Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытӑнӗҫ (тĕпĕ: тытӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акӑ курӑр-ха, пӗтӗм хаҫатсем ҫырма тытӑнӗҫ!..

Вот увидите, все газеты будут кричать.

Вовка Грушинӑн «Архимечӗ» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 69–84 с.

Ярса илеҫҫӗ те мужиксем, кайран лайӑх шӑхличӗ калаттарма тытӑнӗҫ

Вот заполонят вас мужики, набьют вам сопелки…

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ларса юлать вара турбина хир варринче, выртӗ ҫул ҫинче юр айне пулса, иртен-ҫӳренсем кулма тытӑнӗҫ: ав епле Усть-Невински ҫыннисем!

Застрянет турбина где-нибудь в степи, будет лежать в снегу на дороге, а проезжие люди станут насмехаться: вот, мол, какие устьневинцы!

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тытӑнӗҫ ун чух ҫав кайӑксем ҫынсене сӑхма — хура курак турӑ хӑярне сӑхнӑ пек сӑхӗҫ…

Будут людей клевать, как грач арбуз клюет…

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Халех пеме тытӑнӗҫ.

Уже начали стрелять.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ун патӗнче ларнӑ чух пӗр-пӗр ҫавӑн пек сӑмах персе ярӑн та, хӑвӑнтанах кулма тытӑнӗҫ

Ну, скажешь что-нибудь подобное там, ведь тебя же осмеют все!»

Умӗнхи сӑмах // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Эпӗ вӗсене кунта юри кӗртмерӗм: ырӑ ҫынсене хӑратса пӗтерӗн те тата, утарҫӑран вара, ҫырлахтӑрах турӑ, пурте шуйттанран хӑранӑ пек хӑрама тытӑнӗҫ.

Я нарочно и не помещал их сюда: еще напугаешь добрых людей так, что пасичника, прости господи, как черта, все станут бояться.

Умӗнхи сӑмах // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Пурте васкаҫҫӗ: уйсенче хӑвӑрт ҫутӑлса пырать, айлӑмалла пытаннӑ колоннӑна нимӗҫсем асӑрхӗҫ те тупӑсенчен пеме тытӑнӗҫ.

Все торопились: в полях быстро светало, немцы могли обнаружить колонну, укрывшуюся в низине, и открыть по ней артиллерийский огонь.

XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Тӑхта-ха ак, нимӗҫсем епле тарма тытӑнӗҫ, — вӑт: вӗсем тарӗҫ-тӗк тарӗҫ!

Вот погоди, как немцы побегут, — вот те побегут!

I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Йӗкӗтсене пухатӑп та ак — тытӑнатпӑр вара эпир вӗсене ҫунтарма, вилеслех ӳлеме тытӑнӗҫ!

Подберу вот ребят — и мы тут такое им огненное пекло устроим, что они взвоют смертным воем!

XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Кун хыҫҫӑн ачасем витлеме тытӑнӗҫ.

Это потом все ребята задразнят.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Эпӗ, атте, кайӑттӑм, анчах кам малтан пуҫларӗ тесе тӗпчеме тытӑнӗҫ те…

Я бы, папа, пошел, да ведь выпытывать начнут, кто первый зачинщик был.

Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Е пӗрне кӑна, хӑйӗн чи пултаруллӑ ывӑлне, Кан-эра, вӗрентес-тӗк, ӑна пурте айӑплама, шӑллӗн ачисем пирки тӑрӑшмасть, теме тытӑнӗҫ.

Своих он, конечно, пошлет, Кан-эра обязательно, он у него самый умный, но тогда все станут его осуждать, скажут, что он плохо обращается с детьми младшего брата, не заботится о них…

Пӗртӑвансем // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 115–130 стр.

Капитан каланӑ тӑрӑх, ҫав хурахсем хушшинче иккӗшӗ ытла та хӑрушӑ ҫынсем, вӗсене каҫарма кирлӗ мар, ҫав икӗ усалтан хӑтӑлсан, ыттисем ирсӗр ӗҫсем тума пӑрахӗҫ, вӗсем вара каллех малтанхи пек усӑллӑ ӗҫпе пурӑнма тытӑнӗҫ, терӗ.

Капитан сказал, что среди них есть два опасных злодея, которые и начали бунт; едва ли нужно щадить их, но, если избавиться от этих двоих, остальные, он уверен, раскаются и снова вернутся к своей прежней работе.

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Вӗсем, тен, урӑхла шухӑшлама тытӑнӗҫ, вӑрӑ-хурах ӗҫӗпе пурӑнма пӑрахӗҫ, тӳрӗ ҫынсем пулса тӑрӗҫ.

Может быть, они одумаются, перестанут разбойничать и сделаются честными людьми.

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпӗ, алӑсемпе сулкаласа, кунта нумай тӑма хӑрушӑ, мӗншӗн тесен леш ҫыран хӗрринчи ҫынҫиенсем килӗҫ те пире хӑвалама тытӑнӗҫ тесе, ӑнлантарма тӑрӑшрӑм.

Я попытался объяснить ему знаками, что оставаться здесь невозможно, так как те дикари, что находятся сейчас на берегу, могут каждую минуту пуститься за ним в погоню.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

«Тискер этемсем пулсан, — терӗм эпӗ хама хам, — манӑн качакасене тупӗҫ, уйра пучах ларакан тырӑсене курӗҫ, вӗсем хӑйсене кирлисене илме яланах утрав ҫине килӗҫ; мӑн ҫурта асӑрхасан, вӗсем унта пурӑнакансене шырама тытӑнӗҫ, шырасан-шырасан мана та тупӗҫ».

«Если дикари, — говорил я себе, — найдут моих коз и увидят мои поля с колосящимся хлебом, они будут постоянно возвращаться на остров за новой добычей; а если они заметят мой дом, они непременно примутся разыскивать его обитателей и в конце концов доберутся до меня».

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Мӗнле вилнине пӑхсах тӑччӑр, вара чи хӑравҫӑсем те вилӗм ҫине хӑюллӑн пӑхма тытӑнӗҫ

Пусть посмотрят на смерть, тогда и самые робкие будут смелее глядеть ей в глаза…

XXVIII. Укрепленисенче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Малашне те ҫаплах пулсан, кушаксем те пӑлхав ҫӗклеме тытӑнӗҫ

Если дальше так пойдет, кошки и те примутся бунтовать…

III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ултӑ ҫул каялла ҫак ҫынсем курӑнман; виҫӗ ҫул каялла вӗсене ҫынсем ҫав тери курайман; халӗ… анчах халӗ вӗсем ҫинчен кирек мӗн шухӑшласан та пурпӗрех, тата темиҫе ҫултан, — вӑхӑт нумаях та иртмӗ, вӗсем «ҫӑлӑр пире!» тесе йӑлӑнма пуҫлӗҫ, вара вӗсем мӗн каланине пурне те пурнӑҫа кӗртсе пырӗҫ; тата темиҫе ҫултан, тен, темиҫе ҫултан мар, темиҫе уйӑхранах пулӗ, вӗсене ылханма тытӑнӗҫ те, вара намӑслантарса, кӑшкӑрса-шӑхӑрса, сцена ҫинчен хӑваласа ярӗҫ.

Шесть лет тому назад этих людей не видели; три года тому назад презирали; теперь… но все равно, что думают о них теперь; через несколько лет, очень немного лет, к ним будут взывать: «Спасите нас!», и что будут они говорить, будет исполняться всеми; еще немного лет, быть может, и не лет, а месяцев, и станут их проклинать, и они будут согнаны со сцены, ошиканные, страмимые.

VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех