Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тыткалани (тĕпĕ: тыткала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакнашкал вилӗмлӗ кӗрешӳре боец хӑйне тӳсӗмлӗн тыткалани тата унӑн ҫирӗп алли ҫеҫ ҫӗнтерӳ пама пултарать.

Тут, в этой смертельной борьбе, дает победу лишь выдержка бойца и твердость его руки.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Сире паҫӑрах каларӑм, дикарьсем ӑна мӗнле тыткалани вӑл хӑй вӗсене мӗн таран хисеп тунинчен килет, ҫапла вара, вӑл ӑслӑ та хастарлӑ ҫын пулсан, унӑн авторитечӗ туземецсен хушшинче ҫӳллӗ вырӑнта пулать.

Я уже говорил вам, что отношение к нему зависит от услуг, которые он оказывает племени, и если это храбрый, умный человек, то он пользуется большим авторитетом среди туземцев.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Хӑвна хӑв сыхламасӑр тата тимсӗр тыткалани хаклӑ хакпа хакланма пултарать.

За неосторожность и беспечность можно было заплатить слишком дорогой ценой.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ача чӑрсӑррӑн калаҫни, хӑйне хӑй ытла та чӗрре кӗрсе тыткалани Павкӑна ҫилентерсе ячӗ.

Нахальный тон и вызывающее поведение мальчишки разозлили Павку.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Унӑн хӑйне хӑй тыткалани те нумай енчен килӗшӳсӗр евӗрлӗ пулнӑ; упӑшкине тӗрӗссипех иккӗлентерме пултарнӑ, ҫырӑвӗсене вӑл пачах ют ҫын патне ҫырнӑ.

Все ее поведение представляло ряд несообразностей; единственные письма, которые могли бы возбудить справедливые подозрения ее мужа, она написала к человеку почти ей чужому.

VII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Унӑн аристократла кӑмӑлне Базаров хӑйне хӑй ирӗклӗн тыткалани тарӑхтарнӑ.

Его аристократическую натуру возмущала совершенная развязность Базарова.

VI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Кирилл Замятин иртнӗ кунсенче хӑйне мӗншӗн ҫапла вӑрттӑн-кӗрттӗн тыткалани тинех паллӑ пулчӗ ӗнтӗ мана.

Теперь мне стало ясно, почему у Кирилла Замятина был в последнее время такой таинственный вид.

«Крокодил ҫури» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 85–100 с.

Анчах Григорий Ильинична сӑмахӗнчен Наталья ӑна пуриншӗн те каҫарнине, ӑна чунтанах юратнине тата юлашки минутчен аса илсе пурӑннине пӗлчӗ те, ҫакӑ Григорие пушшех те асаплантарчӗ, чуна вӗҫӗ-хӗррисӗр ӳкӗнӳпе тӑвӑнтарчӗ, иртни пирки тата ҫавӑн чухне вӑл хӑйне мӗнле тыткалани ҫинчен йӑлтах ҫӗнӗлле шухӑшлаттарчӗ…

Но со слов Ильиничны Григорий знал, что Наталья простила ему все, что она любила его и вспоминала о нем до последней минуты, это увеличивало его страдания, отягчало совесть немолкнущим укором, заставляло по-новому осмысливать прошлое и свое поведение в нем…

XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Эсир хӑвӑра мӗнле тыткалани ҫинчен эпӗ вӑраха хӑвармасӑр ҫар штабне пӗлтеретӗп тата шантарсах калатӑп: результачӗсене нумай кӗтмелле пулмасть.

О вашем поведении я немедленно сообщу в штаб армии, и, смею вас уверить, результаты не замедлят сказаться.

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ксение пӗр япала — обком секретарӗ хӑйне питӗ лӑпкӑ, кунӗ тыткалани кӑна иментерчӗ; вӑл колхоза ӑнсӑртран ҫеҫ кӗрсе тухма шутланӑ пуль те, ҫавӑнпа васкавлӑ выводсем тӑвасшӑн пулмарӗ ӗнтӗ.

Единственно, что немного смущало Ксению, это та невозмутимость, с какой держался секретарь обкома; его могло извинить только одно — он завернул в колхоз случайно и, может быть, поэтому не хотел делать поспешных выводов.

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Унтан тата, килӗшӗр, эсир ытлашши чӑрсӑрланса калаҫни, хӑвӑра тыткалани… —

И потом, согласитесь, что ваш вызывающий тон, все ваше поведение…

LII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унӑн кашни хусканӑвӗнчех хӑйне хӑй ҫирӗп шанса тыткалани, васкама юратманни, чӗрӗ вӑй тапса тӑни сисӗнет.

Каждое движение его было налито твердой медлительной уверенностью, зрелой силой.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Утти тӑрӑн-тӑрӑн, хӑюллӑ; кӗрнеклӗ кӗлеткинче, хӑмӑр куҫӗсем ҫын ҫине уҫҫӑн та тӳррӗн тинкерсе пӑхнинче хӑйне мӑнаҫлӑ тыткалани сисӗнет; ҫаксем йӑлтах ӑна полкри ытти офицерсенчен уйӑрса тӑраҫҫӗ.

Энергическая походка, самоуверенность в осанке и в открытом взгляде карих глаз отличали его от остальных офицеров полка.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Петро киле Григорирен час-часрах ҫыру ярса тӑрать; Дарья ячӗпе килекен ҫырусенче ӑна хӑратма пӑхать, аскӑнланма пӑрахма хушать, — арӑмӗ хӑйне ирӗклӗ тыткалани ҫинчен ҫӳрекен сас-хура, ахӑртнех, ун патне те ҫитнех пулмалла ҫав.

Петро писал чаще Григория и в письмах, адресованных Дарье, грозил ей и просил бросить баловство, — видно, слухи о вольном житье жены доходили и до него.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчук хӑйне тӗлӗнмелле тыткалани ҫинчен калаҫкаласа, Меркулов ӳкерчӗке аяккалла шутарса хучӗ те саланма пуҫларӗ.

Рассуждая о странном поведении Бунчука, Меркулов отложил рисунок, стал раздеваться.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унтан та начартарах: боеприпассем ҫитмен вӑхӑтсем те пулчӗҫ; винтовка патронӗсене ҫирӗп шутпа тыткалани те пулкаларӗ.

Хуже того: не всегда хватало боеприпасов; были случаи, когда на строгом счету держали даже винтовочные патроны.

IX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Юргин хӑйне тыткалани Андрее, ҫутҫанталӑк хушнипе хӑй куҫӗ умӗнче халиччен нихҫан курман чечек ҫеҫке сарнӑ чухнехи пекех тӗлӗнтерчӗ.

Эти перемены в поведении Юргина восхитили Андрея так, как если бы на его глазах, по чудесному велению природы, внезапно раскрылся бутон никогда прежде не виданного цветка.

XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Хворостянкин хӑйне епле тыткалани ҫинчен парти пухӑвӗнче сӳтсе явӑр.

Надо обсудить поведение Хворостянкина на партийном собрании.

I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Марийка хӑйне мӗнле тыткалани Анфиса Марковнӑна ҫав тери килӗшмерӗ.

Анфиса Марковна осталась очень недовольной поведением Марийки.

IX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Нимӗҫсем ялта хӑйсене хӑйсем тыткалани Ерофей Кузьмича малтанхи кунсенчех кӑмӑла каймарӗ: пӗтӗм чунӗпе туйса илчӗ вӑл, вӗсем чӑнахах та пит хытӑ чӗреллӗ те хӗрхенӳсӗр иккен, кунта пурӑннӑ хушӑра вӗсенчен темӗн те кӗтме пулать.

Поведение немцев в деревне не понравилось Ерофею Кузьмичу с первого дня: он всей душой почувствовал, что они в самом деле жестоки и беспощадны и, пока находятся здесь, от них можно ожидать любых злодеяний.

XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех