Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсене вӑл хӑйӗн ӑсӗнче — ҫуланчӑксем, тесе ят панӑ, вӗсем нӳрлӗн ҫиҫкӗнсе тӑни уншӑн кӑмӑллӑ пулман, ҫавӑн пекех вӗсен пичӗсем те, куллисем те, сӑмахӗсем те ӑна килӗшмен, анчах та вӗсем хӑйсене ирӗклӗн те ҫӑмӑллӑн тыткалани, вӗсем пурин ҫинчен те калаҫма пӗлни, вӗсен илемлӗ костюмӗсем — ҫаксем пурте Фомара кӗвӗҫӳ, унпа хутӑшах хисеплӳ те ҫуратнӑ.
IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл хӑйне ҫапла тыткалани мана тӗлӗнтерчӗ.
Кашук // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Спартак тӳрӗ кӑмӑлла ҫын, ҫавӑнпа германец хӑйне ӑнланмалла мар тыткалани Эвтибидӑран килни ҫинчен шухӑшламан та вӑл.
XVIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Хӑйсене хӑйсем пурте ҫавнашкал тыткалани вӑл — пӗтӗмпех пропаганда.А то, что они прикидываются святыми, так это все одна пропаганда!
30 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Йытӑ хӑйне хӑй ҫапла тыткалани старшинана пӑшӑрхантарчӗ.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Эпӗ, чылайччен ҫывӑрса каяймасӑр, пӗр енчен, вӗсене хисеплесси, тепӗр енчен, ҫиелтен пӑхма вӗсем хӑйсенчен пистермелле курӑнни хушшинче иккӗленсе выртрӑм; ҫак ҫынсем нумай пӗлни, хӑйсене ансат тыткалани, тӳрӗ кӑмӑллӑ пулни тата ҫамрӑклӑхпа маттурлӑхӑн илемӗ вӗсене хисеплеме хистерӗҫ.
ХLIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӗсен калаҫӑвӗнчен илтнӗ кашни сӑмах мана тӑрлавсӑрла пек ҫеҫ мар, тӗрӗс те мар, французла та мар пек туйӑнать (ce n`est pas Frangais, терӗм эпӗ хам ӑшра), Семенов, Илинька тата ыттисем хӑйсене епле тыткалани, калаҫни, хӑтланкалани ырӑ йӑхран тухнӑ ҫынсенни пек пулманнӑн, йӗркесӗррӗн, «comme il faut» мар пек туйӑнчӗ.
XXXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл хӑйне ирӗклӗн те лӑпкӑн тыткалани мана шалт тӗлӗнтерчӗ.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Камчаткӑра пирӗн заводсем нумай, вӑй-хӑват пур, пурлӑха хуҫалла тыткалани ҫеҫ питех курӑнмасть.Заводов у нас на Камчатке немало, размах есть, а хватки хозяйской не слишком заметно.
Вӗри ҫӑл // Хӗветӗр Уяр. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 8–15 с.
Эпӗ чи пӗчӗк коммунар Мизяк хӑйне мӗнлерех тыткалани ҫинчен мӗн шухӑшлатӑп?И что я думаю о поведении самого маленького коммунара Мизяка?
66 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Темле асӑрхаса юлмалла мар паллӑсем тӑрӑх, хӑйне ҫав тери ирӗклӗн тыткалани, хӑвӑрт ҫаврӑнкалани тӑрах ҫак ҫын вӑрманта хӑйне хӑй килти пекех туйни, кунта вӑл кашни йывӑҫа, кашни йывӑҫ тӗмине, кашни сукмака пӗлни курӑнса тӑчӗ.
33 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Анчах ҫапах та вӑл халь питӗ аптрани палӑрчӗ — хӑйне ҫирӗп тыткалани мана улталаймарӗ.А все-таки он был сам не свой — все его самообладание не могло меня обмануть.
29 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Хӑвна тӗллӗн ҫирӗп тыткалани пулмарӗ, акӑ мӗн!
23 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Эпӗ унӑн ҫыруне вуланипе вуламаннине, ӑна хирӗҫ мӗн тӑвассине пӗлес килни, яланхи пек мар калаҫупа интересленни, хӑйне мӑнаҫлӑн тыткалани, курнӑҫланма хӑтланни — ҫаксем пурте эпӗ кӳрентернине пула пӑчланчӗҫ, таҫта пӗрхӗнсе тухса кайнӑ пек пулчӗҫ.
22 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Анчах ача хӑйне ҫавӑн пек тӗлӗнтермӗшле тыткалани мӗнрен килнине врач пире ӑнлантарса параймасть.Но врач не может объяснить нам странное поведение мальчугана.
14 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Халӗ Таграт Экэчо хӑйне ӑнланмалла мар тыткалани ҫинчен шухӑшлама тытӑнчӗ:
Хӗл хӑрарӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Вӑл хӑйне епле тыткалани, аллисене епле сулкалани, йӑл кулли, ытла та ырӑ, ытла та кӑмӑллӑ пулни — хура-шур пайтах тӳссе курма ӗлкӗрнӗ комсомолецсен чун-чӗрине тӳрех пырса тивет: вӑл пӗр ҫӗклентерсе, пӗр хурлантарса ярать, нумайӑшӗн вара хумханнипе, ҫав вӑхӑтрах чӑн телее ҫумра туйнипе куҫҫулӗсем те кӑшт ҫеҫ тапса тухмаҫҫӗ куҫӗсенчен.
Комсомол // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Владимир хӑй тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ мана — вӑл хӑйне рабочисемпе мӗнлерех тыткалани, мӗнлерех калаҫни, кашнинпех, ҫулланнӑ каменщиксенчен пуҫласа ешӗл штукатурщицӑсем таранах, питӗ хӑвӑрт пӗр чӗлхе тупма пӗлни (штукатурщицӑсем хушшинче леш пуҫтах Глашка та пурччӗ-ха, чӗрӗ куҫлӑ, ҫивчӗ чӗлхеллӗ хӗр — паян та вӑл Владимирпа пӗрре мар аташса-шӳтлесе илчӗ: «Мӗн, арӑмунтан хӑратӑн-им? Манӑн вӑт никамран хӑрамалли те ҫук…»).
7 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Маринка хӑйне ҫапла ирӗклӗн тыткалани ҫак йӑлӑхтармӑш сӗтел хушшинчи алӑ-урана тӑллакан сывлӑша самаях уҫӑлтарать.Маринкина непринуждённость несколько разряжала бонтонную атмосферу этого занудного застолья.
6 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Ӗнер вӑл ӑнӑҫлӑ операцирен таврӑнчӗ, Семилетов вара Фатых хӑйне лайӑх тыткалани ҫинчен пӗлтерчӗ.Вчера он возвратился с удачной операции, и Семилетов докладывал мне, что Фатых вел себя хорошо.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.