Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрӑх сăмах пирĕн базăра пур.
тӑрӑх (тĕпĕ: тӑрӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑй каланӑ тӑрӑх — укҫа ӗҫлесе илессишӗн ҫеҫ ӳкермест картинисене.

Куҫарса пулӑш

Ҫитсе курӑр Муркаш тӑрӑхне // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Унта пулса курнисем каланӑ тӑрӑх — ҫак тарӑн ҫырма Крым каньонӗсем пекех-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Ҫитсе курӑр Муркаш тӑрӑхне // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Чылайӑшӗ палӑртнӑ тӑрӑх, кашни ҫулах ҫав шӑтӑксене тепӗр хут тума тивет.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн ҫулсем мӗншӗн начар? // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2697.html

2012 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Чӑваш Енри 62 ҫын «Вӗренӳ» приоритетлӑ наци проекчӗ шайӗнче «Пултаруллӑ яш-кӗрӗм» ҫул-йӗр енӗпе талантлӑ ҫамрӑксене хавхалантарма паракан преми лауреачӗ пулса тӑнӑ.

По итогам 2012 года 62 представителя Чувашии стали лауреатами премии для поддержки талантливой молодежи в рамках приоритетного национального проекта «Образование» по направлению «Талантливая молодежь».

Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1577767

Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин палӑртнӑ тӑрӑх, совет саманипе танлаштарсан, халӗ выльӑх-чӗрлӗх усрама чылай ҫӑмӑлрах.

Куҫарса пулӑш

Пӗр пусӑм ҫӗр те акӑнмасӑр ан юлтӑр // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Курав тӑрӑх кӳме урапи куҫнӑ май, ларса пыракан ача умне вӑл юратнӑ, кӑмӑллакан кӗнекесем пӗрин хыҫҫӑн тепри пырса выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Строительство нормисемпе йӗркисем тӑрӑх кашни кӑмака требованисене тивӗҫтермелле.

По строительным нормам каждая печь должна соответствовать требованиям.

Кӑмакасене юсавлӑ тытар // С.САРДАЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Валерий Петрович пӗлтернӗ тӑрӑх, ашшӗ шкулта истори предметне вӗрентнӗ.

Куҫарса пулӑш

Журналистика - уншӑн пурнӑҫ // К.ЭЛИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.18

Академин ветеринари медицини тата зоотехника факультечӗн деканӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Геральд Тобоев палӑртнӑ тӑрӑх – утар ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусене тӗплӗ сӳтсе явса йышӑнусем тума вӑхӑт.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш пылӗпех чей ӗҫесчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх - кӑҫалхи нарӑсӑн 1-мӗшӗ тӗлне федерацин Атӑлҫи округӗнчи регионсен хушшинче коммуналлӑ пулӑшу тӳлевӗ Чӑваш Енре чи пӗчӗкки шутланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тарифсем ҫулла ӳсеҫҫӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

ЧР Конкуренци политики тата тарифсем енӗпе ӗҫлекен патшалӑх служби пӗлтернӗ тӑрӑх - кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта коммуналлӑ пулӑшу тарифӗсем улшӑнмаҫҫӗ, пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнчи пекех юлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарифсем ҫулла ӳсеҫҫӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Юр тӑрӑх ҫарран ҫӳрени те сывлӑха ҫирӗплетет.

Ходьба босиком по снегу тоже укрепляет здоровье.

Сывлӑхне ҫапла ҫирӗплетнӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

15 градус сивӗре 1 ҫухрӑм ҫарамас чупнӑ хыҫҫӑн хӑй тӑрӑх 3 витре шыв янӑ.

Пробежав при 15 градусном морозе в раздетом виде 1 километр, облил себя 3 ведрами воды.

Сывлӑхне ҫапла ҫирӗплетнӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Асӑннӑ тапхӑрта 15 сеанс кӑтартнӑ, хӑй тӑрӑх 4,5 тонна шыв янӑ.

За упомянутое время провел 15 сеансов, облил себя с 4,5 тоннами воды.

Сывлӑхне ҫапла ҫирӗплетнӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Ара, 20 ҫул вӑл кӗлеткине пиҫӗхтернӗ: кунсерен 5-шер ҫухрӑм чупнӑ (хӗлле те), хӑй тӑрӑх 50-шар витре сивӗ шыв янӑ, 10-шар минута яхӑн юр ӑшӗнче выртнӑ.

Ведь 20 лет закалял свое тело: ежедневно бегал по 5 километров (и зимой), обливался 50 ведрами холодной воды, около 10 минут лежал в снегу.

Сывлӑхне ҫапла ҫирӗплетнӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Аслисем каланӑ тӑрӑх, эпӗ каснӑ-лартнӑ атте сӑнлӑ.

Куҫарса пулӑш

Асанне пек пуласчӗ // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Мария Александровна каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, кашни ҫемьере — расна лару-тӑру.

Куҫарса пулӑш

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Мария Александровна сӑнанӑ тӑрӑх, садикре кашни ушкӑнрах кунашкаллисем пур.

Куҫарса пулӑш

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Вӑл каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, пӗлтӗр управленире суд йышӑнӑвне пурнӑҫламалли 13 пин ытла производствӑна шута илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

«Ача шухӑшӗ пулман унӑн! Кафе, мунча, пляж тӑрӑх арҫынсемпе сӗтӗрӗнсе ҫӳренӗ вӑл!» — ҫакӑн сӑлтавне ӑнлантарчӗ Володя.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех