Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗмисем (тĕпĕ: тӗме) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗтӗм сирӗлсен пӑхатпӑр та, ҫерте аманнӑ лаша выртать, ун патӗнчех Бэла; Казбич хӑй пӑшалне пӑрахрӗ те йывӑҫ тӗмисем хушшипе, кушак пек йӑпшӑнса, чул ту ҫинелле улӑхать; манӑн персе антарас килчӗ ӑна — пӑшала авӑрламанччӗ!

Когда дым рассеялся, на земле лежала раненая лошадь и возле нее Бэла; а Казбич, бросив ружье, по кустарникам, точно кошка, карабкался на утес; хотелось мне его снять оттуда — да не было заряда готового!

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Унтан вӗсем шыва кӗчӗҫ, Оля шыва кӗмелли костюмне хывса пӑрнӑ чух тата кӗписене тӑхӑннӑ вӑхӑтра Алексей ҫыранри йывӑҫ тӗмисем хушшине кайса ларчӗ.

Потом они купались, и он покорно уходил в прибрежный кустарник и отворачивался, пока она переодевалась и выжимала мокрый купальный костюм.

10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Анчах сумах тӗмисем хушшинчи сукмак ҫинче нӳхрепри пекех тӗттӗм вӗт.

А на дорожке темно, как в погребе.

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Виҫӗ минутран старикпе ывӑлӗсем, лайӑх хӗҫпӑшалланнӑскерсем, сӑрт тӑррине хӑпарса ҫитрӗҫте, хӑйсен хӗҫпӑшалӗсене хатӗрлесе тытса, сумах тӗмисем хушшинчи сукмак тӑрӑх чӗрне вӗҫҫӗн утса пычӗҫ.

Через три минуты старик с сыновьями, вооружившись как следует, поднимались в гору и были уже у начала дорожки между кустами сумаха, с ружьями в руках.

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӗсем малаллах ту тӑрри патнелле кайрӗҫ, унтан сумах тӗмисем хушшипе каякан ансӑр ҫул ҫинелле пӑрӑнса кӗчӗҫ те тӗттӗмре тӑруках ҫухалчӗҫ.

Они прошли дальше к вершине, и вдруг, свернув на узкую тропинку между высокими кустами сумаха, сразу пропали в темноте.

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑрӑм ӳснӗ армути тӗмисем ҫын кӳлепи пек курӑнаҫҫӗ.

Высокие кусты полыни казались человеческими фигурами.

Ӳпне ҫӑпан // Вир Мӗтри. Вир Мӗтри. Хӗрлӗ гварди. — Шупашкар, 1980

2 ҫулта ҫырма хӗрринче 100 хурӑн, 40 чӑрӑш, 10 хура слива, 10 шурӑ слива, 10 сарӑ слива, 10 кӑвак чие тата пилешсем, хурлӑхан тӗмисем лартрӑм.

За 2 года около речки высадил 100 берез, 40 елок, 10 кустов чернослива, 10 кустов белой сливы, 10 кустов желтой сливы, 10 кустов войлочной вишни, рябину, кусты смородины.

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех