Шырав
Шырав ĕçĕ:
24. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 25. Ааронпа унӑн ывӑлӗсене кала: ҫылӑх парни кӳрес йӗрке акӑ ҫакӑ: ҫылӑх парнине пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнене пусакан вырӑнта, Ҫӳлхуҫа умӗнче, пусас пулать; ку вӑл — аслӑ сӑваплӑ япала; 26. ӑна ҫылӑх парни кӳрекен священник ҫимелле; ӑна сӑваплӑ ҫӗрте, пуху чатӑрӗн картишӗнче, ҫисе ямалла; 27. ҫак парне ашӗ ҫумне кирек мӗн сӗртӗнсессӗн те, вӑл тасалӑх тивлечӗ илӗ; унӑн юнӗ тумтир ҫине сирпӗннӗ пулсассӑн, сирпӗннине сӑваплӑ ҫӗрте ҫуса тасат; 28. ӑна пӗҫернӗ тӑм савӑта ҫӗмӗрес пулать; ӑна пӑхӑр савӑтра пӗҫернӗ пулсассӑн, савӑтне тасатас пулать, унтан шывпа ҫӑвас пулать; 29. ӑна священник йӑхӗнчи пур арҫын та ҫиме пултарать: вӑл — [Ҫӳлхуҫанӑн] аслӑ сӑваплӑ япали; 30. анчах ҫылӑх парнийӗн юнне пуху чатӑрне сӑваплӑ вырӑнта тасатмашкӑн илсе кӗнӗ пулсассӑн, ҫав парнене ҫиме юрамасть; ӑна вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса ямалла, тенӗ.
Лев 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫавӑнпа та Египет ҫыннисем Израиль ывӑлӗсене пӗр хӗрхенмесӗр пусахласа ӗҫлеттернӗ, 14. Египет ҫыннисем Израиль ывӑлӗсене пӗр хӗрхенмесӗр, йывӑр ӗҫ ӗҫлеттерсе — тӑм ӗҫӗ тутарса, кирпӗч ҫаптарса, хирти тӗрлӗ ӗҫе ӗҫлеттерсе, кирек мӗнле ӗҫ тутарнӑ чухне те пӗр хӗрхенмесӗр, пусахласа ӗҫлеттерсе — вӗсен пурӑнӑҫне чӑтмалла мар туса ҫитернӗ.
Тух 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Колхозӑн кирпӗч завочӗ пурччӗ — унта тӑм турттарма 5-6-мӗш классем хыҫҫӑнах хутшӑннӑ.
Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№
Эс тата мӗн пӑхса тӑран, тӑм писмен!
III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫав тӑм пуҫ мӗнле хайлапа ҫакӑн пек ҫыру ҫырма пултарнӑ?Удивительно, как только эта пустая голова смогла сочинить такое послание.
XIII. Брошюра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчи пысӑк юханшыв хӗрринчен, ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчи тинӗс таврашӗнчен, хӑйӑра пирчетме тесе, тӑм турттарнӑ, — вӑйлӑ машинӑсем питӗ нумай вӗсен, — каналсем чавнӑ, хирсене шӑвармалли тунӑ, тӗрлӗрен ӳсентӑрансем ӳсме пуҫларӗҫ, сывлӑшра нӳрӗ те нумайланчӗ; ҫынсем, утӑм хыҫҫӑн утӑм малалла туса, кӑнтӑралла куҫса пычӗҫ, темиҫешер ҫухрӑм утрӗҫ, хӑш чухне пӗр ҫухрӑма ҫулталӑк хушши те утрӗҫ, мӗн тӗлӗнмелли пур-ха кунта?
9 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кирек мӗнпе пер, анчах тӑм чашӑкпа мар!
VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.