Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туять (тĕпĕ: туй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑнтӑрла вӑхӑтӗнче хӑйне чӑн хуҫа пек туять ҫӳлте.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ҫак кӗвве кашниех туять, илтет…

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Хӗрача вара пӗрремӗш хут ҫын ҫапла пӑхса илнипех чӗре пӑлханса тапнине, ҫӗр ҫинче вӗҫӗмсӗр пурӑнас, ӗҫлес, ӗмӗтленес килнине туять.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫук, Укахви хӑй тусран уйрӑлнӑн туять

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ӑна сӑмахпа калама ҫук, ӑна чун сисӗмӗ ҫеҫ туять

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Халӑх вара суккӑр мар — мӗн пулса иртнине чухлать, хӑйне хывӑхпа улталама тӑнине туять.

Куҫарса пулӑш

Улталаймарӗҫ. Улталаймӗҫ // Николай АНТОНОВ. http://alikovopress.ru/ultalajmarec.-ult ... ajmec.html

Ҫавӑнпа та патшалӑх, республика ертӳлӗхӗ кӳрекен пулӑшӑвӑн пӗлтерӗшне никамран лайӑхрах туять вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗп чунлисене те пулӑшу кирлӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60568

Амӑшӗн аллинче пӗчӗк хӗр пӗрчи хӑйне хӳтлӗхре туять.

Куҫарса пулӑш

Ҫичӗ ачана ҫӑлнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61000

Ҫапах хӑй умӗнчи пысӑк яваплӑха аван туять вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ӑнтӑлу хӗлхемӗ вӑй парса тӑрать // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d3%91%d0%b ... %82%d1%8c/

Кӗлеткипе самӑртарахскер, кӑшт шатра питлӗскер, вӑл хӑйӗн арӑмне юратать ӗнтӗ, ӑна Валерия Ивановна туять.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Врачсене паян килмесен те юрать тесе, пысӑк савӑнӑҫпа шӑнкӑртаттарчӗ: профессор хӑйне аван туять.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Итлекен итлеттерекенӗ мӗн кӑтартасшӑн пулнине пӗтӗмпех курать, вӑл мӗн туйтарасшӑн пулнине ӑспа та, чунпа та туять, вара сасартӑк хавхаланса, ҫунатланса канса, ҫапла шухӑшлать: чӑнах та ҫапла вӗт ҫурхи катара, чӑнах та ҫапла кӗрхи вӑрманта!..

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Туйӑмлӑ ҫын туять, сисӗмлӗ ҫын сисет.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Туять вӑл: ҫак самантра эрех ӗҫни пуҫа йӑлмака чикнипе пӗрех.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ҫул хыттине ура кӑна туять.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Туятӑп, ӑшша ӑна кирек кам та туять, — тесе Мирун пичче ывӑлӗ еннелле тайӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Хул-ҫурӑма пусӑрӑнтарнӑ темле йывӑр япалана илсе ывӑтнӑ пек хӑйне вӑл ҫӑмӑлраххӑн, ирӗкреххӗн туять.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

— Чиперех туять, тӑнӗ пур, сывалас пек! — пӗлтерчӗҫ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫумӑрлӑ ҫанталӑк пуҫланас умӗн сывлӑш нӳрленме тытӑнать, кашни йывӑҫ-курӑк ҫав нӳре хӑйне май туять.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Патшин куҫӗ куҫкалать Урха ҫинчен хӗр ҫине: Пӑхнӑ ҫемӗн вӑл туять Иккӗш пӗр юн иккенне.

Куҫарса пулӑш

VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех