Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗр самантлӑха унӑн ҫаврака пичӗ макӑрма хӑтланнӑ пек пӗркеленсе илчӗ, унтан вӑл тӗлӗннине, юлашкинчен ҫав тери хӑранине палӑртрӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Григорий Иванович, хӑй сӑмах панине аса илсе, хӑй тем тӗрлӗ тӗлӗнсе кайнӑ пулин те, тӗлӗннине нимӗн чухлӗ те палӑртас мар тесе тӑрӑшнӑ; анчах хӗре тем хӑтланни ӑна кулӑшла пек туйӑннӑ, вӑл ахӑлтатса кулса ярасран аран-аран ҫеҫ чӑтса тӑнӑ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Тепӗр енчен, Лизӑн Алексее ҫавӑн пек кӗтмен ҫӗртен курӑнса вӑл мӗн тери тӗлӗннине курасси килнӗ…
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Икӗ уйӑх иртрӗ те, Карел мӗншӗн тӗлӗннине лайӑх ӑнланса илтӗм.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Арҫынсем сӑра ӗҫнӗ хушӑра Укахви кинемей каллех унта-кунта пӑхкаласа ҫӳрет, пӗҫҫисене шарт! та шарт! ҫапса, пуҫне сулла-сулла тӗлӗннине палӑртать.Пока мужчины пьют пиво, тётя Агафья ходит по огороду, дому, всё мотает головой – удивляется.
Тӑваттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Вӑл ҫав пӗтӗм ӗҫе Гек епле хутшӑннин вӑрттӑнлӑхне сцена ҫинчи пысӑк искусствӑпа уҫса кӑтартса пачӗ, анчах мистер Джонс каласа кӑтартнипе интересленесси хытӑнах чакса кайрӗ, ҫынсем хӑйсем тӗлӗннине те питех палӑртмарӗҫ, урӑх чухне вӑл ун пек пулмастчӗ ӗнтӗ.
34-мӗш сыпӑк. Ылтӑн юхамӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вӑл каласа пӗтерсен, дамӑсем кӗлтунӑ пек аллисене ҫӳлелле ҫӗкле-ҫӗкле илнӗ, унтан ҫавӑнтах халран кайнӑ майлӑ вӗсене чӗркуҫҫийӗсем ҫинелле уснӑ, куҫӗсене хупнӑ, — эпир тӗлӗннине нимӗнле сӑмахпа та калама пултарас ҫук: ку ытла та аван, пирӗн ҫӗршывшӑн ытла та аван-ҫке тесе каласшӑн пулнӑ пекле пуҫӗсене сулланӑ вӗсем.
5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Анчах та малтанах тӗлӗннине кӑтартас мар терӗм.
Надина Джавадова: «Ӑнӑҫуллӑ пулас тесен – вӗренмелле» // Вера Александрова. «Сувар», 2019.05.27, http://suvargazeta.ru/news/intervyu-statyasem/nadina-dzhavadova-anaculla-pulas-tesen-vrenmelle
Манӑн наука ӗҫӗн пӗтӗмлетӗвӗсемпе паллашсан тутар ученӑйӗсем тӗлӗннине палӑртрӗҫ: «Эпир пӗр кӑкран тухнӑ халӑхсем пулин те пирӗн ун пек мар».
Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№
Эпӗ тӗлӗннине курсан: «Нимӗн те тӗлӗнмелли ҫук кунта, этемӗн шалти вӑйне кӑтартакан пӗр тӗслӗх ҫеҫ. Хам мӗн пултарнине ҫынна халех кӑтартасшӑн марччӗ эпӗ, шухӑша кайнӑ та хам сисмесӗрех хӳме витӗр тухма пуҫланӑ», – терӗ ҫеҫ.
Хӳме витӗр тухма пултаракан // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15
Кирек мӗнле чӑрмав пултӑр — Максим юнашар чухне ыйту туххӑмрах татӑлать, — тӗлӗннине пытармарӗ амӑшӗ.При возникновении любого вопроса ответ находится моментально, - не стала скрывать удивления мать.
"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№
Кун пирки вырӑссен паллӑ ҫыравҫи Н.Г.Гарин-Михайловский 1896 ҫулта тӗлӗннине пытармасӑр хавхаланса ҫырнӑ.
Ҫимӗк // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25
Ҫӳлерех асӑннӑ телевизорсенчен пирӗн канала курма май туса паракан тӗп провайдер иртнӗ калаҫура тӗлӗннине пытармарӗ.
Юрий ГУРЬЯНОВ: Куллен вӗренекен ҫын кӑна ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваять // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№
«Куҫҫуль кӑларттаракан хаяр сухан ӑҫтан пылак пултӑр-ха?» — тӗлӗннине пытармарӗ хӑшӗ-пӗри.
«Пылак сухан» тата хаваслӑ ачасем // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№
Мӗншӗн тӗлӗннине уҫӑмлатиччен пуҫлӑха ларсан, тен, ҫавӑн пек пулмалла та пулӗ тесе те аптӑратӑп тупата!
Тӗлӗнтереҫҫӗ тӗлӗнтермӗш пуҫлӑхсем // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2693.html