Шырав
Шырав ĕçĕ:
22. Моисей саккунӗ тӑрӑх тасалмалли кунӗсем иртсессӗн, ¦¦ вӗсем Ачана Турӑ умне тӑратма Иерусалима илсе пынӑ, 23. мӗншӗн тесессӗн вӗсен Турӑ саккунӗнче: «вар уҫса малтан ҫуралнӑ кирек хӑш ывӑл ачана та Ҫӳлхуҫана халалламалла» тенине, 24. тата Ҫӳлхуҫа саккунӗнче каланӑ пек, икӗ улатӑпа е икӗ кӑвакарчӑн чӗппи парне кӳмелле пулнӑ.
Лк 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ангел ӑна каланӑ: ан хӑра, Захария: санӑн кӗллӳне илтнӗ, санӑн арӑму Елисавета сана ывӑл ача ҫуратса парӗ, эсӗ ӑна Иоанн ятлӑ хурӑн; 14. санӑн савӑнса хӗпӗртемелле пулӗ; вӑл ҫуралнӑшӑн нумайӑшӗ савӑнӗ: 15. вӑл Ҫӳлхуҫа умӗнче аслӑ пулӗ; эрех те, ҫиккер те ӗҫмӗ, амӑшӗ варӗнчех Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланӗ; 16. Израиль ывӑлӗсене нумайӑшне хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри енне ҫавӑрӗ; 17. вӑл Унӑн умӗн Илия хастарлӑхӗпе, хӑвачӗпе килӗ те халӑха Ҫӳлхуҫа умне тӑратма хатӗрлемешкӗн ашшӗсен кӑмӑлне ачисен енне ҫавӑрӗ, ӳкӗте кӗменнисене тӳрӗ ҫынсемпе пӗр шухӑшлӑ тӑвӗ, тенӗ.
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Вара каларӑм эпӗ: мӗнле-ха апла, Эсӗ Хӑвӑн чуруна каланӑ-ҫке: Хӑв мӗн пултарнине пурне те пӗр вӑхӑтра чӗртсе тӑратма пулнӑ; ҫавӑн чухне вӗсем пурте тӗнчене шӑнӑҫма пултараяҫҫӗ пулсассӑн, апла халь пурӑнакансем те пурте шӑнӑҫмалла-ҫке, терӗм.
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Вара тусӗсемпе тӑванӗсем питех те савӑнса саланнӑ та, хӑйсем пӗлнӗ пек, хурал тӑратма хулари меллӗ вырӑнсене ҫарсем вырӑнаҫтарса тухнӑ.
3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӗсене Схедия ятлӑ вырӑна илсе ҫитерсессӗн, патша каланипе, тинӗс ҫулҫӳревӗ те вӗҫленнӗ; патша иудейсене хула умне, лашасене ӑмӑртса чуптарма уйӑрнӑ уҫӑ ҫӗре, тӑратма хушнӑ; ҫакӑ анлӑ ҫавра вырӑнта иудейсене пурин умӗнче те — хулана килекенсем умӗнче те, каялла ҫӗршыв варринелле каякансем умӗнче те — тӗслӗхшӗн мӑшкӑл кӑтартма питӗ меллӗ пулнӑ; ҫапла вӗсене ҫарпа та ҫыхӑнма паман, пӗр-пӗр кӗтес те пулин паман.
3 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Вӑл Иудея хулисене тата Иудея чиккинчи Вефсурӑна — ӗлӗк тӑшмансем вӑрҫӑ кӑралӗ усранӑ хулана — ҫирӗп тӗреклӗлетсе лартрӗ, ӑна иудейсен аллине парса унта хурал тӑратрӗ, 34. ҫавӑн пекех тинӗс хӗрринчи Иоппи хулине тата Азот чиккинчи ӗлӗк тӑшман тӑнӑ Газара хулине тӗреклӗлетрӗ, унта иудейсене вырӑнаҫтарчӗ, ҫав вырӑнсене ҫӗнӗрен ура ҫине тӑратма мӗн кирлине пӗтӗмпех тупса пачӗ.
1 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Иоав тӑшман ҫарӗсем малта та, хыҫра та тӑнине курнӑ та, Израилӗн чи паттӑр ҫар ҫыннисене суйласа илсе, вӗсене Сири ҫыннисене хирӗҫ йӗркелесе тӑратнӑ; 10. ыттисене хӑйӗн шӑллӗне Авессана шанса панӑ, вӗсене аммонсене хирӗҫ йӗркелесе тӑратма хушнӑ.
2 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫурхи шыв выльӑх масарӗсем витӗр юхни уйрӑмах хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарать.
Шыв-шур, пушар ан кӑтарттӑр шар // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
– Чылай ачана пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑратма лекнӗ сирӗн.
Ашшӗне итлемесӗр професси суйланӑ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗн статусӗ ҫинчен» 2012 ҫулхи пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнчи 19 №-лӗ саккунне (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 2012, 94 №; Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 3, 7 №-сем; 2014, 11 №; 2015, 5, 10 №-сем) ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес: 1) 4 статьян 1-мӗш пайне ҫакӑн пек ҫырса 71-мӗш пай хушса хурас: «71) Патшалӑх Канашӗн депутачӗ хӑйӗн тупӑшӗсем, тӑкакӗсем, пурлӑхӗ тата пурлӑх евӗр обязательствисем ҫинчен сведенисем, ҫавӑн пекех хӑйӗн мӑшӑрӗн тата ҫула ҫитмен ачисен тупӑшӗсем, тӑкакӗсем, пурлӑхӗ тата пурлӑх евӗр обязательствисем ҫинчен сведенисем тӑратмасан тата вӑхӑтра памасан;»; 1) 7 статьяра: а) 8-мӗш пайӑн пӗрремӗш тата иккӗмӗш абзацӗсенче «тӑратать» сӑмаха «тӑратма тивӗҫ» сӑмахсемпе улӑштарас; ӑ) ҫакӑн пек ҫырса 101-мӗш пай хушса хурас: «101. Федерацин »Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен патшалӑх влаҫӗн саккунсем кӑларакан (представительлӗ) тата ӗҫ тӑвакан органӗсене йӗркелемелли пӗтӗмӗшле принципсем ҫинчен« 1999 ҫулхи юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнчи 184-ФЗ №-лӗ саккунӗпе килӗшӳллӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ хӑйӗн полномочийӗсене пурнӑҫланӑ чухне интерессен хирӗҫӗвӗ патне илсе пыракан е илсе пыма пултаракан хӑйӗн интересӗсем сиксе тухасси ҫинчен Федерацин »Коррупципе кӗрешесси ҫинчен« 2008 ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнчи 273-ФЗ №-лӗ саккунӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ палӑртакан сӑлтавсем пур чухне тата йӗркепе Комиссие пӗлтерме, ҫавӑн пекех ун пек хирӗҫӗве пӗтерес е татса парас тӗлӗшпе мерӑсем йышӑнма тивӗҫ.».
Чӑваш Республикин уйрӑм саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Конкурс программипе килӗшӳллӗн проектсене 4 енпе тӑратма пулать: выляв фильмӗсем, документаллӑ фильмсем, интернет-проектсем, телепроект, телепрограмма.
Фестивале хутшӑнма васкӑр // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11
Ҫил хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарать.
Гидрометцентр асӑрхаттарать! // Софья Савнеш. http://chuvash.org/news/11617.html
Вара Миаулис, ку ӗҫ-пуҫ хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарнӑ пулин те, ҫывӑхарах пырса тӑнӑ та сылтӑм бортри 32 тупӑпа пӗр харӑс пенӗ, ун хыҫҫӑн тепӗр енӗпе ҫаврӑнса тӑрса сулахай бортран тепӗр 32 тупӑран харӑс пенӗ.
Баба сӑмсах патӗнчи ҫапӑҫу // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D0%B0%D ... 2%AB%D1%83
Унӑн вӑрҫӑпа, выҫлӑхпа арканнӑ хуҫалӑхне ура ҫине тӑратма кирлӗ.
Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.
«Раҫҫей Федерацийӗн правительствине Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Канашӗн комиссийӗпе «Вӗренӳ» направленипе педагогсем ҫине документаци нагрузкине чакарас енӗпе пилот проектне пурнӑҫланине пӗтӗмлетесси тата Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсене тивӗҫлӗ улшӑнусем кӗртесси ҫинчен калакан сӗнӳсене тӑратма кирлӗ чухне", — тенӗ документра.
Путин учительсен нагрузкине чакарас енӗпе пӗтӗмлетӳсем тума хушнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... hn-3643044
Владимир Путин министрсен кабинетне педагогсем ҫине хунӑ документациллӗ нагрузкине чакарас енӗпе ӗҫлекен пилот проекчӗн итогӗсене тишкерме, саккунсене тивӗҫлӗ улшӑнусем кӗртесси ҫинчен калакан сӗнӳсене тӑратма хушнӑ, тивӗҫлӗ поручение Кремль сайтӗнче пичетлесе кӑларнӑ.
Путин учительсен нагрузкине чакарас енӗпе пӗтӗмлетӳсем тума хушнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... hn-3643044
Юрать, тавӑҫсене вӑл е ку пурлӑх хуҫисене палӑртмасӑрах тӑратма ирӗк панӑ — хуҫисен кӑтартӑвӗсене суд хӑй ыйтса илет.
Парӑмсем чӑрмав кӳреҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/paramsem-charmav-kyrecce
Чӑн та, писатель тӑпрапа чул витнӗ сӗм аваллӑха та чӗртсе тӑратма пултарать-и, халь пире ӗмӗтре кӑна курӑнакан пуласлӑха та ҫывӑха, куҫ умне илсе килме ӑспа ӑсталӑх ҫитерет-и — вӑл пурпӗрех ун чухне те хӑй вӑхӑтӗнчи пурнӑҫпа, ҫав саманари ҫынсен шухӑшӗ-ӗмӗчӗсемпе пурӑнать, пӗр сӑмахпа каласан — хӑй вӑхӑтӗнчи сывлӑша сывлать.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Ҫу каҫиччен кунта ӗҫлесе тупнӑ укҫапа арканнӑ хуҫалӑха ура ҫине тӑратма та пулӗ.
XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Эпир те ак халӗ хамӑрӑн пурнӑҫ саманчӗсене тусан пӗрчи пек унталла-кунталла шӑлса илсе чӗртсе тӑратма пултаратпӑр.
Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.