Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑхтасан (тĕпĕ: тӑхта) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑшт тӑхтасан вара — каллех урапа айӗнчен тем эсрелли курӑнма пуҫлать…

Наконец, мало погодя, опять показывается из-под воза чудище…

Пӗр чиркӳри тиечук пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Пӑртак тӑхтасан вара ялта мӗн пурри тарӑн ыйӑха путрӗ; пӗртен-пӗр уйӑх ҫеҫ, халичченхи пекех йӑлтӑртатса, Украинӑри ытарма ҫук илемлӗ те вӗҫӗ-хӗррисӗр тӳпе тӑрӑх чаплӑн ярӑнса ҫӳрет.

И чрез несколько минут все уже уснуло на селе; один только месяц так же блистательно и чудно плыл в необъятных пустынях роскошного украинского неба.

VI. Вӑранни // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Кӑшт тӑхтасан, вӑл, бандура каласа, юрласа ячӗ:

Немного помолчавши, заиграл он и запел:

I. Ганна // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Вуниккӗ, — тет вӑл, унтан кӑшт тӑхтасан: — Вунпӗр, унтан: — Вуннӑ, унтан: — Тӑххӑр, вара: — Саккӑр, тата ун хыҫҫӑнах: — Ҫиччӗ.

— Двенадцать, — произнесла она, и немного погодя: — одиннадцать, — а потом: — «десять» и «девять», а потом: — «восемь» и «семь» — почти одновременно.

Юлашки ҫулҫӑ // Николай Степанов. О. Генри. Юлашки ҫулҫӑ // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 113-118 с.

— Итле-ха, лейтенант юлташ, эсӗ кӑштах тӑхтасан кӗр.

— Послушай, товарищ лейтенант, ты чуть попозже зайди.

XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Ухмах! — терӗ вал, кӑшт тӑхтасан.

— Дурак! — сказал он погодя.

XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Аран-аран, ыратнипе час-часах кӑшкӑркаласа илсе, вӑл крыльца ҫине сӗтӗрӗнкелесе хӑпарчӗ те, кӑшт тӑхтасан, пӳрт алӑкне уҫрӗ.

С большим трудом, поминутно вскрикивая, он затащил себя на крыльцо и, помедлив, открыл дверь.

X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Яша сасартӑк шӑпланчӗ, унтан, кӑшт тӑхтасан, тӑчӗ, пурте курчӗҫ вара: унӑн ӗлӗк кӑмӑллӑн пӑхнӑ пысӑк куҫӗсем халь пит усаллӑн, хаяррӑн пӑхаҫҫӗ.

Яша вдруг затих, а немного погодя встал, и тут все увидели, что большие и прежде ласковые его глаза полны темной, злой силы.

XX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Пӑртакҫах тӑхтасан, пӗр самантлӑха каллех тахӑшӗ кӑштӑртатса хӑпарни илтӗнчӗ.

Чуть погодя снова послышались шаги, кто-то поднимался.

Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.

Кӑшт тӑхтасан Чжун Ми арӑмӗ, кӑвакал чӗпписене тӑрантарма тесе, сивӗннӗ рис илсе тухнӑ та шыв шӑмпӑлтатнине илтнӗ.

Немного погодя жена Чжун Ми понесла утятам холодного риса и издали услышала всплески воды.

Кӑвакал мыскари // Степан Апаш. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 71–75 стр.

Кӑштах тӑхтасан эпӗ сирӗн пата хамӑн пурнӑҫа пӑлхар халӑхӗшӗн хума пыратӑп.

Немного погодя я к вам приду — отдать свою жизнь за Болгарию.

XXXII. Аврам // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кӑшт тӑхтасан, ҫав пӑлхавҫах вӑл акӑ мӗн каларӗ:

Немного погодя он властным голосом приказал тому же повстанцу:

XXIX. Юнпа тӗне кӗртни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кӑшт тӑхтасан, вӑл Аркашка Менок кил картине ҫитсе те тӑчӗ, миххе салтма пуҫларӗ.

Спустя немного Макар уже стоял во дворе Аркашки Менка, развязывая мешок.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кӑшт тӑхтасан, улпут патне чӗнсе илеҫҫӗ ӑна.

Немного погодя его позвали к господам.

Лашалла хушамат // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 56–62 стр.

Кӑштах тӑхтасан, вӑл лаши чарӑнса тӑнине сисет.

Немного погодя, он слышит, что лошадь остановилась.

Хуйхӑ // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 46–55 стр.

— Халӗ пичче ҫук, — терӗ кӑшт тӑхтасан.

— Теперь братца нет, — сказала она потом.

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Хула варринчен, — терӗ вӑл, кӑшт тӑхтасан.

— От центра, — прибавил он потом.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Мӗн ҫухататӑр эсир пӗрер уйӑх пек тӑхтасан?

Чем вы рискуете, если подождете с месяц?

VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

— Мӗн калаҫаҫҫӗ Оренбургра ман ҫинчен? — тесе ыйтрӗ Пугачев, кӑшт тӑхтасан.

— Что говорят обо мне в Оренбурге? — спросил Пугачев, помолчав немного.

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пӑртак тӑхтасан, вӑл манран: — Шкултан тухсан, малалла ӑҫта каян? Артисткӑна-и? — тесе ыйтрӗ.

Помолчав немного, он спросил крайне деловито: — Ты школу кончишь, на кого учиться пойдешь? На артистку?

18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех