫимӗҫ тӗнчине лекетӗн.

Проходя во внутрь, попадаешь в мир овощей.

Пурнӑҫ ӗҫчен ҫынсемпе тӗреклӗ // В.РОМАНОВ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.06.10

— Чӑваш тӗнчине аталанма паян йӑх хевти, ӑрат хӑвачӗ кирлӗ.

- Сегодня для развития чувашского мира нужна сила рода, мощь поколений.

Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№

Унӑн илемне ытараймасӑр хам сисмесӗрех сӑвӑ-юрӑ тӗнчине кӗрсе ӳкрӗм.

Восхищаясь ее красотою, я незаметно для себя попал в мир стихов и песнь.

Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Шкул чӑн чӑваш тӗнчине ҫаврӑнчӗ ҫав кун.

Куҫарса пулӑш

Тимлесессӗн ӑнӑҫу пулатех // Эльвира ИВАНОВА. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Ачасен тӗнчине ӑшпиллӗн ҫутатса паракан авторӑн хайлавӗсем ансат, ҫав хушӑрах интереслӗ.

У автора, умеющей добродушно раскрывать детский мир, произведения легкие, в тоже время интересные.

«Пылак сухан» тата хаваслӑ ачасем // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Тӗрӗк тӗнчине тӗпчекен чылай ӑсчах: «Чӑваш хӗр-хӗрарӑмӗ — авал пурӑннӑ амазонкӑсен тӑхӑмӗсем», — тесе ҫирӗплетет.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Геннадий Леонидович, Раҫҫей Федерацийӗн Халӑх вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ, чун киленӗҫӗпе хӑйӗн тулли аташне — Раҫҫейри паллӑ режиссера, сценариста Геннадий Леонидович Васильева — ҫывӑх: ӳнер тӗнчине, сцена ҫинчи хайлавсене ҫав тери юратать.

Куҫарса пулӑш

Арҫын - тӗрев, мӑшӑрӗ - управҫӑ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Пурнӑҫа тарӑн пӗлни, иксӗлми пултарулӑх, илем тӗнчине туйни вӗсене ҫын чунне витерме пултаракан материалсем хатӗрлеме хистетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӑнӑҫу сана, хаҫатӑм! // Вера САВЕЛЬЕВА. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

Ҫынсен аллипе тунӑ ҫак ӗҫсене курсан чӑн-чӑн илем тӗнчине кӗрсе тухнӑнах туятӑн.

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑта усӑллӑ ирттереҫҫӗ // З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

17. Мана Ҫӳлхуҫа пулӑшман пулсассӑн, чунӑм часах шӑплӑх тӗнчине куҫатчӗ.

17. Если бы не Господь был мне помощником, вскоре вселилась бы душа моя в страну молчания.

Пс 93 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Куракана искусствӑпа тата пултарулӑх ӗҫӗн асамлӑ хӑвачӗпе паллаштаракан, уншӑн Ырӑпа Илемлӗхӗн тӗлӗнмелле тӗнчине уҫакан пирӗн театрсен артисчӗсем пархатарлӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ.

лагородную миссию выполняют артисты наших театров, приобщающие зрителей к волшебной силе искусства и творчества, открывающие для них удивительный мир Доброго и Прекрасного.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Культура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2012) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1371586

Аня Таборкина ташӑ тӗнчине юратать.

Аня Таборкина любит мир танцев.

Олимпиада призерӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Музыка тӗнчине уҫатӑп юлашки вӑхӑтра.

В последнее время открываю мир музыки.

Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех