Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑватчӗҫ (тĕпĕ: ту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав уйра ҫимӗк чухне хулари мещенсем пуху тӑватчӗҫ; кукамай мана калатчӗ: вӑл ҫамрӑк чухне халӑх Ярилӑна ӗненнӗ, ӑна парне панӑ, тет, — урапа кускӑҫӗ илсе ӑна смалаланӑ пакляпа чӑрканӑ та ту ҫинчен анаталла кустарса ярса, кӑшкӑрса юрӑсем юрласа, вутлӑ кускӑҫ Ока патне кусса ҫитет-и-ха тесе, астуса пӑхса тӑнӑ, тет.

На этом поле, по семикам, городское мещанство устраивало гулянье; бабушка говорила мне, что в годы её молодости народ ещё веровал Яриле и приносил ему жертву: брали колесо, обвёртывали его смолёной паклей и, пустив под гору, с криками, с песнями, следили — докатится ли огненное колесо до Оки.

VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Ун чухне ҫак вырӑнта кӑмрӑк тӑватчӗҫ, сухӑр юхтаратчӗҫ.

Раньше тут пережигали уголь, курили смолу.

VIII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

— Мӗн тӑватчӗҫ вӗсем сирӗн патӑрта?

— А что они у вас делали?

V // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Хамӑр ҫапах пӗлеттӗмӗр-ха: ҫынсем унта та вӑрман касса кӑклатчӗҫ, пӳрт-ҫуртсем, санаторисем тӑватчӗҫ, шоссе ҫулӗсем хыватчӗҫ, банансемпе пальмӑсем, олеандрӑсемпе лаврсем лартатчӗҫ.

Мы знали, что люди там рубят и корчуют лес и ставят дома, санатории, проводят шоссейные дороги, сажают пальмы, бананы, олеандры и лавры.

Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Бухтӑри ӗҫсене пӗтерсе лартас тӗлӗшпе вӗсем пурне те тӑватчӗҫ.

Они делали все, чтобы сорвать работы в бухте.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Ун чухне кунта китаецсем суту-илӳ тӑватчӗҫ.

Тогда еще китайцы здесь торговлю вели.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Нимӗҫсем валли заводра ҫемҫе пралукран пӑта тӑватчӗҫ.

Для немцев же на заводе делали гвозди из мягкой проволоки.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Ун пеккине авал тӑватчӗҫ пирӗн, кӑчухнехи чӑвашсем ҫав йӗркене манни пит аван-ха, Кантюк ҫеҫ, ав, тем еккине ярать.

Раньше, в старину, проделывали у нас такое, правда, нынешние чуваши позабыли этот обычай, оно и к лучшему, а Кандюку вон неймется…

XXXII. Кӗтмен тӗлпулу // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Унӑн сӑмахӗсем тӑшмана курайми тӑватчӗҫ, чышкисене чӑмӑртаттаратчӗҫ, шӑлсене ҫырттаратчӗҫ.

Они заставляли ненавидеть врага, сжимать кулаки, стискивать зубы.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

— Ҫапла тӑватчӗҫ ӗлӗк пирӗн Кубаньте.

— Так в старое время у нас на Кубани делали.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Самонькӑпа Наҫтаҫ ирхи апат тӑватчӗҫ ӗнтӗ.

Самонька и Настасья завтракали.

Самонька // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Ман мамаксем киремет усал ан тутӑр тесе чӳк тӑватчӗҫ.

Мои родители нарочно чюк-моленье творили, чтобы злой киреметь им зла не причинил.

Виҫҫӗмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив

Хӗрарӑмсем Яшӑна тав тӑватчӗҫ:

Женщины благодарили его:

VIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Взводӑн-взводӑн ирхи гимнастика тӑватчӗҫ.

Делали повзводно утреннюю гимнастику.

X // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Пурӑна киле утрав ҫинче кушаксем ҫав тери нумай ӗрчерӗҫ: вӗсем манӑн кладовойне кӗрсе сӑтӑр тӑватчӗҫ, ҫимӗҫсене илсе таратчӗҫ; пӗр ик-виҫ кушакне пӑшалпа персе вӗлерсен ҫеҫ кунта ҫӳреме пӑрахрӗҫ.

В конце концов на острове расплодилось такое множество кошек, что от них отбою не было: они забирались ко мне в кладовую, таскали провизию и оставили меня в покое лишь тогда, когда я пристрелил двух или трех.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Халӑх тӑп-тулли, панихидӑ ирттерме пынӑ ҫынсем причасти тӑватчӗҫ, ҫавӑнпа ниҫта тӑмашкӑн та вырӑн ҫук.

Народу было тьма-тьмущая; в тот день пришло много причастников, служили несколько панихид, поэтому теснота была ужасающая.

XXV. Ҫӑмӑл ӗҫ мар // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Захарпа Анисья мӑшӑрланиччен кашниех хӑйӗн ӗҫне тӑватчӗҫ, пӗр-пӗрин ӗҫне хутшӑнмастчӗҫ.

Пока Захар и Анисья не были женаты, каждый из них занимался своею частью и не входил в чужую,

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Паллах, пурте чиперехчӗ, ҫинчен тата ВВС командующийӗ те темле ҫар корреспонденчӗпе юнашарти пӳлӗмре каҫхи апат тӑватчӗҫ.

Разумеется, всё было в порядке, тем более что командующий ВВС ужинал в соседней комнате с каким-то военным корреспондентом.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫакӑнтах эпир Катьӑпа Ленинграда килсен чарӑнтӑмӑр, кирек хӑҫан килсен те вара пире чи ҫывӑх та хаклӑ хӑнасене йышӑннӑ пек хапӑл тӑватчӗҫ.

Здесь мы с Катей всегда останавливались, когда приезжали в Ленинград, и, когда бы мы ни приехали, в этом доме нас принимали как самых близких и дорогих друзей.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Апла хӑтланса вӗсем лайӑх тӑватчӗҫ пулӗ те, ытлах та марччӗ ҫав, эпир те питех хамӑр хӳре патне пыма параканнисем мар.

Это было, конечно, умно, но не очень, потому что мы были не такие люди, чтобы позволить заходить себе в хвост.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех