Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑпра сăмах пирĕн базăра пур.
тӑпра (тĕпĕ: тӑпра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кашни кӗтесне тинкеререх пӑхсан унӑн сӑмахӗ чӑнлӑхпа килӗшнине чухлатӑн: маччаран тӑпра евӗр ҫӳпӗ тӑкӑнать, урайсем кивелнӗ…

Куҫарса пулӑш

Купăсçа ĕçе йышăннă клуб хупă пулĕ-и? // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

«Ку тусем малтан ҫара хысаксем пулнӑ, — тет хӗрарӑм-патшан аппӑшӗ. — Халӗ вӗсене хулӑн тӑпра сийӗ витсе тӑрать, вӗсем ҫинче, садсем хушшинче, чи ҫӳллӗ йывӑҫсен ращисем ӳсеҫҫӗ: аялта, нӳрлӗ лапамсенче, кофе йывӑҫӗсен плантацийӗсем; ҫӳлерех — финик пальмисем, смоква йывӑҫӗсем; виноград пахчисем сахӑр тростникӗсемпе хутӑшса кайнӑ; хирсенче тулӑ та пур, анчах пуринчен ытларах рис», — «Ку мӗнле ҫӗр вӑл?»

«Эти горы были прежде голые скалы, — говорит старшая сестра. — Теперь они покрыты толстым слоем земли, и на них среди садов растут рощи самых высоких деревьев: внизу во влажных ложбинах плантации кофейного дерева; выше финиковые пальмы, смоковницы; виноградники перемешаны с плантациями сахарного тростника; на нивах есть и пшеница, но больше рис», — «Что ж это за земля?»

9 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Унӑн тӗпӗсем ҫийӗнсе пӗтнӗ пысӑк чирик тӑхӑннӑ пӗчӗккӗ урисем плуг халӗ ҫеҫ ҫавӑрса пӑрахнӑ ҫемҫе тӑпра айне пакӑлчак таранах путса аннӑ.

Маленькие ноги ее в растоптанных больших чириках по щиколотку тонули в рыхлой, только что взвернутой плугом земле.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

«Ҫав тӑпра айӗнче те ывӑл ача выртать иккен», — тесе шутларӗ Хуа Да-ма.

старуха подумала: «Значит, и у нее здесь похоронен сын».

IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех