Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрӑхри (тĕпĕ: тӑрӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ятарлӑ ҫар операцийӗ пыракан тӑрӑхри медицина ӗҫченӗсене уйрӑммӑн тав тӑватӑп.

Особую признательность выражаю медикам, кто сейчас находится в зоне специальной военной операции.

Олег Николаев Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн ӗҫченӗ кунӗ ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/28/gla ... aet-s-dnem

Вӑл кӑна мар, пирӗн тӑрӑхри чӑвашсемшӗн ҫак поэма ҫӗннине пӗлмелли питӗ паха материал.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Ҫавна май пирӗн тӑрӑхри топонимикӑна та тӗпчеме май пур.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

— Сире, сержант юлташ, ҫакӑн пек ӗҫ: Егоров снайперпа ҫӗрле нейтральнӑй тӑрӑхри «зонӑна» тухатӑр та унта пирӗн саперсем тупӑ пралук карта ҫине пичӗпе фашистсем еннелле ҫак фанерӑна ҫакса яратӑр.

Куҫарса пулӑш

Фриц портречӗпе пулса иртнӗ мыскара // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 109–112 с.

Ҫак йышӑнупа пирӗн тӑрӑхри ҫынсем те, ытларахӑшӗ ҫамрӑк хӗрсемпе хӗрарӑмсем, ватӑ стариксемпе вӑрҫӑран аманса таврӑннӑ салтаксем, вӗсен шутӗнче Александра Григорьевна, хамӑрла каласан, Санькка аппа та пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурӑнатпӑр-ха, тӑван, пурӑнатпӑр... // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... uranatpar/

Палӑртма кӑмӑллӑ, хисепе тивӗҫнӗ яшсемпе хӗрсем хушшинче пирӗн тӑрӑхри ҫамрӑксем те пур.

Куҫарса пулӑш

Республика Пуҫлӑхӗн стипендиачӗсем // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11718 ... iach-sem-2

Пирӗн тӑрӑхри шӳт ӑстисем ҫын ӑнланми философсем пек темтепӗр аташмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ туссем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 36–38 с.

«Таджикистанран хӑнасем пирӗн тӑрӑха йышлӑрах килсен те питӗ аван пулнӑ пулӗччӗ. Тепӗр тесен, вӗсем пирӗн тӑрӑхри мероприятисемпе тӗплӗнрех паллашма пултарайраҫҫӗ, паха ӗҫ опытне хӑйсем патӗнче те усӑ курайраҫҫӗ, пӗрлехи проектсене пурнӑҫа кӗртме хӑш-пӗр плансене туса хӑварсан аван пулнӑ пулӗччӗ», – тенӗ вӑл сӑмаха малалла тӑснӑ май.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республики Таджикистан Республикипе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме палӑртать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/13/chav ... kipe-tacha

Вӗсем ку тӑрӑхри лару-тӑрӑва сӳтсе явнӑ.

Были обсуждены различные вопросы данного округа.

Канаш маниципаллӑ округӗ: иртнӗ эрнере ӗҫ шыракансен йышӗ ӳснӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34456.html

Ку тӑрӑхри вӑрман пысӑках мар пулин те ҫырла-кӑмпасенчен пуян пулас.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Ку тӑрӑхри пилӗк ялта пурӗ 150 пуҫ сӑвакан ӗне анчах.

Куҫарса пулӑш

Халӑх хисепӗ – чи хакли // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b8/

Вӑл ку тӑрӑхри ҫынсене ятарлӑ ҫар операцийӗнчи ентешсене гуманитари пулӑшӑвӗ панӑшӑн тав турӗ, малашне те ҫак ӗҫе хастар хутшӑнма чӗнсе каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫыннин ыйту нумай // Л.ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%8f%d0%b ... 0%d0%b9-2/

Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшас тӗллевпе йӗркеленӗ «Письмо к солдату», «Тепло для героя», «Корзинка для мобилизованных», «Подари платок солдату», «Новогодний подарок солдату» тата ытти акцисене пирӗн тӑрӑхри ҫынсем нумайӑн хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑннисене нихӑҫан та пӑрахмӑпӑр // М.Прохорова. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d1%85%d0%b ... %91%d1%80/

Малтанхи иккӗшне хамӑр халӑхӑн мухтавлӑ ывӑлӗсене И. Я. Яковлевпа Ҫеҫпӗл Мишшине, виҫҫӗмӗшне тӑван тӑрӑхри пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑ икӗ пикене халалланӑ.

Куҫарса пулӑш

Сӑввисем витӗмлӗ, юррисем чуна ҫывӑх // А. АСТРАХАНЦЕВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44270-s-vvi ... una-cyv-kh

Кунта вара анатри тӑрӑхри пек пысӑк ялсем ҫукпа пӗрех.

Куҫарса пулӑш

Ҫул — малалла // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Юриех хамӑр тӑрӑхри локаци палли ҫине пусма ыйтрӑм.

Куҫарса пулӑш

Ӑс-хакӑлпа шухӑшлав виҫесӗр пулсан... // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10984-s- ... s-r-pulsan

Пирӗн тӑрӑхри ҫынсене вара «ZOV Вурнары» ушкӑн пӗтӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Район салтакӗсем валли - вӑйлатнӑ УАЗ машина // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11895-ra ... az-mashina

Чӑннипе вара, тӗрле сӑлтавсене пула, чи малтан воеводӑсемпе вырӑс тӳре-шарин, кунта капланса килнӗ ҫӗр улпучӗсен, чиркӳпе мӑнастир ҫыннисен ӗмӗтсӗрлӗхне, тискерлӗхне пула пӑлхавсем чылай ҫӗрте сике-сике тухрӗҫ, ҫӗнӗ йышши пусмӑра тӳсеймесӗр ку тӑрӑхри халӑх тата нумай ҫул хушши сенӗкпе чукмара алӑран вӗҫертмерӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Малтикас Ялтӑрари Эдуард Матвеев пӗр тӑрӑхри ҫамрӑксене ӑсатма килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑлӑх - вӑй тата пӗрлӗх палли // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11656-yr ... l-kh-palli

Ку сессире пирӗн тӑрӑхри туризм маршручӗсене тата республика брендне Раҫҫей шайӗнче паллӑ, илӗртӳллӗ тӑвасси пирки калаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашни валли илӗртӳллӗ пултӑр // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11794-ka ... -ll-pult-r

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех