Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑмасӑр (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Халех, «пӗр тӑхтаса тӑмасӑр», тенӗ-ҫке приказра.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Приказа пӗр тӑхтаса тӑмасӑр пурнӑҫа кӗртӗр.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ним турткаланса тӑмасӑр приказа пурнӑҫла! — хыттӑн асӑрхаттарчӗ Слюсарев.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ариадна Леопольдовна паралич ҫапнӑ хыҫҫӑн ултӑ уйӑх вырӑн ҫинчен тӑмасӑр выртнӑ, халӗ ӑна валли ывӑлӗ — Петр Ильич — ют патшалӑхран илсе килнӗ коляска туяннӑ, урапи шинисем — ҫемҫе резинӑран, урайӗнче йӗр хӑвармаҫҫӗ, ҫурри выртса — ҫурри ларса ҫӳреме пулать; лармалли те, хыҫӗ те ҫемҫе сӑран туртса тунӑскерсем.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑл сире вырӑн ҫинчен тӑмасӑр сипленме хушнӑ.

А он велел вам лежать.

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Кӗнекесем, чечек савӑчӗсем Моргианӑна лутра ҫемҫе пукан ҫинчен тӑмасӑр шыва наркӑмӑшлама кансӗрлеҫҫӗ; вара вӑл ҫӗкленсе кофти кӗсйине аллине чикрӗ.

Книги, ваза с цветами мешали Моргиане отравить воду, не вставая с низкого кресла; и она поднялась, держа руку в кармане вязаной кофты.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Хам таврӑнни ҫинчен тухтӑра ҫырса пӗлтерсенех, хурав килессе кӗтсе тӑмасӑр, Сан-Риоле тухса кайрӑм, унта виҫӗ уйӑха яхӑн Лерхпа иксӗмӗр аттерен юлнӑ куҫми пурлӑха сутас ыйтупа ӗҫлерӗмӗр.

Известив доктора письмом о своем возвращении, я, не дожидаясь ответа уехал в Сан-Риоль, где месяца три был занят с Лерхом делами продажи недвижимого имущества, оставшегося после отца.

XXXV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Пӗр тӑхтаса тӑмасӑр!

Куҫарса пулӑш

XII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Мольберт умне тӑмасӑр чун чӑтмастчӗ — ҫавӑ ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Васкавлӑн, пӗр тӑхтаса тӑмасӑр!

Куҫарса пулӑш

V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Унтан хӗр хуравласса кӗтсе тӑмасӑр чи малтан сиксе тухрӑм, Гануверӑн сивӗ алли манӑнне ҫирӗппӗн чӑмӑртани асӑмра юлмарӗпе пӗрех.

..» И, не дожидаясь ответа, быстро выскочил первый, почти не помня, как холодная рука Ганувера стиснула мою крепким пожатием.

XIX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ҫавӑнпа эпӗ, малалла мӗн пулассине кӗтсе тӑмасӑр, старик патӗнчен пӗтӗм вӑйӑмпа чӗвӗнтӗм те, вӑрман хӗрринчен шалалла чупса кӗтӗм.

И поэтому, не дожидаясь дальнейшего, я сильным прыжком отскочил от старика и побежал от опушки в лес.

I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Клуст нимӗн тӑхтаса тӑмасӑр шӑпине епле улталамалли пирки уйлама пикенчӗ:

Не медля принялся Клуст обдумывать, как обмануть судьбу.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 350–355 с.

— Генерал, эпӗ пӗтернӗ ҫын пурнӑҫне хӗрхенсемӗр, — шутлавпа хӑрав хистенипе, хӑрушлӑх умӗнче шухӑшласа тӑмасӑр малалла ӑнтӑлакан ҫыннӑн чӑн-чӑн туйӑмӗпе калаҫма пуҫларӗ Ван-Конет.

— Генерал, пощадите жизнь невинного, погубленного мной, — заговорил Ван-Конет с искренней страстью человека, действующего ввиду опасности очертя голову, под наитием расчета и страха.

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Чарӑнса тӑмасӑр, именмесӗр Стомадор кӗске кварталтан чупса иртрӗ, — ку квартал кӗпере Тӗп бульварӑн ҫурҫӗр енчи картлашкисемпе ҫыхӑнтарать: бульвар вара хулана тӳрӗ йӗрпе касса уйӑрать.

Не останавливаясь, не смущаясь, Стомадор пробежал короткий квартал, соединяющий мост со ступенями северного выхода Центрального бульвара, почти пересекающего город прямой линией.

XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Нумай шухӑшласа тӑмасӑр пысӑк миххе ҫуртӑм та тавара тинӗсе кӑларса петӗм, вилене унта чиксе хутӑм.

Недолго думая, я распорол большой тюк, выбросил оттуда товар и запаковал мертвеца наглухо.

Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.

Сӑнран та, ытлашши калаҫманнинчен те ҫынни кирек мӗнле ӗҫе те пит иккӗленсе тӑмасӑр, хӑп-хап кӑна туса хума пултарассӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах ку ӗҫе питӗ хӑвӑрт, сӳсленсе тӑмасӑр, пуҫпа шухӑшласа тумалла.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унтан иксӗр пӗр тӑхтаса тӑмасӑр вулӑса мар, тӳрех участока вӗҫтерӗр, милицие евитлӗр.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пирӗн тӗллев — ӑратлӑ выльӑх-чӗрлӗх, инкубаци ҫӑмартисем, хӑмла, ҫӗр улми тата пахча ҫимӗҫ вӑрлӑхӗсем туса илес ӗҫре импорта улӑштарас енӗпе пӗр тӑхтаса тӑмасӑр ҫак ҫул-йӗрсемпе ӗҫлеме тытӑнасси пулса тӑрать.

Наша задача – незамедлительно действовать в направлениях импортозамещения в производстве племенного скота, инкубационных яиц, хмеля, семян картофеля и овощей.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех