Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫурт тӑррисенчен тумла пӑтлатса юхать.
XXXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Улӑм шывӗ сарӑхтарса янӑ пӑр шереписем, ҫурт тӑррисенчен татӑлса анса, кантӑк пек чӑнкӑртатса ванаҫҫӗ.С крыш падали пожелтевшие от соломы сосульки, разбивались со стеклянным звоном.
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫил хӑваланипе куҫакан мамӑк пек сайра тӗтре, хыр-чӑрӑш тӑррисенчен чӑлханса, шурӑ уҫланкӑсем тӑрӑх йӑпшӑнса юхать, виле тӗлӗнчи хӑлат пек явӑнса, пӑсланса выртакан симӗс шурлӑхсенчи ҫирӗк йывӑҫҫисем хушшинче ҫаврӑнать.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫурт тӑррисенчен тумла тумлать, кӗмӗл пек пӑр шереписем йӑлтӑртатаҫҫӗ, карниз ҫинче тахҫан юхнӑ шыв йӗрӗсем тикӗт тӗслӗ ярӑм-ярӑм курӑнса выртаҫҫӗ.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Сӑрт тӳписенчен пур ҫӗртен те, хресчен пӳрчӗсен тӑррисенчен пулеметсем вӗҫӗмсӗр шатӑртатни илтӗнсе тӑрать.Со всех точек взгорья, с чердаков крестьянских изб беспрерывно раздавались пулеметные очереди.
XIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Хӑмӑш витнӗ лутра та вӑрӑм ҫурт тӑррисенчен ҫӑра тӗтӗм каплана-каплана тухать, юлхавлӑн ҫӳлелле ҫӗкленет.
I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Мартӑн 10-мӗшӗнче Гремячий Лог хуторне каҫпах тӗтре карса илчӗ, ирчченех пӳрт тӑррисенчен ирӗлекен юр шывӗ шӑпӑртатса юхса тӑчӗ, кӑнтӑр енчен, ҫеҫенхир тӳпинчен, тапхӑр-тапхӑр ӑшӑ та нӳрӗ ҫил варкӑшса килчӗ.
26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Тӗл пулакан чул муклашкисем тавра ҫилӗллӗн кӑпӑкланса та турпассемпе хур мамакӗсене вӑрт-варт ҫавӑрттарса, йӑкӑрин чупса кайрӗҫ ял урамӗсем тӑрӑх шарлакан, хӑмӑртарах тӗслӗ, йӑлтӑрти ҫырмасем; пысӑк кӳлленчӗксене кӑвак тӳпе мӗлки ӳкнӗ, ишнӗрен пулас, ҫаврака шурӑ пӗлӗчӗсем ҫаврӑнса тӑнӑн курӑнаҫҫӗ; хӑвӑрттӑн-хӑвӑрттӑн шӑпӑртатса тӑкӑнчӗҫ ҫурт тӑррисенчен янӑравлӑ тумламсем.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ҫӗр ҫине тӑрӑнас чух самолёт хыр тӑррисенчен ҫакланчӗ, ку вара ӑна хыттӑн ҫапӑнса ӳкме памарӗ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Самолёт силлесе хӑварнипе, йывӑҫ тӑррисенчен шурӑ пас йӑлтӑртатса, хӗм сапса тӑкӑнчӗ.Сверкая и искрясь, осыпался иней с древесных вершин, сбитых падением самолета.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ачасем лупас, вите тӑррисенчен ҫунашкасемпе ярӑнса савӑнатчӗҫ.
Ӳпне ҫӑпан // Вир Мӗтри. Вир Мӗтри. Хӗрлӗ гварди. — Шупашкар, 1980
9. Азот хулинчи ҫурт тӑррисенчен, Египет ҫӗрӗнчи ҫурт тӑррисенчен пӗлтерӗр, калӑр: эй, Самари тӑвӗсем ҫине пуҫтарӑнӑр, курӑр: мӗн тери иртӗхеҫҫӗ унта, мӗнле хӗсӗрлеҫҫӗ ун хутлӑхӗнче, тейӗр.
Ам 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫавӑ кун ҫапла пулӗ: ту тӑррисенчен иҫӗм эрехӗ тумласа тӑрӗ, сӑртсенчен сӗт ҫырмисем юхса выртӗҫ, Иудейӑри шыв ҫулӗсем пурте шывпа тулӗҫ, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчен ҫӑл тухӗ те Ситтим айлӑмне шӑварса тӑрӗ.
Иоиль 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.