Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑмалла (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн сӑвӑма хатӗрленмелле, вакуум пусӑмӗпе ӗҫлекен хатӗре сывлӑш ямалла, кайран сӑнаса тӑмалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксем тислӗк шӑршинчен йӗрӗнмеҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Пукан хыҫӗнчен тытса 3 хут ярӑна-ярӑна кукленсе илмелле, каялла тӑмалла.

Куҫарса пулӑш

Юн пусӑмӗ ӳсет пулсан // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Каялла майланса тӑмалла.

Куҫарса пулӑш

Юн пусӑмӗ ӳсет пулсан // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

11. Урасене хулпуҫҫисен сарлакӑшӗнче тытса тӑмалла, алӑсене аялалла усмалла.

Куҫарса пулӑш

Юн пусӑмӗ ӳсет пулсан // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

10. Пукан ҫумне сылтӑм айӑкпа тӑмалла, сылтӑм алӑпа хыҫӗнчен тытмалла.

Куҫарса пулӑш

Юн пусӑмӗ ӳсет пулсан // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

9. Алӑсемпе пукан хыҫӗнчен тытса тӑмалла, купарчасемпе сулахай тата сылтӑм еннелле ҫавра хусканусем тумалла.

Куҫарса пулӑш

Юн пусӑмӗ ӳсет пулсан // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Кӑмака е плита юрӑхсӑра тухнине, ӑна юсамалла-ҫӗнетмеллине, вентиляци те сывлӑша лайӑх туртнине сӑнасах тӑмалла.

Куҫарса пулӑш

Асӑрханулӑхпа тимлӗх кирлех // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Чир хӗрсе ҫитнӗ вӑхӑтра, вӑй пӗтсен, шӑнтсан вырӑн ҫинчен тӑмалла мар.

Куҫарса пулӑш

Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Ҫавӑнпа та тӑтӑшах кӗлеткене сӑнаса, тӗрӗслесе тӑмалла, кӗлетке ҫинче нумай тур паллиллӗ ҫынсен ҫур ҫулта пӗрре дерматовенеролог патне ҫитсе килме вӑхӑт тупмаллах.

Куҫарса пулӑш

Ытлашши хĕвел те сиенлĕ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04

ГЛПСпа чирлес мар тесен ҫакна манмалла мар: ҫын чирленӗ вырӑнта шӑшисене пӗтермелле; канмалли учрежденисенче шӑшисем кӗмелле мар мероприятисене туса пымалла, вӗсем йӗри-тавра канавсем, шӑшисене пӗтерекен нумай вӑхӑта пыракан точкӑсем пулмалла; ялсене тирпей-илем кӗртмелле, вӗсене тасамарлӑхран тасатсах тӑмалла; учрежденисемпе организацисен шӑшисене пӗтерекен организацисемпе килӗшӳсем тумалла; пӳлӗме тасатса тирпейленӗ чухне тутапа сӑмсана хӳтӗлеме йӗпетнӗ маска тӑхӑнмалла; пур чухне те апат-ҫимӗҫе шӑшисем вараласран сыхламалла, апат ҫиес умӗн алӑсене яланах ҫумалла; ҫӗр ҫинчен пуҫтарнӑ мӑйӑрсене ҫӑвара хыпса катмалла мар.

Куҫарса пулӑш

Шăши чирĕнчен асăрханар // Р. ДАНИЛОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04

Тирпей-илем кӗртмелле, урамсенчи ҫулсене пӑхса тӑмалла, шыв пӑрӑхӗсем аван ӗҫлеҫҫӗ-и, пушар машини яланах юсавлӑ-и...

Заниматься благоустройством, смотреть за дорогами на улицах, хорошо ли работают водопроводы, всегда ли исправна пожарная машина...

Унра вăй-хал тапса тăрать // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Мӗншӗн тесен кунӗпе ура ҫинче тӑмалла, вӗри пӑспа «пиҫмелле», чылай ӗҫе алӑпа пурнӑҫламалла.

Куҫарса пулӑш

Чăваш Ен Пуçлăхне те хăналанă // Любовь Семенова. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин темипе тӑтӑшах ӗҫлемелле, Раҫҫей патшалӑхӗн историйӗн паттӑр тата трагедилле тапхӑрӗ, пирӗн ҫынсем кӑтартнӑ паттӑрлӑх ҫинчен чӑннине каласа памалла, мӗншӗн тесен ҫамрӑксене патриотла тата гражданла воспитани парас ӗҫ истори пулӑмӗсене лайӑх пӗлни ҫинче, Раҫҫей халӑхӗн калама ҫук пысӑк ӑс-хакӑл вӑйӗн, виҫесӗр хӑюлӑхӗпе паттӑрлӑхӗн тӗслӗхӗсем ҫинче никӗсленсе тӑмалла.

Необходимо постоянно обращаться к теме Великой Отечественной войны, рассказывать правду о героических и трагических страницах истории российского государства, о подвигах, совершенных нашими людьми, ибо воспитание в молодежи патриотизма и гражданственности должно основываться на знании исторических событий, на примерах огромной духовной силы, беззаветной отваги и героизма российского народа.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Ҫавӑнпа та пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх сферинчи лару-тӑрӑва тӑтӑшах тӗрӗслесе тӑмалла, ӑна мӗнле калас, «алӑпа ӗҫлеттермелли майпа» йӗркелесе пымалла тата кирлӗ пулсан право сыхлавӗн органӗсемпе пӗрле витӗмлӗ мерӑсем йышӑнмалла.

Поэтому ситуацию в сфере ЖКХ нужно постоянно держать на контроле, регулировать, что называется, в «ручном режиме» и при необходимости принимать действенные меры совместно с правоохранительными органами.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех