Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тухнӑскер (тĕпĕ: тух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Герасим Федотовича картлашка ҫине тӑратса хӑварса вестибюле хӑюллӑн кӗнӗ Мамарланов: «Сабира патне палатӑна кӗртмеҫҫӗ, хӑйне те кӑлармаҫҫӗ», — тесе кӗҫех каялла вӑркӑнса тухнӑскер чӳрече умне чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Сирӗн кандидатурӑна асра тытӑпӑр, Мамарлановпа калаҫса пӑхӑпӑр, — текелесе Никифор Варламович калаҫӑва урӑх еннелле пӑрса ячӗ, кӗҫех сӗтел хушшинчен тухнӑскер, каллех кӑмака ҫумӗнчи пукан ҫине ларчӗ, купӑсне хурлӑхлӑн нӑрлаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Тимахван мучин кӗҫӗн ывӑлӗ Улатимӗр, Ленинградри политехника институтӗнчен вӗренсе тухнӑскер, ҫав хуларах пурӑнма юлнӑ, унтах авланнӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хӗр, темле геолога качча тухнӑскер, Ҫӗпӗре кайнӑ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Геннадий Лисин, шӑпах ҫав ҫул Патӑрьелӗнчи педагогика училищинчен вӗренсе тухнӑскер, Николая хӑйӗнпе пӗрле Мускава Литература институтне вӗренме илсе каясшӑн пулнӑ, анчах лешӗ килте укҫа-тенкӗ ҫитменнине пула унпа каяйман.

Куҫарса пулӑш

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Строительнӑй техникумран вӗренсе тухнӑскер вӑрҫӑ хыҫҫӑн ҫӗнӗ заводсем, пурӑнмалли ҫуртсем, кермен пек ҫӗнӗ дворецсем тума ӗмӗтленетчӗ…

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Амӑшӗпе пӗрле хӑтарнӑ ача Кирукран пӗр ҫул кӗҫӗнрех, улттӑмӗш класран вӗренсе тухнӑскер.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫак кӗтемӗнех Милосердина Людмилӑпа (халӗ ӗнтӗ вӑл, тухтӑра вӗренсе тухнӑскер, Шупашкарти пӗр пульницӑра врач-педиатр пулса ӗҫлет) пӗрлешсе ҫемье ҫавӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ҫирӗм утӑм пек кайсан, ҫаврӑнса пӑхрӑм: анчӑк, ман хыҫҫӑн урама тухнӑскер, мана чӗп-чӗрӗ куҫӗпе ӑсатса, пӗр хускалми тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

— Кашӑк сутакан цыгансен йӑхӗнчен тухнӑскер.

— Из породы этих ложечников.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Григорьев, сӑран атӑпах тухнӑскер, сиксе анса, ҫуна хыҫӗнчен тытса чупрӗ, унтан пирус туртма тесе, каччӑсен ҫуни ҫине ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӑл ӗнтӗ, вӑрман ӗҫӗпе пуйса ял кулакӗнчен пысӑк хуҫана тухнӑскер, баронран кая мар ҫӗр улпучӗ хӑй пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ҫтаппан, килтен лайӑх апатланса тухнӑскер, яшкана темиҫе кашӑк сыпкаларӗ те какайне тутанса пӑхмасӑрах сӗтел хушшинчен тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл Мускаври аслӑ ҫар училищинчен вӗренсе тухнӑскер пулнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Пултаруллӑ та паттӑр ентеш // Николай ВАСИЛЬЕВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10761-pu ... t-r-entesh

Чӑнах та, пӗрремӗш хут куракан ҫын ҫак хӗрарӑм вун виҫӗ ҫул пуп матушки пулнӑ тесе калаймӗ, пӗр иккӗленмесӗрех, ку хӗр тин ҫеҫ пӗр-пӗр гимназирен вӗренсе тухнӑскер пулӗ-ха тесе шутлӗ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫамрӑк патша, сӑрт ҫине пуринчен малтан ишсе тухнӑскер, кунта чаплӑ хула пуласси ҫинчен пӗлтерет.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Мӗн пулать, — тесе, пӗрре тухнӑскер ҫавах кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Иртнӗ ҫулта кӑна ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкултан вӗренсе тухнӑскер, урӑх ниҫта та каймарӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Эпӗ, вырӑнтан ирех тухнӑскер, малтан нимӗн те ӑнланмарӑм пулсан, халь кашни минутранах паракан хыпарсем мана пулса иртнӗ ӗҫсемпе йӑлтах паллаштарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Эпӗ, ирхине тӑварпа ҫӑкӑр ҫеҫ ҫисе тухнӑскер, йӑлтах вӑйран сулӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Вутӑ йӑтни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех