Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑршшӗ сăмах пирĕн базăра пур.
тӑршшӗ (тĕпĕ: тӑршшӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кил те ферма, ферма та кил — ҫакӑ унӑн кулленхи ҫул тӑршшӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Пӗр метр тӑршшӗ татнӑ йывӑҫ вуллисене пӗрерӗн те икшерӗн йӑтма-сӗтӗрме пуҫларӑм.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

«Халӑх сурать — кӳлӗ тӑвать…», тенӗн, икӗ кунта, никӗсӗн тӑршшӗ — тӑхӑр метр, сарлакӑшӗ ултӑ метр пулсан та ӗҫе вӗҫлерӗҫ те.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Храм тӑршшӗ — 87,4 метр, сарлакӑшӗ — 55 метр, ҫӳллӗшӗ — 96 метр.

Длина храма — 87,4 метров, ширина — 55 метров и высота — 96 метров.

Сӑваплӑ Стефан базилики // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A1%D3% ... 0%BA%D0%B8

Нуби кун-ҫулӗ 5 пин ҫул тӑршшӗ аваллӑха тӑсӑлать, унсӑр пуҫне вӑл ҫурҫӗрелле вырнаҫнӑ Египет цивилизаци аталанӑвӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ.

История Нубии прослеживается вглубь веков на 5 тысяч лет и теснейшим образом связана с развитием египетской цивилизации, располагавшейся севернее.

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

Мадейра ҫинче эндемиксен тӗсӗсем питӗ нумай, ытларах ҫурӑм шӑммисӗр, ҫав шутра питӗ сайра тӗл пулакан мадейра купӑста лӗпӗшӗсем те, Европӑн чи пысӑк эрешменӗ те (унӑн урисен тӑршшӗ 12 см ҫитет) пур.

На Мадейре находится очень много видов эндемиков, в основном беспозвоночные, включая чрезвычайно редких мадейрских капустниц, и самого большого паука Европы, у которого размах конечностей достигает 12 см.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Тури Юпалран анатри склада ҫитиччен, пӗтӗмпе вӑтӑр ҫухрӑм тӑршшӗ.

Куҫарса пулӑш

33 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тӑватӑ метр тӑршшӗ татнӑскерсем ытла йывӑрах мар.

Куҫарса пулӑш

20 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ман хурӑн шывӗ ӗҫес-ха, — терӗ те Ҫтаппан, ҫумӗнчи хурӑн айне тӑрса, ун вуллине пуртӑпа пӗр шит тӑршшӗ хӗреслӗн кач-кач! касса хӑпарчӗ, хуйӑра сӳсе валак турӗ, аяла алюмини курка вырнаҫтарса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Шӑнасем вараласа пӗтернипе чӑпарланнӑ лампочка юлхавлӑн ҫутӑлчӗ те арестанткӑна метр ҫурӑ сарлакӑш, виҫӗ метр тӑршшӗ, чӳречесӗр камерӑна кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сатур татӑлас пек карӑннӑ вӑлта ҫиппине ерипен сӗтӗрсе шывран чавса тӑршшӗ пулӑ туртса кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Хулапа кӳлӗ хушшинче темӗн тӑршшӗ чул хӳме тӑсӑлать.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Хула историйӗн тӑршшӗ 2000 ҫул ытла тӑсӑлать.

История города насчитывает более 2000 лет.

Осиек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9E%D1% ... 0%B5%D0%BA

- Нумаях пулмасть Хӗрлӗ Чутай салин Советская урамӗнче «Стройресурс» ТЯО 1100 метр тӑршшӗ тӑсӑлакан автоҫула туса пӗтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ентешӗмӗрсем, килсе курсамӑр уява! // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/419-e ... am-r-uyava

Тюильри пахчи — Париж хула варринче вырнаҫнӑ халӑх канмалли парк, 1-мӗш округра вырнаҫнӑ, Килӗшӳ тӳремӗпе Риволипе Лувр урамӗсем тата Сена хушшинчи лаптӑка йышӑнать; 25,5 га йышӑнать, унӑн тӑршшӗ — 920 м, сарлакӑшӗ — 325 м.

Сад Тюильри — общественный парк в центре Парижа, в 1-м округе, занимает территорию между площадью Согласия, улицей Риволи, Лувром и Сеной; раскинулся на 25,5 га, его длина — 920 м, а ширина — 325 м.

Тюильри (сад) // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A2%D1% ... %B0%D0%B4)

Пӗр километр тӑршшӗ плотина Урал шывне пӳлсе лартнӑ та тыткӑна илнӗ шыва тытса тӑрать.

Плотина длиной в километр перегородила реку Урал и держит взятую в плен воду.

Магнитогорск // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫӳллех мар чул йӑранӗ пек пулса, Ҫурҫӗрти Пӑрлӑ океан патӗнчен кӑнтӑр еннелле 2500 км тӑршшӗ Урал тӑвӗсем тӑсӑлса выртаҫҫӗ.

Невысокой каменной грядой от Северного Ледовитого океана на юг протянулись на 2500 км Уральские горы.

Урал тӑвӗсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Мӑшкӑл тунӑшӑн е вӗлернӗшӗн мӗнпур тӑван-хурӑнташсем мӑшкӑл тӑваканӗн тӑванӗсемпе хурӑнташӗсене темиҫе ӑру тӑршшӗ тавӑрса пурӑннӑ.

За нанесенную обиду или убийство все родственники мстили родственникам своего обидчика в течение многих поколений.

Сванетире // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Сасартӑк пӗр хӑйӑр сӑрчӗ хыҫӗнче тӳрем лаптӑк курӑнса кайрӗ, урлӑшӗ, тӑршшӗ унӑн 1 1/2 километр пулать пулӗ.

Вдруг за одним из песчаных холмов неожиданно открылась ровная площадь в 1 1/2 км длины и ширины.

Туркмен аулӗнче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Кунта 2 м тӑршшӗ калтасем тӗл пулаҫҫӗ.

Встречаются ящерицы до 2 м длины.

Пушӑ хирсенчи ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех