Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑратпӑр (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ир тӑратпӑр та пите ҫӑвас вырӑнне шыва чӑмса тухатпӑр…

Вместо того, чтобы умываться, мы каждое утро в речке купаемся.

Пиллӗкмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Ҫак майпа усӑ курса пирӗн районта та культура ҫурчӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫӗнелсе улшӑннине курса тӑратпӑр.

Мы видим, что воспользовавшись этим способом в нашем районе тоже один за другим дома культуры меняются обновляясь.

Куҫ пурне те курать // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2019/06/19/%d0%ba%d1%8 ... %82%d1%8c/

Те сывлӑшра тӑратпӑр эпир, те ура ҫинчех.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Тӑратпӑр та ӳкетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Тӑратпӑр та пӗр-ик утӑм тусанах чикеленсе ӳкетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

«Типографипе район хаҫачӗн редакцине пӗрлештернӗ хыҫҫӑн та пире, ветерансене, манманни савӑнтарать, ҫулленех Ватӑсен кунне чӗнсе чыслаҫҫӗ, юбилейсенче-мӗнсенче те миҫе ҫул ӗнтӗ хавхалантараҫҫӗ, «Ҫӗнтерӳ ҫулне» тӳлевсӗр илсе тӑратпӑр», – пӗлтерет Юлия Иссаковна.

"Радует, что после воссоединения типографии и редакции районной газеты нас, ветеранов, не забывают, ежегодно чтят приглашением на день пожилых, уже сколько лет воодушевляют на юбилеях, бесплатно покупаем "Победную дорогу", - рассказывает Юлия Иссаковна.

Тава тивӗҫлисенчен пӗри // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2012.07.11

Патӑрьелӗнчи Державная Турӑ Амӑшӗн иконӗ ячӗллӗ чиркӳ картишне йывӑҫсем лартнӑ ҫӗре те, тирпей-илемпе ҫыхӑннӑ субботниксене те яланах кар тӑратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ырӑпа пурӑнакан ырӑ ят хӑварать // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/11294-yr-pa ... t-kh-varat

Ҫарта пулнӑ юлташсемпе ҫыхӑнӑва татман, курнӑҫсах тӑратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Виктор Петухов: «Тухсанах — мишень» // Ирина Кузьмина. «Сувар», 2019.02.15

Ку енӗпе эпир Раҫҫей Федерацийӗнче малти вырӑнсенче тӑратпӑр.

и здесь мы остаемся на лидирующих позициях в Российской Федерации.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Эпир республика территорийӗнче вырнаҫнӑ «Трактор завочӗсем» концерн предприятийӗсенчи кӑткӑс экономика лару-тӑрӑвне тимлӗн сӑнаса тӑратпӑр.

В центре нашего внимания остается сложная экономическая ситуация на предприятиях Концерна «Тракторные заводы», расположенных на территории республики.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Шанса тӑратпӑр – обществӑра йӗркелӗх упранса пырӗ, Чӑваш Ен вӑйлӑ регионсен шутӗнче пулӗ!

Ожидаем — в обществе сохранится порядок, Чувашия будет в числе сильных регионов!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

— Участок милиционерӗсене хушсах тӑратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Вӗҫлемен ӗҫ — тӗплемен витре // Н.Краснов. «Капкӑн», 1987, 10№

Ҫӗнӗ талантсем, апла пулсан, пирӗн татах та нумай пулӗҫ тесе шансах тӑратпӑр.

Куҫарса пулӑш

«Утравӗ» чӑнах та ҫирӗп // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 09.06.17

Пулӑшу виҫипе Мордва тата Удмурт республикисем хыҫҫӑн каллех виҫҫӗмӗш вырӑнта тӑратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Тухӑҫлӑха ӳстерме майсем пур // Ирина Павлова. «Хресчен сасси», 5(2643)№, 2017.02.09

Пӗр самант шӑп тӑратпӑр.

Стоим минуту молчания.

Кирек мӗнле юрӑра та манӑн чун пур // Владимир ЧЕКУШКИН. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

-Хӗлле йӗлтӗр ҫине тӑратпӑр та вӑрман енне ҫул тытатпӑр, юр ирӗлсен – ҫуран, ӑшӑтса ҫулсем типсен вара велосипед утланатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫутҫанталӑка юратакан туссем // Елена ФЁДОРОВА. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Икӗ ҫул илсе тӑратпӑр ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуҫлӑх арӑмӗ пулма ҫӑмӑл мар // Нина Еграшкина. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Тӗпелелле иртме те вӑтаннӑскерсем, тӑратпӑр ҫапла алӑк патӗнче.

Стеснявшиеся даже пройти в глубь стоим так у порога.

Мӑшӑр кӑвакарчӑн тейӗн // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Ҫавна май районта пурӑнакан граждансем, хуҫалӑхсем ҫырава хастар хутшӑнасса, ыйтусене тӗрӗс хуравласса шанса тӑратпӑр.

Поэтому верим, что жители, хозяйства района активно примут участие в переписи, ответят на вопросы правильно.

«Ялта йӗрке - ҫӗршывра ҫителӗклӗ пурнӑҫ» // Н.МИЛЛИН. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

– Ирхине виҫӗ сехет иртсенех тӑратпӑр эпир.

Куҫарса пулӑш

«Пире хулара кичем» // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех