Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туять (тĕпĕ: туй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр ҫӗртен Янтул пуҫне пӑркӑч тӗвви шӑтарнӑ пулмалла, ҫӳҫӗ ҫийӗпе юн палкаса юхнине туять пек Янтул.

В одном месте голову Яндула, видимо, поранило узлом накрутника — волосы слиплись от крови, и чудится ему, что по виску и сейчас сбегает теплая струйка.

Янтул несӗлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кунта та вӑл ют ҫынсем патӗнче, анчах килтинчен те килти пек туять хӑйне.

Здесь он тоже был среди чужих людей, но ощущал себя как дома.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тулта ҫанталӑк мӗн чул хытӑрах урать, Янтул та хӑйне хӳтӗлӗхре ҫавӑн чул лайӑхрах туять.

Чем больше беснуется вьюга, тем радостнее на душе Яндула: он в тепле и уюте.

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Ҫук, вӑл эсӗ укҫаллине туять, — тӳрлетрӗ ӑна юлташӗ.

— Деньги она твои чует, — поправил приятеля Педер.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Эпӗр арҫыннине туять, — терӗ Ивук вӑл тухса кайсан.

— Мужиков настоящих в нас чует! — хвастливо заявил Ивук, когда девушка ушла.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Гриппа ытти респираторлӑ чирсен паллисем пӗрпекрех: ӳт температури ӳсет, вӑй чакать, сӑмса хупланать, ҫын хӑйне питӗ япӑх туять.

Куҫарса пулӑш

Грипран вӑхӑтра сыхланӑр // Е.Егорова. http://kasalen.ru/2022/09/20/%d0%b3%d1%8 ... bda%d1%80/

Ун ҫине пӑхсан шӑннӑ ҫын ӑшӑнса каять, ватӑ ҫын хӑйне ҫамрӑк пек туять.

Взглянешь на нее — и кажется, старый помолодеет, немощный оживет.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл хӑйӗн кашни тымарринче вӗри юн тапса тӑнине туять, вӑйне ниҫта хураймасӑр тӑвӑнать.

Злоба придает ему небывалую силу, кровь так и кипит в его жилах.

Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тулти ҫын темӗскер ырӑ маррине туять пулас, алӑка шӑкӑрт! тутарса ҫаклатса лартать те ӳсӗркелесе илет.

Человек за дверью, видимо, почуял неладное и, накинув снаружи на дверь крючок, выразительно покашлял.

Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кирек ӑҫта та вӑл хӑйне килти пек туять, ҫемьери пек тыткалать.

И всюду он чувствует себя словно в родном доме, в родной семье.

Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кашкӑр пӗр еннелле — малалла пӑхать, ҫав вӑхӑтрах айккинчисене те, хыҫалтине те курать те, туять те.

Волк смотрит всегда в одну сторону — вперед, но видит и чует все по бокам и сзади.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӑнтӑрлахи пек ҫак янкӑр тӑрӑ тӗнче уҫлӑхӗнче Ухтиван темшӗн хӑйне те хурт-кӑпшанкӑсем пекех айваннӑн та пӗчӗккӗ пек туять.

В этом ночном безбрежном мире Ухтиван и сам вдруг ощутил себя маленькой букашкой.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шутсӑр пӗччен пек туять хӑйне Яриле ют ҫынсем хушшинче.

Уж очень неуютно чувствует себя Яриле один на один с чужими людьми.

Кантуртисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтиван унӑн ҫӑви сассине илтет, вӑл хӑй ҫине пӑхнине туять.

Ухтиван слышит звон ее косы, чувствует спиной взгляд девушки.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чиркӳ тӑрринче ҫех хӑйне этем пек туять Микки (Микихвӗр Петрович Архангельский), Шурча пупӗн тӑван пиччӗшӗ.

Только здесь, на колокольне, чувствует он себя человеком — Никифор Петрович Архангельский, родной брат акрамовского попа Александра Петровича Архангельского.

Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Ӑш-чикӗнче Ухтиван темӗнле халиччен пӗлмен вӗри кӑмӑл ҫӗкленнине туять: хӑмлаллӑ сӑра хӑйӗннех тӑвать!

— Ухтиван почувствовал, что внутри у него вздымается какая-то горячая волна: хмельное пиво сделало свое дело!

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑйӗнчен тар шӑрши кӗнине Паҫа хӑй те туять.

Пазя сама чувствовала, что от нее пахнет потом.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Барон туять, Чечек халь уншӑн — Тӗнче сасартӑк уҫӑлни.

Куҫарса пулӑш

XXXV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Туять, курать: куҫ хӑрпӑк витӗр Сӳнмесӗр сапӑнать хӗлхем.

Куҫарса пулӑш

XVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Туять хӗр: вӑрттӑн чун йӗрет.

Куҫарса пулӑш

V // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех