Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑршшӗ сăмах пирĕн базăра пур.
тӑршшӗ (тĕпĕ: тӑршшӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗҫҫинчи каҫ — ҫерҫи сӑмси тӑршшӗ кӑна, теҫҫӗ те, чӑн сӑмах ҫав.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Каканаров пальто кӗсйинчен ҫур пӳрне тӑршшӗ кӗленче кӑларчӗ те ун ӑшӗнчен пӗр кантӑр вӑрри пысӑкӑш пӗрчӗкне ывӑҫ тупанӗ ҫине силлесе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Хӗрарӑмсемпе арҫынсен пурнӑҫ тӑршшӗ хушшинчи танмарлӑх ӳссех пырать.

Куҫарса пулӑш

Районӑн 2022 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ тата 2023 ҫулхи тӗллевсем // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/rajonan-2022-culx ... evsem.html

Насус станцийӗсене ӗҫлеттерме 28,5 километр тӑршшӗ электролини тунӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

Магистраллӗ трубопровод тӑршшӗ 25 километр.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

(«Курсанччӗ эсир халь Алисӑна — паллаймӑр та. Пичӗ урлӑ тем тӑршшӗ ҫӗвӗ тӑсӑлса выртать, — терӗ Надя. — Пурнӑҫ вӑл хытӑ тавӑрать ҫав иртӗнекене»).

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

«Килтен хуҫӑк пӑта та йӑтса ан тух, урамран чавса тӑршшӗ хӑма пуҫӗ те пулин йӑтса таврӑн», — тетчӗ вӑл мана.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Алӑкне вӑл пӑявпа ҫыхса ҫурӑмӗ ҫине хунӑ, сылтӑм аллине виҫ хӑлаҫ тӑршшӗ пӑрӑх тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ку ҫӗршывра вунӑ ҫул тӑршшӗ тӑсӑлнӑ вӑрҫӑ вӗҫленсе пынӑ вахӑтчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пограничниксен тӑванлӑхӗ упранать // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3277070

2023-мӗш ҫулта 288 ҫухрӑм тӑршшӗ ҫул тӗпрен юсамалла тата 17 ҫухрӑм ҫурӑ ҫӗнӗрен сармалла.

Куҫарса пулӑш

Транспорт министерствин коллегийӗн анлӑ ларӑвӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60497

Проект шайӗнче пӗтӗмӗшле 800 метр тӑршшӗ тирпейлӗҫ, ку вӑл 2600 ҫынна тасалӑхра пурӑнма май парӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӑра тасатаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61130

Сарай умӗнче сапаланса выртакан метр тӑршшӗ вут сыппи купи ҫанталӑк тӗттӗмлениччен ҫурри таран кӑна хухма ӗлкӗрчӗ…

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ял ҫыннисем тӗплӗн хатӗрленнӗ: парка хӑт кӗртес ӗҫ епле аталаннине сӑнлакан 7 метр тӑршшӗ баннер карса хунӑ, артистсем валли сцена ӑсталанӑ.

Деревенские жители тщательно подготовились: повесили 7-ми метровый баннер, рассказывающий о истории благоустройства парка, создали сцену для артистов.

Татмӑшра экологи шӑматкунлӑхӗ иртнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34911.html

Вӑл 3 ҫухрӑм тӑршшӗ пулӗ.

Она будет иметь протяженность в 3 км.

Куславкка тата Сӗнтӗрвӑрри районӗсене ҫыхӑнтаракан ҫул пулӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34853.html

Раман, вӑйран кайнӑскер, тайкалана-тайкалана ҫенӗке тухрӗ, шӑрпӑк ҫута-ҫута унта мӗн пуррине тӗрӗслерӗ: ҫӗмрӗк вӗллесем, ҫур метр тӑршшӗ татнӑ хӑрӑк хурӑн сыпписем те куҫ тӗлне пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Кача пӳрне тӑршшӗ анчах.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Тӑватӑ метр тӑршшӗ ҫӑка сыпписем, чӗрӗскерсем пулин те, йывӑрах мар.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Хӑш-пӗр йывӑҫсене тӑватӑ метр тӑршшӗ татса шаршанланӑ, теприсене турат иртсе тӑррине татса купаланӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

— Эсӗ вӗсене пурне те чике тӑршшӗ лартнӑ теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ку юланутҫӑ аллинче метр ҫурӑ тӑршшӗ хурӑн хупписенчен ҫавӑрса тунӑ труба пекех.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех