Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрӑхри (тĕпĕ: тӑрӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав вӑхӑтрах ку тӑрӑхри пӗтӗм ял халӑхӗ словенсенчен тӑнӑ.

В то же время практически всё сельское население региона было словенским.

Марибор // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 0%BE%D1%80

Штирийре Габсбургсен йӑхӗ влаҫа алла илнӗ хыҫҫӑн (1278 ҫулта) хула хӑвӑрт аталанма пуҫланӑ, ку тӑрӑхри чи пӗлтерӗшлӗ суту-илӳ вырӑнӗсенчен пӗри пулса тӑнӑ.

После установления в Штирии династии Габсбургов (1278 году) город начал быстро развиваться и стал одним из важнейших торговых центров региона.

Марибор // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 0%BE%D1%80

Поляр ункинчен кӑнтӑралла кайнӑҫемӗн вӑтам тӑрӑхри климат мӗнле улшӑнса пырать?

Как изменяется климат умеренного пояса от полярного круга к югу?

Климат // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Кӑнтӑралла кайнӑҫемӗн сивӗ тӑрӑхри хӗллехи шартлама сивӗсем майӗпе ҫемҫелсе пыраҫҫӗ.

Жестокие зимние морозы холодного пояса по направлению к югу постепенно ослабевают.

II. ССР Союзӗн ҫутҫанталӑкӗпе халӑх пурӑнӑҫӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫурҫӗр енчи вӑтам тӑрӑхри ҫутҫанталӑка пит улӑштарнӑ.

Сильно изменена природа северного умеренного пояса.

Ҫурҫӗр енчи вӑтам тӑрӑхра ҫӗршыв пуянлӑхӗпе епле усӑ кураҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫурҫӗр енчи вӑтам тӑрӑхри ҫеҫенхирсенче хальхи вӑхӑтра сухаласа уй тунӑ.

Большая часть степей северного умеренного пояса в настоящее время превратилась в распаханные поля.

Ҫеҫенхирте // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Самолет вӑтам тӑрӑхри ӑшӑ вырӑнсем патне ҫитрӗ.

Самолет достиг теплой части умеренного пояса.

Поляр ункинчен тропик патне самолетпа кайни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Кунта шӑрӑх тӑрӑхпа сивӗ тӑрӑхри пек мар: ҫулталӑкра тӑватӑ вӑхӑт пулать.

В отличие от жаркого и холодного поясов здесь бывают четыре времени года.

Вӑтам тӑрӑхсенчи ҫутҫанталӑк // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вӑтам тӑрӑхсенче шӑрӑх тӑрӑхри пек вӑйран яракан вӗри те ҫук, сивӗ тӑрӑхри пек шӑнтса хытаракан сивӗ те ҫук.

В умеренных поясах нет ни той изнуряющей жары, как в жарком поясе, ни того леденящего холода, как в холодном.

Вӑтам тӑрӑхсенчи ҫутҫанталӑк // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Кунта кӑнтӑрла хӗвел сивӗ тӑрӑхринчен ҫӳлерех хӑпарать, анчах нихӑҫан та шӑрӑх тӑрӑхри пек ҫӳлте пулмасть.

Здесь солнце поднимается днем выше, чем в холодном поясе, но никогда не бывает так высоко, как в жарком.

Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи ӑшӑ тӑрӑхӗсем // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Унччен маларах хамӑр тӑрӑхри ҫут ҫанталӑкӑн капӑр пурлӑхне упраса хӑварас тата чӗртсе тӑратас енӗпе ӗҫлекенсемпе вӑрманта тӗл пулса калаҫрӑм.

Куҫарса пулӑш

Хунавран йывӑҫ ӳстермешкӗн сахал мар вӑй хумалла // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/09/15/%d1%85%d1% ... b9-%d1%85/

Вулакансем патне Эстони ҫӗршывӗнче пурӑнакан, ҫӳлерех асӑннӑ тӑрӑхри Мелеспуҫ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Дина Гаврилова ҫыравҫӑ (Надежда Леонидовна Григоренко (Гаврилова) килсе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вулакансемпе тӗл пулни – чи пысӑк уяв» // Надежда РОДИОНОВА. https://ursassi.ru/articles/t-lpulu/2023 ... av-3444388

Ку списока ҫавӑн пекех хамӑр тӑрӑхри Р.М.Мансуров (13-мӗш), Г.М.Хайртдинова (17-мӗш), З.М.Сафиуллин (20-мӗш), Г.В.Атласкин (26-мӗш), Т.Г.Хайртдинов (38-мӗш), Х.Я.Миназетдинов (51-мӗш), Р.А.Хайртдинов (53-мӗш), Р.М.Шарафутдинов (55-мӗш), С.В.Любимов (69-мӗш), В.Н.Тяканов (76-мӗш), Ф.Г.Хайртдинов (79-мӗш), В.В. Михайлов (80-мӗш), А.Г.Хайртдинов (85-мӗш) та кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Фермерсем слетра пуҫтарӑннӑ // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/08/29/%d1%84%d0%b ... %bd%d3%91/

Унта ҫыравҫӑ пурӑннӑ, ҫав тӑрӑхри пулӑмсене историне кӗртсе хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йӑнӑшсемсӗр никамӑн та пулмасть // Михаил ВАСИЛЬЕВ. http://kanashen.ru/2023/06/02/%d0%b9a%d0 ... %82%d1%8c/

Ӑна тума хӑйӑр турттарнӑ чухне йывӑр тиевлӗ транспорт хатӗрӗсем ку тӑрӑхри ҫулсене ҫӗмӗрсе-ватса пӗтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӑхпа тӗл пулчӗҫ, округри ӗҫсемпе паллашрӗҫ // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d1%85%d0%b ... %bf%d0%b0/

Вӑл пирӗн тӑрӑхри православи чиркӗвӗсемпе сӑваплӑ вырӑнсене пӗр унка ҫыхӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

Туризм маршручӗ хывнӑ // В.БОРОВКОВА. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d1%82%d1%8 ... %bd%d3%91/

Хамӑр тӑрӑхри фермерсем туса кӑларакан продукцине туянма майсем ытларах пулӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

хамӑр тӑрӑхри продукцие туянма майсем ытларах пулӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Пысӑк уява республикӑри тӗрлӗ тӑрӑхри 27 йӑх-несӗл хутшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ӗҫре – ашшӗ-амӑшӗ те, ачисем те, мӑнукӗсем те... // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61063

Воддорстрой» пӗрлешӳ 11 тӑрӑхри 605 ҫухрӑм ытла ҫула пӑхса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Шӑтӑк-путӑклӑ ҫула йӗркене кӗртеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60724

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех