Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пурӑнӑҫа суйласа ил: санӑн хӑвӑн та, санӑн тӑхӑмусен те пурӑнмалла пултӑр, 20. хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна юратмалла, Унӑн сӑмахне итлемелле, Унӑн ҫумне ҫыпҫӑнса тӑмалла пултӑр; санӑн пурӑнӑҫу ҫакӑнтан килет, кунҫулу вӑрӑма пырасси ҫакӑнтан килет, ҫапла эсӗ Ҫӳлхуҫа [Турӑ] хӑвӑн аҫусене Авраама, Исаака тата Иакова тупа туса пама пулнӑ ҫӗр ҫинче пурӑнӑн.
Аст 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вара ҫав кун Моисей халӑха ҫапла каланӑ 12. Иордан урлӑ каҫсассӑн, халӑха пиллемешкӗн ҫак йӑхсем — Симеон, Левий, Иуда, Иссахар, Иосиф тата Вениамин йӑхӗсем — Гаризим тӑвӗ ҫине тӑмалла; 13. ҫак йӑхсем вара — Рувим, Гад, Асир, Завулон, Дан тата Неффалим йӑхӗсем — ылханса каламашкӑн Гевал тӑвӗ ҫине тӑмалла.
Аст 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Иордан урлӑ каҫсассӑн, эпӗ сире паян хушнӑ пек, ҫав чулсене Гевал тӑвӗ ҫине лартӑр та вӗсене акшарпа шӑлса тухӑр; 5. ҫавӑнта хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна парне кӳрсе тӑмашкӑн чулран — чулӗсене тимӗр тивертмесӗр — парне вырӑнӗ туса ларт; 6. хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун парне вырӑнне чутламан пӗр пӗтӗм чул катрамӗсенчен ту, ун ҫинче эсӗ хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна парнесем кӳр, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне, 7. канӑҫлӑх парнисем кӳр, унта ҫи, [тӑраничченех ҫи,] хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру умӗнче савӑн; 8. [ҫав] чулсем ҫине ҫак саккунӑн пӗтӗм сӑмахне питӗ уҫӑмлӑ палӑрса тӑмалла ҫырса хур, тенӗ.
Аст 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Халӑх парне кӳме илсе пынӑ вӑкӑрсенчен е сурӑхсенчен священниксене акӑ мӗн-мӗн памалла: хулне, янахне, хырӑмлӑхне священника памалла; 4. тата ӑна малтан ӗлкӗрнӗ тыррунтан, эрехӳнтен, йывӑҫ ҫӑвӗнчен, малтан каснӑ сурӑх ҫӑмӗнчен пай пар, 5. мӗншӗн тесессӗн хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру Левий ывӑлне [Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, умӗнче] тӑмашкӑн санӑн мӗнпур йӑхунтан суйласа илнӗ: вӑл хӑй те, унӑн ывӑлӗсем те ӗмӗр тӑршшӗпех Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлесе [тата пиллӗх парса] тӑмалла.
Аст 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫулталӑкра виҫӗ хутчен арҫынсен пурин те Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, Хӑй суйласа илекен вырӑнта Ҫӳлхуҫа умне тӑмалла: тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗнче, ҫичӗ эрне уявӗнче тата хӳшӗ уявӗнче; никамӑн та Ҫӳлхуҫа умне пушӑ алӑпа пымалла мар, 17. кашнийӗн аллинче Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, мӗн пилленине кура парне пултӑр.
Аст 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Унпа пӗрле эсӗ йӳҫӗтсе пӗҫернине ан ҫи; унпа пӗрле ҫичӗ кун тутлӑлла ҫӑкӑр, инкек ҫӑкӑрӗ, ҫи, Египет ҫӗрӗнчен санӑн питӗ васкаса тухма тивнӗ, ҫапла санӑн хӑв Египет ҫӗрӗнчен тухнӑ куна мӗн ӗмӗрӳ тӑршшӗпех асӑнта тытса тӑмалла пултӑр; 4. ҫичӗ кун хушши санӑн пӗтӗм ҫӗрӳ ҫинче йӳҫӗтсе пӗҫерни нимӗн те пулмалла мар, пӗрремӗш кун каҫхине кӳнӗ парне ашӗнчен те ирччен нимӗн те юлмалла мар.
Аст 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Сыхланӑр, сирӗн чӗрӗр илӗртмӗш хыҫҫӑн кайса ан улталантӑр, сирӗн, Турӑ кӑтартнӑ ҫултан пӑрӑнса, урӑх турӑсене пӑхӑнса тӑмалла, вӗсене пуҫҫапса пурӑнмалла ан пултӑр; 17. унсӑрӑн сире ҫилленнипе Ҫӳлхуҫанӑн ҫилли тулса ҫитӗ, Вӑл пӗлӗте хупса лартӗ те, ҫумӑр пулмӗ, ҫӗр хӑйӗн ҫимӗҫӗсене памӗ, ҫапла эсир Ҫӳлхуҫа хӑвӑра паракан ырӑ ҫӗр ҫинчен часах пӗтсе ҫухалатӑр.
Аст 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫавӑнпа ӗнтӗ эпӗ сире паян каласа хӑваракан [Унӑн] пӗтӗм ӳкӗтне тытса тӑрӑр: сирӗн [чӗрӗ тӑмалла пултӑр,] тӗреклӗленсе, [Иордан леш енне] каҫса унти ҫӗре еткерлӗхе илмелле пултӑр; 9. Ҫӳлхуҫамӑр сирӗн аҫӑрсене тупа туса хӑйсене тата вӗсен йӑхне пама пулнӑ ҫӗр ҫинче, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗр ҫинче, сирӗн нумай вӑхӑт пурӑнмалла пултӑр.
Аст 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫакна ҫеҫ: санӑн Ҫӳлхуҫаран, хӑвӑн Туррунтан, хӑрамалла, Унӑн ҫулӗпе ҫӳремелле, Ӑна юратмалла, Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа пӑхӑнса тӑмалла, 13. хӑвна ырӑ пултӑр тесессӗн, Ҫӳлхуҫанӑн [хӑвӑн Туррун] ӳкӗчӗсемпе йӗркисене — эпӗ паян сана каласа хӑварассине — тытса пурӑнмалла.
Аст 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эпӗ паян сире ӳкӗтлесе калакан ӳкӗтсене пурне те пурӑнӑҫласа тӑма тӑрӑшӑр, ҫапла сирӗн чӗрӗ тӑмалла, ӗрчесе каймалла пултӑр, Ҫӳлхуҫа [Турӑ] хӑвӑр аҫӑрсене тупа туса памашкӑн пулнӑ [ырӑ] ҫӗре ҫитсе ӑна хӑвӑр аллӑра илмелле пултӑр.
Аст 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, сире вӗрентме хушнӑ ӳкӗтсем, йӗркесем, саккунсем ҫакӑ ӗнтӗ, сирӗн хӑвӑр аллӑра илме каякан ҫӗр ҫинче [ҫавӑн пек] пурӑнмалла; 2. санӑн Ҫӳлхуҫаран, хӑвӑн Туррунтан, хӑрамалла, кунҫулу вӑрӑм килтӗр тесессӗн, Эпӗ сана [паян] Унӑн йӗркисемпе Унӑн ӳкӗчӗсене вӗрентсе хӑварӑп, ҫавна санӑн хӑвӑн та, санӑн ывӑлусен те, ывӑлусен ывӑлӗсен те ӗмӗр тӑршшӗпех тытса тӑмалла.
Аст 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Астӑвӑр, хӑвӑра Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, хушнӑ пек тӑвӑр; сылтӑмалла та, сулахаялла та ан пӑрӑнӑр; 33. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, хӑвӑра ҫӳреме хушнӑ ҫулпа ҫӳрӗр, ҫапла сирӗн чӗрӗ тӑмалла пултӑр, сире ырӑ пултӑр, хӑвӑр аллӑра илекен ҫӗр ҫинче нумай вӑхӑт пурӑнмалла пултӑр, терӗ.
Аст 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫакна хӑвӑр чунӑрта ҫирӗп тытӑр: Ҫӳлхуҫа Хорив [тӑвӗ] ҫинче тӑрса сирӗнпе вут-ҫулӑм ӑшӗнчен калаҫнӑ кун эсир нимӗнле сӑн та курман, 16. ирсӗрленсе, сирӗн хӑвӑр валли суя турӑ кӗлеткисем, арҫын е хӗрарӑм евӗрлӗ йӗрӗхсем, 17. ҫӗр ҫинчи пӗр-пӗр выльӑх кӗлетки, пӗлӗт айӗнче вӗҫсе ҫӳрекен пӗр-пӗр ҫунатлӑ кайӑк кӗлетки, 18. ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳрекен пӗр-пӗр [ҫӗлен-калта] кӗлетки, ҫӗртен аялта шывра ишсе ҫӳрекен пӗр-пӗр пулӑ кӗлетки тумалла ан пултӑр; 19. санӑн тата тӳпе ҫине пӑхса, хӗвеле, уйӑха, ҫӑлтӑрсене [тата] ҫӳлти пӗтӗм ҫара курса, сӑхланса ӳксе, вӗсене пуҫҫапса пурӑнмалла ан пултӑр, вӗсене пӑхӑнса тӑмалла ан пултӑр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, вӗсене пӗтӗм тӳпе айӗнчи пур халӑх валли те туса панӑ.
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Салпаад хӗрӗсем тӗлӗшӗнчен Ҫӳлхуҫамӑр акӑ мӗн хушать: вӗсем хӑйсен куҫне кам килӗшет, ҫавна качча тухма пултараҫҫӗ, анчах вӗсем ашшӗ йӑхӗн ӑрӑвӗнчи арӑмсем пулмалла, 7. Израиль ывӑлӗсен еткер ҫӗрӗ пӗр йӑхран тепӗр йӑха ан куҫтӑр, мӗншӗн тесессӗн Израиль ывӑлӗсенчен кашнийӗ хӑйӗн ашшӗ йӑхӗн ҫӗрӗпе ҫыхӑнса тӑмалла; 8. Израиль йӑхӗн еткер ҫӗрне илнӗ кирек мӗнле хӗр те ашшӗ йӑхӗн ӑрӑвне качча тухтӑр, вара Израилӗн кашни ывӑлӗ ашшӗ ҫӗрне еткерлӗхе илӗ; 9. еткер ҫӗр пӗр йӑхран тепӗр йӑха ан куҫтӑр, мӗншӗн тесессӗн Израиль ывӑлӗсен кашни йӑхӗ хӑйӗн еткер ҫӗрӗпе ҫыхӑнса тӑмалла, тенӗ.
Йыш 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Кала вӗсене: Ҫӳлхуҫана сирӗн яланах ҫакӑн пек парне кӳмелле: пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳмешкӗн кунсерен айӑпсӑр пӗр ҫулхи икӗ путек парса тӑмалла; 4. пӗр путекне ирхине пар, тепӗр путекне каҫхине пар; 5. тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн вуннӑмӗш пайне чӗрӗк гин чи паха йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарса [пар]; 6. ку — Ҫӳлхуҫана кӳрекен яланхи парне, ӑна малтан, Синай тӑвӗ патӗнче кӳнӗ пек, ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пултӑр тесе, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелле; 7. тата пӗр путек пуҫне чӗрӗк гин эрех пар: ӑна, Ҫӳлхуҫана кӳрекен эрехе, сӑваплӑ ҫӗрте сап.
Йыш 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Унтан Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 38. Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, кала вӗсене: вӗсем хӑйсен тумтирӗсен арки вӗҫне ҫӳҫе яччӑр, тумтирӗ арки вӗҫӗнчи ҫӳҫене сенкер ҫӑм ҫиппи туртса тухчӑр; ҫапла тӑвасси сирӗн сыпӑкран сыпӑка пытӑр; 39. ҫӳҫене ҫип яни акӑ мӗншӗн кирлӗ: эсир, ун ҫине пӑхса, Ҫӳлхуҫанӑн мӗнпур ӳкӗтне аса илсе тӑрӑр, вӗсене пурӑнӑҫласа тӑрӑр, хӑвӑра аскӑн ӗҫ енне туртакан кӑмӑлӑр, куҫӑр хыҫҫӑн каймӑр, 40. сирӗн Манӑн мӗнпур ӳкӗтӗме асра тытса пурӑнӑҫласа тӑмалла пултӑр, хӑвӑр Туррӑр умӗнче сӑваплӑ пулмалла пултӑр.
Йыш 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 24. левитсем тӗлӗшӗнчен хунӑ саккун ҫакӑ: пуху чатӑрӗ таврашӗнчи ӗҫсене вӗсен ҫирӗм пилӗк ҫулхисенчен пуҫласа унран аслӑраххисем туса тӑмалла, 25. аллӑ ҫула ҫитсессӗн вара ӗҫлесе тӑма чарӑнмалла, малалла ӗҫлемелле мар: 26. ун чухне вӗсем хӑйсен тӑванӗсене пуху чатӑрӗ патӗнче хурал тӑма пулӑшчӑр, ӗҫлессе ан ӗҫлеччӗр; ӗҫӗ-хӗлӗ тӗлӗшӗнчен эсӗ левитсене ҫапла тытса тӑр, тенӗ.
Йыш 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Хӑйсем ӗҫре тӑнӑ чухне тата ҫӗклемсем йӑтмалла чухне Гирсон килӗ-йышӗ тумалли ӗҫсем акӑ ҫаксем: 25. вӗсен кӗлӗ чатӑрӗн ҫивиттине, пуху чатӑрӗпе унӑн ҫивиттине, ӑна ҫиелтен витмелли кӑвак сӑран ҫивиттине тата пуху чатӑрне кӗмелли вырӑнти чаршава йӑтса ҫӳремелле 26. тата картиш каррисене, кӗлӗ чатӑрӗпе парне вырӑнӗ йӗри-тавра тытнӑ картишне кӗмелли вырӑнти чаршава тата вӗсен вӗренӗсене, вӗсен пӗтӗм хатӗр-хӗтӗрне йӑтса ҫӳремелле; тата вӗсен таврашӗнче мӗн тумаллине пурне те вӗсем ӗҫлесе тӑмалла; 27. кирек мӗнле ҫӗклем йӑтнӑ чухне те, кирек мӗнле ӗҫ тунӑ чухне те Гирсон ывӑлӗсен хӑйсем ӗҫлес ӗҫе Ааронпа унӑн ывӑлӗсем хушнипе туса пымалла, хӑйсем йӑтса ҫӳрекен мӗнпур япалине пӑхса усрама та вӗсенех хушӑр; 28. Гирсон ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем пуху чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑмалли ӗҫсем ҫаксем ӗнтӗ; Ифамар — Ааронӑн ывӑлӗ, священник — тӗрӗслесе тӑнипе Гирсон ывӑлӗсен аллине ҫак япаласене пӑхса усрама памалла.
Йыш 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Шултӑра выльӑхран-и, вак выльӑхран-и, кирек хӑшӗн вуннӑмӗш пайне те — туя айӗнчен вуннӑмӗш пулса тухаканнине пурне те — Ҫӳлхуҫана халалламалла; 33. аваннине е начаррине пӑхса тӑмалла мар, ӑна улӑштарма та кирлӗ мар; кам та пулин ӑна улӑштарас пулсассӑн, улӑштарса яни те, улӑштарса илни те сӑваплӑ япала пулӗ, вӗсене тӳлесе илме юрамасть, тенӗ.
Лев 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене хӑвӑн патна ҫапса юхтарнӑ чи паха йывӑҫ ҫӑвӗ илсе килме хуш: ҫутӑ ҫутмалли ҫутаткӑҫ пӗр чарӑнмасӑр ҫунса тӑтӑр; 3. ӑна Аарон [тата унӑн ывӑлӗсем] Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчи умӗнчи чаршав тулашне, пуху чатӑрне Ҫӳлхуҫа умне лартса, каҫран пуҫласа ирччен яланах ҫунтарса тӑмалла; ҫакӑ сирӗншӗн сыпӑкран сыпӑка пымалли ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке; 4. ҫутаткӑҫа вӗсен Ҫӳлхуҫа умне яланах таса шантал ҫине лартмалла.
Лев 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.