Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗлелле (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку тӗлелле, тен, Микула та тупӑнӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кун тӗттӗмленсе ҫитнӗ тӗлелле Арсентьев мастер участокӗнчи рабочисем юман касса чылаях пысӑк лаптӑк уҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Апат вӑхӑчӗ ҫитнӗ тӗлелле яла «тужурниксем» — ОГПУн районти уйрӑмӗнчен сӑран куртка-тужурка тӑхӑннӑ мӑнтӑрккасем килсе ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тайга юханшывсем, пысӑк шурлӑхсем патнелле, хуласем, ялсем ларма тытӑннӑ тӗлелле ҫеҫ сайраланса уҫӑлса каять.

Редеет тайга и расступается только там, где протекают реки и расстилаются большие болота, где строятся города и селения.

Тайгари ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ку тӗлелле вӑл Виктора курайми пулса ҫитнӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Каҫхине ялти ҫынсен ӗне сумалла, ҫав тӗлелле Сулагаев ура ҫинчеччӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫав тӗлелле унӑн ашшӗ вилнӗччӗ, кермен пек кил-ҫурчӗ пушах янраса ларатчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

…Ку тӗлелле Илья Семенович самаях халсӑрланнӑччӗ, килӗнчен унта-кунта питех тухса ҫӳрейместчӗ, колхозри ҫитменлӗхсем пирки чӗрре кӗрсех шавламастчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сеанс вӗҫленнӗ тӗлелле ҫанталӑк этем ӗретсӗр пӑсӑлма ӗлкӗрнӗччӗ: куҫ курми ҫил-тӑман ҫавӑрттарать, хӑй ҫутисем аран-аран палӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Унтан, вунӑ сехет ҫитнӗ тӗлелле, ман патӑма чылаях ватӑлнӑ хӗрарӑм васкаса утса пычӗ те — манӑнне халь кӑна кӗсьерен 10 тенкӗ укҫа кӑларса илчӗҫ, тесе пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Хӗр ҫыру ҫырнипех ҫырлахрӗ: аслашшӗ чирлӗ иккен, ҫанталӑк ӑшӑтнӑ тӗлелле вӑл ура ҫине тӑрӗ те, Марина тӳрех инҫе ҫула пуҫтарӑнӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Виҫӗ сехете яхӑн кӗтсе ларма тиврӗ Сардимирова — ӗҫ кунӗ вӗҫленнӗ тӗлелле кӑна ман алла вӑл йӑл-йӑл кулкаласа ӑшшӑн чӑмӑртарӗ:

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Виҫӗ мӑшӑр пӗр пек мар, Пур ҫыннӑн та вӑй пӗр мар: Кӗтӳҫ ҫитнӗ тӗлелле Пӗри ӳкрӗ ҫӗрелле.

Куҫарса пулӑш

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Эпӗ ҫӗрпе пӗлӗт пӗрлешнӗ тӗлелле пӑхса пыратӑп.

Куҫарса пулӑш

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ку тӗлелле, паллӑ, йывӑҫ-курӑк тӗнчи, чӗрӗ пурнӑҫ сӗткенӗпе шӑварӑнса, вӑй пухса, хӑйӗн ҫитӗнес, сарӑлса кӳпчес, пӗве каяс «апогейне» кӗрет ӗнтӗ, унӑн ешӗл тӗтрелӗхӗ те тӗксӗм симӗсленес картне ларать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Пурте, тимлесе, куҫӗсене пӗр тӗлелле, микрофон умӗнче хӑлаҫланакан, ҫӑвар тулли калаҫакан хастар ҫинелле, вӗҫтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Пӗррехинче Ҫтаппан мучие (вӑл ку тӗлелле ҫитмӗл пиллӗк ҫул урлӑ та каҫнӑ пулнӑ) катари, ют ялти «тӗтреллӗ» пӗлӗшӗ хӑйсен ялӗнче Праски ятлӑ, ывӑлӗпе кинӗ хӳтерсе кӑларса янине пула килсӗр-ҫуртсӑр ҫапкаланса-кӗленсе ҫӳрекен хӗрарӑм ҫинчен каласа парать, ҫавна арӑм — суппи ҫитсен тӗренмелли тӗрек — тума сӗнет.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

— Тавтапуҫ, лекӑр, тавтапуҫ, — кӑмӑлӗпе йӑшсах кайрӗ лешӗ, ку тӗлелле самаях тӑрӑлма, «лапрасӑр» ӑса кӗме ӗлкӗрнӗскер.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Хыҫҫӑнах пуҫне шывран ялт! кӑларчӗ, куҫне хупланӑ ҫӳҫне вӑшт! сылтӑмалла ывӑтса ячӗ, вара пӗтӗм мехелӗпе шӑнӑрлӑ, тимӗрлетнӗ аллисемпе сулмаклӑн чашт-чашт-чашт-чашт авӑскаласа брасс мелӗпе ишсе, урисемпе шывран «тачка вӗрен» явкаласа талпӑнчӗ вӑл инкеклӗ тӗлелле.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ҫитменнине тата иккӗленӳ те ҫуралчӗ: Павӑл теплерен ку тӗлелле ҫӗнӗ ҫемье те ҫавӑрман-ши?

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех