Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туять (тĕпĕ: туй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Туятӑп, ӑшша ӑна кирек кам та туять, — тесе Мирун пичче ывӑлӗ еннелле тайӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Хул-ҫурӑма пусӑрӑнтарнӑ темле йывӑр япалана илсе ывӑтнӑ пек хӑйне вӑл ҫӑмӑлраххӑн, ирӗкреххӗн туять.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

— Чиперех туять, тӑнӗ пур, сывалас пек! — пӗлтерчӗҫ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫумӑрлӑ ҫанталӑк пуҫланас умӗн сывлӑш нӳрленме тытӑнать, кашни йывӑҫ-курӑк ҫав нӳре хӑйне май туять.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Патшин куҫӗ куҫкалать Урха ҫинчен хӗр ҫине: Пӑхнӑ ҫемӗн вӑл туять Иккӗш пӗр юн иккенне.

Куҫарса пулӑш

VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ватлӑх ватлӑхах ҫав, вӗсен шӑм-шакӗ ҫанталӑк улшӑннине те хӑвӑрт туять, организмӗ те хавшасах пырать.

Куҫарса пулӑш

Эмелпе те, ӑшӑ сӑмахпа та сиплет // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8d%d0%b ... %b5%d1%82/

Хӑйне аван туять, килте ҫӳрет, ирсерен физкультура хусканӑвӗсем те тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Пурӑнатпӑр-ха, тӑван, пурӑнатпӑр... // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... uranatpar/

Ҫурма тӗттӗмре пулин те Авдей хӑй ҫине пӑхнине, ӑна аллинчен ҫупӑрланине туять.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Тахҫантанпах сисет ӗнтӗ Сима: килӗштерет ӑна Микола, хӑй ҫине мӗнле пӑхнинченех туять ӑна хӗр, анчах паянхи пек иккӗн ҫеҫ уйрӑм тӑрса курман-ха вӗсем, кинона та, киноран та тӑваттӑн пӗрле таврӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Халӗ ак, участокри ҫамрӑксемпе вӑл хӑйне питӗ телейлӗ туять.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Хӑш-пӗр хӗрарӑмсем каланӑ пек «ӑс вылянӑ вӑхӑт» иртсе пырать-ши Андрейӑн, хӑйне вӑл йӑлтах ҫитӗннӗ ҫын пек туять.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Кӗрӳшӗпе халӗ те чунне уҫсах калаҫмасть-ха вӑл, типпӗнреххӗн калаҫнине чӗрипе туять Ревлен Петрович, ҫапах та Владимир Сергеевич халӗ рабочисемпе те шӳтлекелесе илет, ҫамрӑксем умӗнче те чылайччен тытӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

10 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ашшӗ ӗҫсӗр выртнипе кӑмӑл-туйӑм енчен хавшаса пынине туять вӑл.

Куҫарса пулӑш

2 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Кам ҫырнине те чухлать Лена, ӑна чӗрипе туять.

Куҫарса пулӑш

I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

12. Ача туслӑхра пурӑнать пулсан, хӑйне кирлӗ пек туять пулсан — вӑл ҫак тӗнчере юрату тупма вӗренет.

12. Если ребенок живет в атмосфере дружбы и чувствует себя необходимым — он учится находить в этом мире любовь.

Мария Монтессори ашшӗ-амӑшӗсем валли ҫырнӑ канашсем // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1249

Вӗсене курсан, Иван Ткачук хӑйне ҫухалса кайнӑ пек туять.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Ҫапах та вӗрентекен класри ачасем лӑпкӑ маррине, вӗсем пӗр класри арҫын ачаран ютшӑннине туять.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентекен — пӗлӳ хуҫи, телей тӗнчин чӑн-чӑн уҫҫи… // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b2e%d1% ... 3cc%d0%b8/

Виктор унӑн кӑмӑллӑн та шанса пӑхакан куҫӗсене курать, ӑшӑ аллине туять.

Он видит ее добрые, доверчивые глаза, ощущает ее теплую руку.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Виктор каллех унӑн аллисен ӑшшине туять.

Снова он чувствует теплоту ее руки.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Кӗҫтук каникула таврӑнмассерен, пушӑ вӑхӑтра, Григорьевсем патне кайса ларма юратать, тепӗр чухне ҫав лӑпкӑ та килӗшӳллӗ ҫемьере вӑл хӑйне хӑй килтинчен те лайӑхрах туять, унта калаҫса-кулса пӑлхавлӑ чунне лӑплантарать.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех