Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туять (тĕпĕ: туй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малтан вӑл турхан мӑнукӗ ӑна йӗкӗлтет, ӗҫ ҫукран ҫапла хӑтланать пуль тенӗччӗ, халь туять ӗнтӗ, Сарьен хӑйӗн те чун туртӑмӗ пур, хӑй те хисеплет, кӑмӑллать вӑл кунӗн-ҫӗрӗн картишӗнче, пахчара, витере тӑрмашакан йӗкӗте.

Куҫарса пулӑш

8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӗне-выльӑх унта черетпе пырса тӑрать, канлӗхе туять.

Куҫарса пулӑш

Вӑрнарсем кӑтартуллӑ ӗҫлени килӗшнӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11432-v- ... ni-kil-shn

Ашшӗпе ача хӑйне хӳтлӗхре туять, ӑна лӑпкӑ.

Куҫарса пулӑш

Ачасем ашшӗсене саламлаҫҫӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11512-ac ... -salamlacc

Туять пӑянамӗ, кинне халь курӑк шывӗнчен ытларах вӗретнӗ сӗт кирлӗ, йытӑ какайӗ кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Ват ҫын хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӗрипе туять ӑна Иливан, сӑмахпа каласа ӑнлантараймасть.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

1. Пурте туяҫҫӗ, ухмах ҫын та туять: Хусан патшалӑхӗ хӑй тӗллӗн тытӑнса тӑма пултараймасть.

Куҫарса пулӑш

11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку калаҫу мӗнпе пӗтессине вӑл малтанах туять.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑйне айван туять вӑл сан ҫумра.

Куҫарса пулӑш

Ан куртӑр ют // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 35 с.

Пӗрремӗш хут каччӑ хӑйне виҫҫӗмӗш тӳперине туять, ӑна темӗнле мӑн кӑмӑллӑх ҫавӑрса илет: вӑл вӑйсӑр мар.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Хӑйне вӑл виҫӗ кун ӗнтӗ юпах тиха пекех туять.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 131–134 с.

Ҫывӑх ҫыннисем хавхалантарнипех ӗнтӗ вӑл хӑй кирек мӗнле тӗллеве те ҫӗнтерме пултарасса туять.

Куҫарса пулӑш

Ҫемьерен хаклӑ пуянлӑх ҫук // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11796-ce ... anl-kh-cuk

Чӗрипе туять вӑл.

Хотя муж сердцем почуял измену.

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Паян вӗсемшӗн татӑклӑ кун иккенне те туять ҫамрӑк хӗрарӑм.

Молодая женщина чувствовала, что сегодня для них очень знаменательный день.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ӑшӗнче хаярлӑх капланса хӑпарнине туять вӑл.

В душе Яндула вскипела лютая злость на самого себя.

Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑл енчен Янтул хӑй ҫынсенчен катӑккине туять, хурланать уншӑн.

Правда, из-за этого Яндул чувствует себя не совсем уютно, даже переживает.

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫӑраҫҫийӗ те Енчӗнек аллинчех ӗнте, — упӑшки хӑйне савнине курать, туять ҫамрӑк хӗрарӑм, кӑшт ҫех ҫывӑхрах пулмалла, йӑпатмалла пуль, — пӗлмест вӑл ун пек.

Ключ от нее вроде бы в руках Ендебек, и она чувствует это, ей надо бы быть немного ласковей, ближе к мужу, но она не умеет этого делать.

Ҫӑва ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хыҫалта кантур хуралҫи йӗрлесе пынине вӑл пӗтӗм кӗлеткипе туять.

Не видя, спиной ощущал, что конторская ищейка идет за ним следом.

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑрах куҫӗпе вӑл умӗнчи катӑлнӑ уйӑха курать, хӑрах хӑлхипе шӑпчӑк юррине итлет, сӑмсипе тусан шӑршине туять, асӗнче — арӑмӗн сӑнӗ.

Одним глазом он видит в небе ущербный месяц, уши слушают заливистое пение соловья, ноздри улавливают запах пыли, а в мозгу образ любимой жены.

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ачи пирки шухӑшланипе Янтул хӑйне те ача пек туять.

Думая о ребенке, Яндул и сам в какой-то степени становится ребенком.

Ят шырани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ун ҫинчен аса илсенех хӑйне сӑрт тӑрринчи пек туять Янтул.

и он ощущает себя на вершине высоченной горы.

Ят шырани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех