Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытӑнать (тĕпĕ: тытӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Куҫ хупаканӗ ачасене шырама тытӑнать.

Закрывавший глаза начинает искать детей.

Хурала (вӑйӑ) // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

1971 ҫулта институт пӗтернӗ хыҫҫӑн Чистайри 3№ вӑтам шкулта вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентме тытӑнать.

В 1971 году, после окончания института, начал преподавать русский язык и литературу в средней школе №3 в Чистае.

Ҫӗнӗ министр // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

1937 ҫулта алла диплом илсен Ҫӗпрелӗнчи райфин уйрӑмӗнче ӗҫлеме тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Манӑҫми ырӑ ӗҫсем // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Ҫав ҫулах икӗ чӳречеллӗ пӗчӗк вокзал туса хураҫҫӗ, «Ульяновск – Хусан» пассажир пуйӑсӗ ҫӳреме тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пӑрӑнтӑк 65 ҫулта // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Июль пуҫламӑшӗнчен Тутарстанӑн тӗп хулин урамӗсем тӑрӑх обществӑлла транспорт ҫӗнӗ схемӑпа ҫӳреме тытӑнать.

В начале июля по улицам столицы Татарстана общественный транспорт будет ездить по новым схемам.

Хулара ҫӗнӗ автобуссем // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Томлай ялӗнче вырнаҫнӑ шкулти виҫҫӗмӗш класри ачасене вӗрентме тытӑнать.

Начинает учить детей в начальных классах школы, находящейся в деревне Томлай.

Аппӑшне качча илсе йӑмӑкӗпе ӗмӗрне ирттернӗ // ФАДЕЙ КОНСТАНТИНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Ҫав ҫулах Сыпайкасси пуҫламӑш шкулӗнче ачасене вӗрентме тытӑнать.

В тот же год начинает учить в Собоккасинской начальной школе.

Аппӑшне качча илсе йӑмӑкӗпе ӗмӗрне ирттернӗ // ФАДЕЙ КОНСТАНТИНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Кӗнекерен ывӑнсан Алиса алӑ ӗҫӗпе аппаланма тытӑнать.

Когда устаёт от книг, Алиса начинает заниматься рукоделием.

Тӑрӑшулӑха кура — хаклавӗ // Лариса ПЕТРОВА. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Пӗрремӗш курс пӗтернӗ ҫамрӑк каччӑ Совет Ҫарӗнче салтак тивӗҫӗсене пурнӑҫлама тытӑнать.

Юноша, окончивший первый курс, начинает нести воинскую службу в рядах Советской Армии.

Яланах малта пыма тӑрӑшать // Л.КУЗНЕЦОВ. «Елчӗк Ен», 2016.06.25

Ҫӗре кӗнисене «ӑсатса» янӑ хыҫҫӑн, каҫпа, Ҫимӗкӗн чи савӑнӑҫлӑ та асамлӑ, илӗртӳллӗ те хитре пайӗ тытӑнать.

Вечером, после "проводов" усопших, у Симека начинается самая веселая, магическая, заманчивая и красивая часть праздника.

Ҫимӗк // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Малтанах бокс секцинче, каярахпа ачасене чӑваш наци кӗрешӗвӗн мелӗсене вӗрентме тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ кӑмӑллӑ, тӗслӗхлӗ юлташ // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Часах Василий Архиповичӑн виҫҫӗмӗш хӗрӗ Санька та шкулта ӗҫлеме тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Зоя Космодемьянскаян амӑшӗпе тӗл пулнӑ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Ачасем пирӗн ӗҫе малалла тӑсакансем пулсан — халӑх йӗркеллӗ, малашлӑхлӑ аталанма тытӑнать.

Если дети будут продолжителями наших дел - народ начнет нормально, с перспективой развиваться.

Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№

Чӗре, юн тымарӗсем, сахӑр диабечӗ тата ытти чир аптӑратма тытӑнать.

Сердце, сосуды, сахарный диабет, а также могут возникнуть другие болезни.

Шурӑ ҫӑнӑхран пӗҫернӗ ҫӑкӑр // Петр МИРОНОВ. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Ку культура ҫуркунне, юр кайсанах шӑтма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ӗнен сӗчӗ чӗлхи ҫинче // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Пирӗн офицер ӑна тӗпчеме тытӑнать.

Наш офицер начинает его допрашивать.

Чӑваш сӑмахлӑхӗн те черечӗ ҫиттӗрех // Денис ГОРДЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Ҫитӗнекен ӑрӑва ҫарпа патриотизмла воспитани парас тӗллевпе пуҫарнӑ «Зарница» тата «Орленок» вӑййисен историйӗ социализм вӑй илнӗ тапхӑртах тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пӗри - пуриншӗн, пурте - пӗриншӗн // В.СИВВИ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

Ҫакӑ ӑна кӑҫалах хута яма май парать, апла пулсан онкологи пулӑшӑвӗ ҫынсемшӗн тата та юрӑхлӑрах пулма тытӑнать.

Это позволит уже в текущем году ввести его в действие, следовательно, онкологическая помощь станет доступнее.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Пепке ҫуралать кӑна-ха, патшалӑх вара уншӑн тӑрӑшма тытӑнать.

Ребенок только появляется на свет, а государство уже заботится о нем.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

1952 ҫулта СССР команди ҫуллахи Олимп вӑййисене хутшӑнма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми самантсем // Алексей ВОЛКОВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех