Шырав
Шырав ĕçĕ:
тӑршшӗ сăмах пирĕн базăра пур.
17. Арча хупӑлчине те ҫавӑн пекех таса ылтӑнран ту: унӑн тӑршшӗ икӗ чике ҫурӑ, сарлакӑшӗ чике ҫурӑ; 18. тата ылтӑнран икӗ херувим ту: хывса-ҫапса ту, вӗсене арча хупӑлчин икӗ вӗҫне туса ларт; 19. пӗр херувимне пӗр хӗррине, тепӗр херувимне тепӗр хӗррине туса ларт; икӗ вӗҫӗнчи херувимне те арча хупӑлчинчен тухса тӑнӑ пек тӑвӑр; 20. херувимсем ҫуначӗсене ҫӳлелле сарса тӑрӗҫ, ҫапла ҫуначӗсемпе арча хупӑлчине хупӑрласа тӑрӗҫ, пичӗсем хире-хирӗҫ пулӗҫ: херувимсен пичӗ арча хупӑлчи ҫинелле пӑхса тӑрӗ.
Тух 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ситтим йывӑҫӗнчен саккун арчи тӑвӑр: унӑн тӑршшӗ икӗ чике ҫурӑ, сарлакӑшӗ чике ҫурӑ, ҫӳллӗшӗ чике ҫурӑ пултӑр; 11. ӑна таса ылтӑн сӑр, тулашӗнчен те, шалтан та сӑрса тух; ҫиелтен ун тавра [эрешлесе] ылтӑн кӑшӑл ҫавӑр; 12. ун валли ылтӑнран тӑватӑ ункӑ шӑратса ту, вӗсене унӑн аялти тӑватӑ кӗтессине ҫирӗплетсе ларт: икӗ ункине — унӑн пӗр енне, икӗ ункине — унӑн тепӗр енне.
Тух 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ӑна ҫапла ту: карапӑн тӑршшӗ виҫҫӗр чике, сарлакӑшӗ аллӑ чике, ҫӳллӗшӗ вӑтӑр чике пултӑр.
Пулт 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Чукун ҫулӑн пурте усӑ куракан тӑршшӗ - 396, предприятисен вӑл 312 ҫухрӑмпа танлашать.
Пулӑ мӗншӗн сахалланать? // Анатолий МАКСИМОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№
Чӑваш Енӗн кашни тӑваткал километр лаптӑкри юханшывӗсен тӑршшӗ вӑтамран 0,48 ҫухрӑм.
Пулӑ мӗншӗн сахалланать? // Анатолий МАКСИМОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№
Чӑваш Енре вӑтамран палӑртакан ҫын юлашки виҫӗ ҫулта 2,3 ҫул ытларах пурӑнма пуҫларӗ, пурнӑҫӑн кӗтекен вӑтам тӑршшӗ вара 71 ҫулпа танлашрӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945