Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑтӑм (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак парӑс ҫывхарасса кӗтсе илес-ши е кӗтсе илес мар-ши тесе, эпӗ пӗр хушӑ иккӗленсе тӑтӑм.

Несколько времени я колебался, не зная, поджидать ли его или нет.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Пуринчен малтан эпӗ хамӑр лаша тесе чӗнекен пирӗн гуигнгнмсем чи илемлӗ те хисеплӗ тата ӑслӑ чӗрчунсем пулни ҫинче нумай чарӑнса тӑтӑм.

Прежде всего я подробно распространился на ту тему, что наши гуигнгнмы, которых мы называем лошадьми, — самые красивые, самые благородные и умные из всех животных.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Лаша виҫӗ е тӑватӑ хутчен кӗҫенсе ячӗ те, эпӗ вара ӑна хирӗҫ ҫын ответлессе кӗтсе тӑтӑм.

Конь заржал три или четыре раза, и я насторожился, надеясь услышать в ответ человеческий голос.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ самантрах каялла ҫавӑрӑнтӑм, хам пӑлханнине систермесӗр вӑл мӗн хушасса кӗтсе ун патне пырса тӑтӑм.

Я тотчас повернул назад и подошел к нему в ожидании дальнейших приказаний.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ пӗр йывӑҫ патне чупса пытӑм, ҫурӑмпа ун ҫумне тӗртӗнсе тӑтӑм, кортикпа хӑмсарса вӗсене хам ҫывӑха та ямарӑм.

Я бросился к дереву и, прислонясь спиной к стволу, принялся размахивать кортиком, не подпуская их к себе.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Карап хуҫисем хушнӑ тӑрӑх эпӗ Барбадоспа Антильски утравӗсем патӗнче чарӑнса тӑтӑм, вӗсенче матрос пулса ӗҫлеме темиҫе ҫын тара тытрӑм.

Чтобы пополнить экипаж, я навербовал людей на Барбадосе и других Антильских островах, куда я заходил согласно распоряжению хозяев корабля.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

— Хам сӑмах ҫинех тӑтӑм, куртӑн-и? — ӑнлалантарчӗ вӑл Эмиле.

— Вот видишь, я был твёрд, — объяснил он Эмилю.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Трон патне ҫитиччен тӑватӑ ярд юлсан, эпӗ чарӑнтӑм та асӑрханса тата хуллен чӗркуҫленсе тӑтӑм, урайне ҫичӗ хут пуҫҫапрӑм, унтан ӗнерех вӗреннӗ сӑмахсемпе короле ҫапла саламларӑм: Икплинг глоффзсроб сквутсеромм блиоп мляшнальт звин тнодбокеф слиофед гердлей ашт!

Когда я дополз ярда на четыре до трона, я осторожно стал на колени и, стукнув семь раз лбом об пол, произнес следующие слова, заученные мною накануне: «Икплинг глоффзсроб сквутсеромм блиоп мляшнальт звин тнодбокеф слиофед гердлеб ашт!»

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫавӑнпа та утрав ҫинче пурӑннӑ вӑхӑтра эпӗ хӗрарӑмсемпе, сутӑҫсемпе, хӑмпӑпа ҫапакансемпе, король ҫуртӗнчи пажсемпе ытларах тӗл пулса калаҫрӑм, вӗреннӗ лапутянсемпе тӗл пуласран сыхланарах тӑтӑм.

Поэтому во время пребывания на острове я по возможности избегал вступать с ними в беседу и разговаривал главным образом с женщинами, купцами, хлопальщиками и с пажами.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Пукан ҫине хӑпарса тӑтӑм та, пулӑшма чӗнсе, хытӑ кӑшкӑрма тытӑнтӑм.

Взобравшись на стул, я стал громко звать на помощь.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫапла, кӗҫ-вӗҫ вилӗм ҫитессине кӗтсе, тата ӑна чӗреренех кӗтсе, тӑватӑ сехете яхӑн тытӑнса тӑтӑм.

Так я провел около четырех часов, каждую минуту ожидая и даже желая гибели.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ хамӑн ещӗк кӗҫ-вӗҫ чӗрпӗн-чӗрпӗн арканса каясса е ҫил капланса килсе ӑна ӳпӗнтерсе ярасса кӗтсех тӑтӑм.

Каждый миг я мог ожидать, что мой ящик разобьется или будет опрокинут порывом ветра.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫав хӑватлӑран хӑватлӑ монархпа хам темиҫе хут та калаҫнӑ халапсенче ҫак тӗллевшӗн пит хытӑ тӑтӑм, ҫавӑнпа эпӗ тӑрӑшнисем ӑнӑҫлӑ пулайманнишӗн айӑпӗ манра мар ӗнтӗ.

Именно эту цель я неуклонно и ревностно преследовал в моих неоднократных беседах с этим могущественным монархом, и не моя вина, если мои старания не увенчались успехом.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ пӗтӗм вӑйран талпӑнса чупса пырса сикме шутланӑччӗ, анчах, хам инкеке, сикес тенӗ ҫӗре сиксе ӳкеймерӗм, тислӗк купи варрине чӗркуҫҫи таран шӗвӗ тислӗк ӑшне кӗрсе тӑтӑм.

Я разбежался, но, к несчастью, сделал слишком короткий прыжок и оказался в самой середине кучи, по колено в помете.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Майра йӗппи пуҫӗ ман кӗпепе пиҫиххи хушшине кӗрсе кайрӗ те, эпӗ сывлӑшра ҫакӑнса тӑтӑм.

Головка булавки прошла между рубашкой и поясом моих штанов, и я повис в воздухе.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Тепрехинче эпӗ арлан чавса кӑларса тултарнӑ тӑпра купи ҫине хӑпарса тӑтӑм та шӑтӑка мӑй таранах анса кайрӑм.

В другой раз я взобрался на свежую кротовью кучу и провалился по шею в нору.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Анчах эпӗ вӑр-вар хӗҫе туртса кӑларса хирӗҫ тӑтӑм та ҫул хӗрринчи ҫӑра шпалер йывӑҫ айне тарса пытантӑм.

Но я смело вытащил кортик и, обороняясь, убежал под густой шпалерник.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ пушмак хывса план ҫине хӑпарса тӑтӑм та план диаметрӗпе ҫавракӑшне утӑмласа темиҫе хут та виҫрӗм.

Я снял башмаки, взошел на план, шагами измерил несколько раз его диаметр и окружность.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Анчах ун вырӑнне вӑл король умӗнче куҫран ӳкнӗшӗн эпӗ ирӗксӗрех айӑплӑ пулса тӑтӑм пулас.

А вместо того я, кажется, оказался невольным виновником постигшей ее королевской опалы.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ хӑранипе сиксе тӑтӑм та хамӑн кӗске хӗҫе туртса кӑлартӑм.

Я в ужасе вскочил и выхватил кортик.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех