Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрӑшнипе (тĕпĕ: тӑрӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хаҫат ӗҫченӗсем тӑрӑшнипе вырӑнти чӑваш авторӗсем 60 кӗнеке ытла кӑларнӑ.

Стараниями сотрудников газеты местные чувашские авторы выпустили более 60 книг.

Журналистикӑна чунтан парӑннӑ // Николай ЛАРИОНОВ, Алена АЛЕКСЕЕВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 5 стр.

Дарья Семеновна тӑрӑшнипе вӑл питӗ хӑтлӑ пулса тӑнӑ иккен.

Стараниями Дарьи Семеновны она выглядела уже не только жилой, но и уютной.

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хӑнасем тӑрӑшнипе клубри концертсенче, ӗҫкӗ-ҫикӗре кӑмӑла уҫакан чӗвӗл чӗкеҫ чӗлхи ҫӗнӗрен янӑрама тытӑнать.

Благодаря стараниям гостей на концертах в клубе, на пирах начинает заново звучать душо-согревающий язык.

Яшпашьелсем // Константин МАЛЫШЕВ. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 3 стр.

Тата хӑв тӑрӑшнипе улталаймастӑн та эсӗ мана, эпӗ сана, ачам, витӗрех куратӑп, витӗр ҫеҫ те мар, тата ҫӗр айӗнчине те виҫӗ метр…

Да и не обманешь ты меня своей заботой, я ж тебя, милый, насквозь вижу и еще на три метра в землю…

14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Унӑн ҫӗнӗ командующийӗ Сидорин генерал, Краснов тӑрӑшнипе ӳссе кайнӑ генерал Денисов отставкӑна тухнӑ хыҫҫӑн ун вырӑнне йышӑннӑскер, тата каллех ӗнтӗ ҫар атаманне суйланӑ генерал Африкан Богаевский; союзниксем пулӑшасса шанаҫҫӗ.

Новый командующий этой армией, генерал Сидорин, сменивший ушедшего в отставку ставленника Краснова — генерала Денисова, и вновь избранный войсковой наказный атаман генерал Африкан Богаевский были союзнической ориентации.

LVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Чиккине пӗлмесӗр йӑпӑлтатса юрама тӑрӑшнипе ҫав сӑпайлӑ офицерсен пуҫӗсене ҫавӑрса яраҫҫӗ те, кусем вара, хӑйсем «чӑн-чӑнах та» питӗ аслине туйса илсе, аслӑран та аслӑ суя республикӑн ятлӑ-сумлӑ казак генералӗсемпе сановникӗсем ҫине мӑнаҫлӑн та пуҫа каҫӑртса пӑхма тытӑнаҫҫӗ.

Непомерным подобострастием и пресмыкательством вскружили головы скромным офицерам, и те, почувствовав свое «истинное» величие, уже стали покровительственно и свысока посматривать на именитых казачьих генералов, и сановников всевеликой бутафорской республики.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӑй вӑхӑтӗнче, хамӑр тӗнчене ялан сарлакан куракан Г.Н. Желтухин паллӑ ҫыравҫӑ тӑрӑшнипе вӑл «Тӑван Атӑл» журналта та пичетленнӗччӗ (2004. № 6, 63-66 с.): Леонид Атлай.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html

Тимухха мучи тӑрӑшнипе пур путек те чӗрӗ-сывӑ ҫитӗннӗ, сурӑх ҫӑмӗ пуҫтарассипе колхоз мала тухнӑ.

Благодаря стараниям деда Тимофея все ягнята выростали живыми и здоровыми, по сбору овечьей шерсти колхоз был впереди.

«Шкулта вӗреннӗ чухнех унӑн лидер паллисем пурччӗ» // Лариса Петрова. Хыпар, 2020.02.07, 13–14№№

Ун хыҫҫӑн, ручкине ҫавнашкалах хӑюсӑррӑн шутаркаласа вӑйран тӑрӑшнипе тарласа та шӑмарӑлса кайса, Родин алӑ пусрӗ.

Следом за ним расписался Родин, так же неуверенно водя ручкой, потея и хмурясь от напряжения.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лашасене, вӑкӑрсене пӑхса усрас ӗҫ аванланчӗ, ӗҫ дисциплини йӗркеленчӗ, пӑру витисене, сурӑх картисене пӗртесе, ӑшӑ турӗҫ, фермӑсене улӑм-утӑ тиесе пынӑ, колхоз кладовойне йӗркене кӳчӗҫ — ҫаксене пӗтӗмпех Никита тӑрӑшнипе турӗҫ.

Заметно улучшился уход за лошадьми и волами, повысилась трудовая дисциплина, были утеплены телятники, овчарни, подвезены корма на фермы, наведен порядок в колхозной кладовой.

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Апрельте вара, тахӑшӗ тӑрӑшнипе, ҫав сотньӑсене пӗрлештернӗ те — полк хатӗр пулса тӑнӑ.

Но в апреле чья-то заботливая рука слила все сотни, — полк был наготове.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӗсем тӑрӑшнипе нумай пулмасть Яндекс чӑвашларан куҫарма вӗренсе ҫитрӗ.

Благодаря их стараниям недавно Яндекс научился переводить с чувашского.

Google тутарларан куҫарма вӗреннӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/24512.html

Фронтовик киле таврӑнать те, вӑл тӑрӑшнипе станицӑра пилӗк ҫуллӑх план тӑваҫҫӗ…

Фронтовик пришел домой, и по его почину составляется пятилетний план станицы…

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Эпӗ — совет халӑхӗн ывӑлӗ, совет влаҫӗ хамшӑн тӑрӑшнине эпӗ амӑшӗ хӑйӗн ывӑлӗшӗн ачашшӑн тӑрӑшнипе ҫеҫ танлаштарма пултаратӑп…

— Я — сын советского народа, я могу сравнить заботу советской власти обо мне только с заботой матери о своем сыне…

М.А. Шолохов // Леонид Агаков. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 428–431 с.

Сӑмахран, 2018 ҫулта вӑл тӑрӑшнипе Шупашкарта «Юратӑвӑм ман — Беларуҫ!..» поэзи антологийӗ пичетленсе тухнӑччӗ.

Так, благодаря его усилиям в 2018г. в Чебоксарах была издана антология белорусской поэзии «Юратӑвӑм ман – Беларуҫ!..» (Любовь моя – Беларусь!..).

Валери Туркай сӑввисене беларуҫ чӗлхипе куҫарса кӑларнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/24345.html

Евгений Николаевич тӑрӑшнипе Григорий лагере каяссинчен хӑтӑлса юлчӗ те, утӑ ҫулнӑ ҫӗрте ӗҫлет, хутран-ситрен ватӑ панпала станцие кайса килет, ытти вӑхӑтсенче вӗсем, панпа иккӗшӗ, хир чӑххисем тытма сунара ҫӳреҫҫӗ е тата Григорий пӗчченех наганпа персе хир кӑрккисем тытма кайкалать.

Григорий, избавившись от лагерного сбора по ходатайству Евгения Николаевича, работал на покосе, изредка возил старого пана в станицу, остальное время ходил с ним на охоту за стрепетами или ездил с нагоном на дудаков.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Анчах туссем сӑрине ӗҫсе яма тӑрӑшнипе нимӗне те асӑрхамарӗҫ.

Но друзья допивали пиво и ничего этого не видели.

XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вӑл хута сахал пӗлнипе колхозницӑран ытла ӳсме пултарайман пулсан та, хӑй ҫеҫ пуяссишӗн тӑрӑшманнипе, хуҫалӑха лайӑхлатма пӗрмаях тӑрӑшнипе колхоза шутсӑр пысӑк усӑ панӑ…

И хотя была она малограмотная и не могла подняться выше рядовой колхозницы, но своим бескорыстным трудом и своей постоянной заботой о хозяйстве она принесла колхозу неоценимую пользу…

VIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Сан шухӑшпа, Николай Петрович, ҫапла тухать: кам хӑй тӑрӑшнипе ҫитӗнӳсем тунӑ, унӑн ҫав ҫитӗнӳсем ҫине ҫаврӑнса та пӑхмалла мар, нимӗншӗн те савӑнмалла мар.

По-твоему, Николай Петрович, — сказал Сергей, — получается так: те, кто своими усилиями добились успеха, должны на все закрыть глаза и ничему не радоваться…

XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ачасем, мӗн пулнине пӗлме тӑрӑшнипе, хӑлхисене паҫӑрах плащ-палатка ҫумне лӑпчӑтасшӑн пулчӗҫ те, анчах часовой вӗсене хаяррӑн хӑвалать:

Мальчишки давно бы приникли к плащ-палатке ушами, которые чуть не шевелились от жгучего любопытства, по часовой сердито отгонял их, приговаривая:

Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех