Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑпра сăмах пирĕн базăра пур.
тӑпра (тĕпĕ: тӑпра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗтӗмӗшле тӑпра пахалӑхӗ ҫакнашкал пултӑр: йывӑр мар, ҫемҫе, кӑпӑшка, сывлӑш лайӑх ярать, нӳрӗк тытать.

Общее качество земли должно быть таким: не тяжелая, мягкая, рыхлая, хорошо пропускает воздух, держит влагу.

Калча валли тӑпра хатӗрлер // Эльвира Иванова. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.01.28

Анчах ҫакна шута илмелле: тӗрлӗ культура валли тӗрлӗрен тӑпра кирлӗ.

Но нужно учесть вот что: для разных культур нужна разная земля.

Калча валли тӑпра хатӗрлер // Эльвира Иванова. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.01.28

Акмалли тарӑнӑш вӑрлӑх пысӑкӑшӗнчен, тӑпра нӳрӗлӗхӗпе унӑн тытӑмӗнчен килет.

Куҫарса пулӑш

Пахча ҫимӗҫ акатпӑр-лартатпӑр // В. ВАСИЛЬЕВА. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... 6&page=279

Юр кайса пӗтнӗ май тӑпра ҫыпӑҫма пӑрахсан салат, кишӗр, петрушка акаҫҫӗ, вӑрлӑхлӑх тата пуҫлӑ сухан лартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пахча ҫимӗҫ акатпӑр-лартатпӑр // В. ВАСИЛЬЕВА. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... 6&page=279

Мӑк хушнӑ тӑпра ҫамрӑк чечеке куҫарса лартнӑ чухне саланса каймасть.

Куҫарса пулӑш

Пӳлӗмри чечексене тымарлантаратпaр // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2017.02.02, 4(904)№

Тымарлантарма лартакан тӑпра органикӑпа пуянах пулмалла мар.

Куҫарса пулӑш

Пӳлӗмри чечексене тымарлантаратпaр // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2017.02.02, 4(904)№

Техникӑна шанса пулмасть — путать, тӑпра йӗпе-сапана пула тачкаланнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Кӗрӳ манпа пӗр шухӑшлӑ пулни савӑнтарчӗ» // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Ҫуллахи вӑхӑтра кун сиктерсе шӑвармалла, анчах тӑпра шывланса тӑмалла мар.

Куҫарса пулӑш

Ылтӑн хунав // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№

Ҫанталӑк, вӑрлӑх, тӑпра япӑххипе сӑлтавлать пӗлмен ҫын улма тухӑҫӗ пӗчӗккине.

Куҫарса пулӑш

Нематодaран хaтaлмаллах // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№

Тупӑка шӑтӑка антарсан, йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, чи малтан аллисемпе тӑпра илсе пӑрахрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Анчах хура тӑпра тӑмпа хутӑшнӑран ҫӗр пулӑхӗ палӑрмаллах чакнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫапма пӗлмесен... // Надежда Васильева. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Тӑпра пулӑхне тавӑрма 2 ҫул кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫапма пӗлмесен... // Надежда Васильева. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Пӗтӗм ӗҫе алӑ вӗҫҫӗн тунӑ: наҫилккасемпе тӑпра турттарнӑ, лумсемпе, кӗреҫесемпе ҫӗр катса нушаланнӑ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Пӑрӑнтӑк 65 ҫулта // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Анатри кӳршисем енче — пралук, унта та тӑпра курӑнмиех навус.

В сторону соседей пониже — переулок, там тоже навоз, даже земли не видно.

«Элек саракансемех пулӑшу ыйтма килеҫҫӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №

Яланах сулхӑнра, пулӑхлӑ тӑпра ҫинче ӳсет.

Всегда в тени, на плодородной земле растёт.

Сулхӑна килӗштерет // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

Тыр-пултан, ытти ӳсен-тӑранран пысӑк тухӑҫ илесси темиҫе сӑлтавран – ҫанталӑкран, тӑпра тытӑмӗнчен, техникӑпа кадрсем пурринчен – килет.

Получение большого дохода с зерновых, других растений зависит от нескольких причин - от погоды, состава почвы, наличия техники и кадров.

Комисси членӗсем тыр-пул шӑтаслӑхне тӗрӗслерӗҫ // Деомид ВАСИЛЬЕВ. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Таса мар сывлӑш, сиенлӗ хутӑшсемпе пуян тӑпра, вараланса пӗтнӗ пӗвесемпе ҫырмасем, ҫӳп-ҫап айне путнӑ вӑрман уҫланкисем, паллах, ҫын сывлӑхӗ ҫине те витӗм кӳреҫҫех.

Куҫарса пулӑш

Тасалӑхшӑн ытларах тӑрӑшасчӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.06.21

Тырӑ, тӑпра тултарнӑ пуканесем туса ҫын патне пырса пӑрахаҫҫӗ.

У людям подбрасывают куклы, набитые зерном, землёй.

Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Пӑрӑха тӑпра тултармалла та чечек калчи лартмалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫӳлелле кармашнӑ чечексем // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№

Савӑтсене тӑпра тултарса пымалла, чечек лартма аякӗсенче шӑтӑксем тумалла.

В посуду нужно положить землю, а в боках проделывать дырки для высадки цветов.

Ҫӳлелле кармашнӑ чечексем // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех