Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ача ҫуртӗнчен вӑл вӑрҫӑ хыҫҫӑн, хӑйне райисполком председательне суйласа лартсан кайнӑ, анчах вӑл унта та хӑйне пысӑк ҫынсем хушшинчи пек мар, ӑнлантарса ӳкӗте кӗртмелли пӗчӗк ачасем хушшинчи пек тыткаланӑ.
14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Облаҫран килекен тӗрлӗ представительсем хӑйсене ҫав тери хытӑ тыткаланӑ, куҫ умӗнчи пӗр-пӗр ҫитменлӗхе кӑтартса, председателе хытӑ ятланӑ, анчах ҫапла, асар-писер «тустарнӑ» чух ӑна чылай ҫӑмӑлрах пулнӑ.
11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Мӑйӗнчи шултра шӑлан ҫырли евӗр йӑмӑх хӗрлӗ шӑрҫа ярӑмне тыткаланӑ май Дымшаков ҫине шӑтарас пек ӳпкевлӗн пӑхса, Ксени ҫапла ыйтрӗ:
5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑрҫӑра эсӗ хӑвна ху колхозринчен авантарах тыткаланӑ пулмалла: аллуна ҫухатнӑ — паттӑр ҫапӑҫнӑ иккен.
XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Колхоз пурлӑхне Артамашов хӑйӗн пурлӑхне тыткаланӑ пек тыткалать.Артамашов распоряжается колхозным добром, как своим собственным.
V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӑл нихҫан та коновод пулман, хӑйӗн утне ачаш тыткаланӑ, ӑна питӗ тӑрӑшса пӑхса усранӑ, анчах Григорий яланах ҫакна асӑрхать: вӑл, хӑйӗн яланхи йӑлипе пилӗкӗ ҫумне чӑмӑртаса тытнӑ аллисене хускатмасӑр, учӗ патне пыма пуҫласанах, учӗн ҫурӑмӗ хумханса чӗтренсе илет: ут сехреленме тытӑнать.
12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Анчах та ытла усал пулнӑ ҫав амаҫури амӑшӗ, хӗрӗн ашшӗне вӑл хӑй аллинче хытӑ тыткалама вӗреннӗ-мӗн, упӑшки хӑйӗн ватӑ кӗсрин тилхеписене тыткаланӑ пекех хытӑ тыткаланӑ вӑл ӑна.
I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Коридорта вӗсем хӑйсене ирӗклӗн тыткаланӑ: тӑлӑпсен йывӑр аркисене сарса, стена ҫумне е кантӑк сакки ҫине таянса ларма, табак туртма, мӗн илтни ҫинчен сӑмах ваклама пултарнӑ.
XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Лешсем хӑйсене хӑйсем аван тыткаланӑ, ытти разведчиксем мӗн тунине пурне те тунӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
— Малтанах ирӗке яман пулсан, тилхепене хытӑрах тыткаланӑ пулсан, ан хӑра, пурӑннӑ пулӗччӗ.— Кабы он спервоначала не дал ей ходу, а укороту бы дал настоящую, жила бы небось.
I // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Ҫак улшӑнусем ҫине-ҫинех палӑра пуҫланӑ: халичченхи пек, йӑпӑр-япӑрах ӳкӗте кӗмен вӑл, йӑвашах та пулман, юлташӗсем хушшинче хӑйне хӑй хӑюллӑрах тыткаланӑ, калаҫасса ҫине тӑрса, хӑш-пӗр чух тата чӑрсӑртарах та калаҫнӑ, пур ӗҫе те вӑр-вар, ҫине тӑрса, хыпкаланса тунӑ, — хӑйӗн чунӗнче майӗпен капланса пынӑ тӑвӑл ӑна пӗрмаях ҫӗклентерсе пынӑ.
III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Хуҫлатса хумалли ҫӑмӑл сӗтеле чавсисемпе силлентерсе, вӑл час-часах телефон трубкине ярса тыткаланӑ, батальонсенче ӗҫсем мӗнле пыни ҫинчен ыйта-ыйта пӗлнӗ, комбатсен нимле айӑп та ҫуккине туйса тӑнӑ ҫӗртенех, вӑл вӗсене кӑшкӑра-кӑшкӑра тӑкнӑ, — вӗҫӗмсӗрех рубежа тӗреклетме васкатнӑ.
XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫамрӑк атлет ҫӗр айӗнче те хӑйне, строй йӗркине ҫухатмасӑр, темӗнле ҫын кӑмӑлне каймалла тыткаланӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Корнилов тӗксӗм хӗрлӗ пустава, ҫав тери таса япалана тыткаланӑ пек, тирпейлӗн сарчӗ те, вилнӗ командира витрӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Юлия Львовна ачасене мӗн тери хытӑ тыткаланӑ пулин те, ачасем Яков Яковлевичран мӗншӗн хӑранӑ пулсан та, Василий Платонович яланах тӗплӗ вӗренме хушнӑ пулсан та, Мария Никифоровна мӗн пек чӑкӑлтӑш шутланнӑ пулсан та, пурте сасартӑк ӑнланчӗҫ: ҫак ҫынсем тахҫанах тӑван, ҫывӑх пулнӑ, пурнаҫра вӗсемсӗр пурӑнма та ҫук…
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Пуҫтарӑннӑ казаксем, пурте рядовойсем пулнӑ пулин те, хорунжий хӑйне хӑй начальник пек тыткаланӑ пулин те, пурте Лукашкӑна анчах итлерӗҫ.
XL // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
— Тӗрӗс мар, асӑнӑпӑр та: Кандова асӑнсах ҫапла калаҫӑпӑр, сан ӑна шанмасӑр тӑма сӑлтаву пулман тетӗп эпӗ… вӑл хӑйне йӗркесӗр тыткаланӑ тенӗ шухӑшу та ан пултӑр санӑн…
XIV. Чун патӗнчи калаҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Клисурӑ ҫыннисем умӗнче хӑйне лӑпкӑрах тыткаланӑ пек кӑтартма тӑрӑшрӗ, чӗри хӑйӗн ҫав вӑхӑтрах юнпа имрелчӗ, вилеймен чун пек тапкалашрӗ.
III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫавӑнпа та Катерина Васильевна хӑйне кӑмӑллакан каччӑсем хушшинче чӑн-чӑн светски ҫынна курсан унпа интересленме тытӑннӑ; леш хӑйне ыттисенчен пуринчен те чипер тыткаланӑ, вӗсенчен пуринчен те ӑслӑрах, кӑмӑллӑрах калаҫнӑ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑл шутсӑр нумай ӗҫ тума ӗлкӗрнӗ, мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗн вӑхӑчӗпе те, ытти япаласене тыткаланӑ пекех, питӗ тирпейлӗ усӑ курма шутланӑ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.