Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрӑхри (тĕпĕ: тӑрӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эсӗ, хаваслӑ куҫлӑ сивлек ҫын, — кунта хӑна, ҫавӑнпа та ҫак тӑрӑхри нумай элек саншӑн паллӑ мар.

Ты, мрачный человек с веселыми глазами, здесь гость — и многие сплетни местечка неизвестны тебе.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 375–381 с.

Тухтӑр террасӑра ҫак тӑрӑхри сӗлӗхсене тӗпчет.

Доктор сидел на террасе, рассматривая местных пиявок.

Фергюсон ҫинчен хывнӑ халап // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 192–197 с.

Пирӗн полк ҫав тӑрӑхри чи шанчӑклӑ ҫар чаҫӗсенчен пӗриччӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ку тӑрӑхри кооператив лавккисене пурне те кӳрсе килнӗ ун пеккисене.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эп илтнӗ тӑрӑх, ашшӗ те ку тӑрӑхри чи пуян хресченсенчен пӗри пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑн хыҫҫӑнах Крапивин хурахсем ҫӳрекен тӑрӑхри милици уйрӑмӗсен начальникӗсемпе телефонпа калаҫса илчӗ, хӑй часах пурин патне те пырса каясси ҫинчен пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫак тӑрӑхри Мальчушкӑ ҫырминче, ӗҫҫи вӑхӑтӗнче, колхоз — бригада апатне пӗҫеретчӗҫ.

В расположенной в данной местности овраге Мальчушка, во время жатвы колхоз готовил обед для бригады.

Илтни, хам пӗлни... // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.

Кун пирки асӑннӑ тӑрӑхри йӑхташӑмӑрсен «Юлташ» ассоциацийӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева Фейсбукра пӗлтернӗ.

Об этом в Фейсбуке сообщила руководитель ассоциации землячества из вышеупомянутого края «Юлташ» Вероника Тимофеева.

Чӑвашсен пысӑк ҫемйине кӑтартакан конкурс ирттернӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/30929.html

Хамӑр тӑрӑхри симӗс пуянлӑха килес ӑрусемшӗн сыхласа хӑварасси – пирӗн пӗрлехи тӗллевӗмӗр.

Сберечь зеленое богатство региона для будущих поколений – наша общая задача.

Михаил Игнатьев Вӑрман ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/09/15/news-3935354

Российӑри вӑтам тӑрӑхри пек нимӗнпе те палӑрман вырӑн.

Ничем не приметное, обычное поле средней полосы России.

III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Ял пурнӑҫне куҫпа курса хакланипе кӑна мар, туристсем хӑйсем ҫинче туйса илме пултарнипе те уйрӑлса тӑтӑр пирӗн тӑрӑхри агротуризм.

Куҫарса пулӑш

Канупа ӗҫ пӗрле ҫӳретӗр. Ҫӑкӑр хакне кашниех пӗлтӗр // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2021/10/18/%d0%ba%d0% ... bfe%d0%bb/

Сарӑту облаҫӗнчи ЗАГС ӗҫӗн управлени пуҫлӑхӗ Юлия Пономарева пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен тӑрӑхри чи ҫамрӑк амӑшӗ 2021 ҫулта — 14 ҫулти хӗрача.

Глава управления по делам ЗАГС Саратовской области Юлия Пономарева сообщила, что в регионе самой молодой матерью в 2021 году стала 14-летняя девочка.

Вольскра 5 класс хӗрачи ҫие юлса анне пулса тӑнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/29988.html

Июньте ирттернӗ акатуй-сапантуйӗнче ял тӑрӑхӗн администрацийӗ Нигметуллова тутара ку тӑрӑхри чи нумай пурӑнакан ҫын тесе Хисеп грамотипе чысларӗ.

На проведенном в июне акатуе-сабантуе администрация сельского поселения наградила Почетной грамотой татарку Нигметуллову как долгожителя этой местности.

Ҫӗр те пӗр ҫулти Семига аппа // Шӑмӑршӑ хыпарӗ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2021.08.27, http://shemursha-vesti.ru/linenew.php?id=885&text=news-publikacii

Елчӗкпе Патӑрьел районӗсене экспедицие кайсан М.С. Спиридонова ҫав тӑрӑхри ватӑ ҫынсем сурпан кун-ҫулӗпе те паллаштарнӑ.

О сурпане рассказывали художнику М.С. Спиридонову в селениях Батыревского и Яльчикского районов.

Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Экспедицирен ҫав тӑрӑхри чӑвашсен тумӗсен аталанӑвӗ, вӗсем улшӑнса ҫӗнелни ҫинчен питех те хаклӑ материалсем пухса килнӗ.

Ему удалось собрать богатый материал об эволюции костюмов жителей этих районов.

Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Юпа, 8–11 — Арикара индеецӗсем пурӑннӑ тӑрӑхри Гранд-Ривер шывӗн вӑрринчен иртнӗ.

8 октября — 11 октября — Пройдено устье реки Гранд-Ривер, заселённое индейцами арикара.

Льюиспа Кларк экспедицийӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B%D1% ... 0%B9%C4%95

Вӑл экспонатсем хамӑр тӑрӑхри халӑхӑн иртнӗ паттӑр кун-ҫулӗ ҫинчен тата вырӑс халӑхӗпе украина халӑхӗ тӑван ҫӗршыва яланах тӑшмӑнсенчен таччӑн пӗрле, алла-алӑн тытӑнса, ҫапӑҫса хӳтӗлени ҫинчен каласа параҫҫӗ.

Эти экспонаты напоминают о славном прошлом края, о совместной героической борьбе русского и украинского народов за родную землю.

Пире пулӑшакансем // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Чулхулари экзотариумра каласа панӑ тӑрӑх ку тӑрӑхри ҫанталӑк вӗсемшӗн ҫавах сивӗрех, ҫавна май хӗлле вӗсем ҫуртсен путвалне пытанаҫҫӗ, унта ҫӑмарта хураҫҫӗ.

В нижегородском экзотариуме рассказали, что погода в данной местности для них все же холодная, в связи с чем зимой они прячутся в подвале домов, где кладут яйца.

Чулхула облаҫӗнче пуҫ ҫапакан кӑпшанкӑсем ӗрчеме пуҫланӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/29332.html

Кӳршӗ тӑрӑхри халӑх кӑпшанка ӳкерсе ыттисене кӑтартать.

Пользователи в соседней области фотографируют насекомых и показывают их другим.

Чулхула облаҫӗнче пуҫ ҫапакан кӑпшанкӑсем ӗрчеме пуҫланӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/29332.html

Гасиенда хуҫи — Техасри чи илемлӗ арҫынсенчен йӗри; унӑн арӑмӗ те ҫак тӑрӑхри чи илемлӗ хӗрарӑмсенчен пӗри пулать.

Хозяин гасиенды — один из самых красивых мужчин в Техасе, его жена — одна из самых красивых женщин этого края.

C сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех