Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑвасси (тĕпĕ: ту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Центрӑн тӗп тӗллевӗ диагностика, сиплевпе консультаци тата профилактика тӑвасси кӑна мар, вӑл хамӑр хутлӑхра остеопорозпа кӗрешессине пур енлӗн координацилесе тӑрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чӗмсӗр» чир ан сӗмсӗрлентӗр // Валентина Смирнова. Хыпар, 2013,09,06

Районта ҫулсем тӑвасси, унччен сарнисене юсасси те – ҫивӗч ыйтусен шутӗнче.

Куҫарса пулӑш

Валерий Фадеев: «Аталанмалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, тӑрӑшмалла кӑна» // И.САЛАНДАЕВ. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&ty ... id=2709271

Шыв тасатакан сооруженисемпе санитари зонин объектне тӑвасси те вӗҫленсе пырать.

Куҫарса пулӑш

Валерий Фадеев: «Аталанмалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, тӑрӑшмалла кӑна» // И.САЛАНДАЕВ. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&ty ... id=2709271

«Чӑваш Республикинче пурӑнакансене 2009-2020 ҫулсенче ӗҫмелли паха шывпа тивӗҫтересси ҫинчен» программӑпа килӗшӳллӗн, район территорийӗнче 38,8 километр тӑршшӗ ушкӑнлӑ (унта Шӑмӑршӑ, Патӑрьел районӗсемпе Комсомольски районӗн кӑнтӑр пайӗ кӗреҫҫӗ) водовод тӑвасси вӗҫленчӗ, районти 13 яла шыв пӑрӑхӗсем вырнаҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Валерий Фадеев: «Аталанмалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, тӑрӑшмалла кӑна» // И.САЛАНДАЕВ. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&ty ... id=2709271

Хама илсен, укҫа тӑвасси маншӑн проблема мар…»

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Акӑ рынок ырлӑхне пӗверӗпе туйса илнӗ герой мӗн тӗллевпе ҫанӑ тавӑрать: «Пирӗн халь укҫа тӑвасси ҫинчен ҫеҫ шутламалла, укҫа пулсан — пурте пулать!

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Яла комплекслӑ майпа аталантармалли обӑектсенче (унта ял хушшинчи 2, 117 ҫухрӑм тӑршшӗ автоҫула тӑвасси те кӗрет) «Волготрансгаз-Ч», «АлексСервис-Строй», «Воддорстрой» тата «Регионстрой» пӗрлешӳсен хастарӗсем вӑй хураҫҫӗ (ертӳҫисем — Г. Б. Батраков, А. Л. Кириллов, А. Н. Федоров тата В. И. Куваев).

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Президенчӗ Н. В. Федоров: «Ҫитӗнӳ пӗр-пӗрне ӑнланса ӗҫленинчен килет» // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.03.30

Ҫак тапхӑрта улталанипе (1-рен 4 ҫити), коррупци енӗпе (1-рен 2 ҫити), вӑрланипе ҫыхӑннӑ (0-рен 1 ҫити) тата обществӑлла вырӑнсенче (13-рен 17 ҫити) преступлени тӑвасси ӳсрӗ.

Куҫарса пулӑш

Эрех ӗҫекенсем йӗркене ытларах пӑсаҫҫӗ // Александр МИХОПАРКИН. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.07.29

Ушкӑнпа преступлени тӑвасси ӳсрӗ (1-рен 6 ҫитрӗ).

Куҫарса пулӑш

Эрех ӗҫекенсем йӗркене ытларах пӑсаҫҫӗ // Александр МИХОПАРКИН. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.07.29

Район центрӗнче — пӗр хуйхӑ, ялсенче тирпей тӑвасси — тата пысӑкрах нуша.

Куҫарса пулӑш

«Ах, пулмасть пуль, пулмасть пуль…» // Ив. САЛАНДАЕВ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2016.07.26

Тирпей-илем тӑвасси пирки мӗн чухлӗ калаҫатпӑр, ҫыратпӑр, ятлаҫатпӑр — ҫӳп-ҫап ӑшӗнчен ҫав-ҫавах тухаймастпӑр.

Куҫарса пулӑш

«Ах, пулмасть пуль, пулмасть пуль…» // Ив. САЛАНДАЕВ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2016.07.26

Хушупа килӗшӳллӗн бюджетсен хушшинчи трансфертсене ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн тытӑмӗнчи регион программисен тӗллевӗсене (кӗперсем тӑвасси, реконструкцилесси тата юсасси) пурнӑҫа кӗртме параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ене хушма укҫа килет // Шӑмӑршӑ хыпарӗ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2016.07.29

Тротуар тӑвасси партком секретарьне И.Долгушина канӑҫ паман.

Куҫарса пулӑш

«Пылчӑклӑ атӑпа Чичикин пӳлӗмне кӗтӗм» // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Чӑваш Ен стоматологӗсем ӑсталӑхӗпе, пултарулӑхӗпе Челябинск, Белгород, Омск, Волгоград, Мускав, Екатеринбург хулисенчен, ытти хуларан килнӗ шӑл тухтӑрӗсенчен иртме пултарнинче, паллах, «Дент-а-мед» клиника ертӳҫин тӳпи пысӑк: Юрий Зорин тӗп тухтӑр ӗҫ-хӗле йӗркелеме пӗлнинчен, коллективри кашни ӗҫчене пулӑшса пынинчен тухтӑрсем вӑл е ку енӗпе ҫитӗнӳ тӑвасси нумай килет.

Куҫарса пулӑш

«Дент-а-мед» тухтӑрӗсен ӗҫӗ — ҫӗршывра чи лайӑххи! // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Вӗсем валли ӗҫ вырӑнӗсем тӑвасси пирки тӗплӗн шухӑшламалла.

Куҫарса пулӑш

Сӑваплӑ ӗҫ ҫынсене ырӑ еннелле улӑштарать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

5. Муниципалитетӑн нормативлӑ право акчӗсен проекчӗсен йӗркелӳ тӗлӗшӗнчен витӗм кӳреслӗхне хаклас ӗҫе предпринимательлӗх тата инвестици ӗҫ-хӗлӗн субъекчӗсем валли ытлашши тивӗҫсем, чарусем туса хуракан тата ӗҫе чарса пыракан е ҫапла тума пулӑшакан положенисене, ҫавӑн пекех предпринимательлӗх тата инвестици ӗҫ-хӗлӗн субъекчӗсем тата вырӑнти бюджетсем нимӗнпе ҫирӗплетмен тӑкаксем тӑвасси патне илсе ҫитерекен положенисене тупса палӑртас тӗллевпе тӑваҫҫӗ.

5. Оценка регулирующего воздействия проектов муниципальных нормативных правовых актов проводится в целях выявления положений, вводящих избыточные обязанности, запреты и ограничения для субъектов предпринимательской и инвестиционной деятельности или способствующих их введению, а также положений, способствующих возникновению необоснованных расходов субъектов предпринимательской и инвестиционной деятельности и местных бюджетов.

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче вырӑнти хӑй тытӑмлӑха йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен тата Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче вырӑнти хӑй тытӑмлӑха йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен" саккунӗн 2 статйин 2-мӗш пайӗн 2-мӗш тата 3-мӗш пункчӗсем хӑйсен вӑйне ҫухатни ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Пирӗн тӗллев ытларах ҫын пуҫтарасси мар, результат тӑвасси.

Наше цель не собрать большое количество людей, а иметь конечный результат.

Александр Блинов: «Эпир хупӑ мар, пирӗн площадка уҫӑ» // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2817.html

Хушма хуҫалӑхра туса илнӗ таварсене сутма тӑрӑллӑ пасар тӑвасси тахҫанах планра пулнӑ‚ ҫак енпе 2015 ҫултанах ӗҫ пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пасар уҫӑлчӗ // Татьяна НИКИТИНА. «Урал сасси», 2016.06.01

Производство компанийӗсене ҫавнашкал тулли хатӗрлӗхлӗ вырӑнсем кирлӗ пулни Индустри паркӗн иккӗмӗш черетне тӑвасси ҫинчен йышӑну тума хистерӗ – хальхинче вунултӑ резидент валли.

Востребованность подобных площадок «под ключ» со стороны производственных компаний привела к решению о создании второй очереди Индустриального парка - уже на 16 резидентов.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

«Чӑваш Енри халӑх ушкӑнӗсем» туризмпа кану кластерне тӑвасси» инвестици проектне пурнӑҫлас ӗҫ малалла пырать.

Продолжается реализация инвестиционного проекта «Создание туристско-рекреационного кластера «Этническая Чувашия».

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех