Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑмасӑр (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Фронтри ашшӗ вырӑнне Пӗр иккӗленсе тӑмасӑр Тытнӑ тимӗрҫӗ ӗҫне.

Куҫарса пулӑш

Тимӗрҫӗ хӗрӗ // Анатолий Анат. «Ялав», 1948, 11№ — 13 с.

Вӗсене ӗҫленӗшӗн пӗлсе хавхалантарсан, хирте тӑрӑшма килӗшекенсем тупӑнаҫҫехӗ ҫанталӑк хуҫалӑхсен ертӳҫисене тӑхтаса тӑмасӑр кирлӗ мерӑсем йышӑнма хистет.

Куҫарса пулӑш

Халӑха явӑҫтарма тӑрӑшмалла // Р.Басников. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b0/

«Вилменскер, чӗрӗлсе тӑмасӑр.

— А как не оклемается, коль живой?

«Пӗр ялсем» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Куҫне уҫмасӑрах сунарҫӑ вӑл пысӑк пуҫне лӑнк-лӑнк-лӑнк сулласа пынине, ҫемҫе урисене ним уяса тӑмасӑр пускаланисене курать, ытти темиҫе шӑршӑсем хушшинче упа шӑршине уйӑрса илет.

Не открывая глаз, охотник видит его большую лохматую голову, косолапую поступь, из всех запахов выделяет запах медведя.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӗрарӑм мӗн калать, ним уяса тӑмасӑр ҫавӑн пек тӑватӑн.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Фронтовая, — тет Зейнаб ытла шухӑшласа тӑмасӑр.

Куҫарса пулӑш

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ашшӗ, Кӑтра Михала, ҫукчӗ, ҫавӑнпа та хӗрарӑмсем ытлашши вӑтанса тӑмасӑр Сехрене нумайччен тӑрӑхласа ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Итле эппин, ун сӑмахӗ ҫапла: санӑн ним тӑхтаса тӑмасӑр Мускава таврӑнмалла.

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Каяттӑмччӗ! — пӗр шухӑшласа тӑмасӑр тавӑрчӗ Ахтупай.

Куҫарса пулӑш

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хурал вӗсене пӗр чарса тӑмасӑр шалалла кӗртсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫитсенех таканла та хӑвӑн тимӗрҫӳне пӗр тӑхтаса тӑмасӑр Хусана ӑсат.

Куҫарса пулӑш

10. Пысӑк карачи сӑмахӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тимӗрҫӗ Иштерек патне тӗттӗм пуласпа килне пыма пулчӗ те пӗр тӑхтаса тӑмасӑр мӑрса пӳртне кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Таркӑнсене суд туни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫарсем ниҫта чарӑнса тӑмасӑр Хусан патнелле васкарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

15. Хусан хапхи умӗнче.. // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эс килсен, эпӗ те ним шухӑшласа тӑмасӑр театра куҫӑттӑм.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Тыт! — ним калаҫса тӑмасӑр укҫа кӑларса тыттарчӗ Эльгеева «матрос».

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Килмесӗр мӗнле-ха? — пӗр чарӑнса тӑмасӑр малти пӳлӗме иртрӗ алманчӑ.

Куҫарса пулӑш

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай пурнӑҫра пӗрремӗш хут ашшӗ сӑмахне итлемерӗ, пӗр тӑхтаса тӑмасӑр Урасмет патне чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫамрӑксем тек тавлашса тӑмасӑр учӗсене утланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Кӳршере // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ни пуха ни пера, Павлик! — терӗ шӳтлесе Аля, Вьетанӑн «Балладӑпа полонезне» чарӑнса тӑмасӑр выляса тухнӑ хыҫҫӑн.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Нумай шухӑшласа тӑмасӑр вагона улӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех