Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тухаймастӑп (тĕпĕ: тух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпӗ хам та нимӗн ӑнланмастӑп; эпӗ сирӗнтен те ытларах пӑтрашатӑп, тӗттӗмлӗхрен тухаймастӑп, — терӗ Ольга.

— Я сама ничего не понимаю; я больше в хаосе, во тьме, нежели вы! — сказала она.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫук, атте, эсӗр хуть мӗн тусан та, эпӗ вӗсен умне тухаймастӑп», — тенӗ.

Нет, папа, как вам угодно: я ни за что не покажусь».

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Черетлӗ ҫырура вӑл хӑйӗн пур хуйхи-суйхи ҫинчен те пӗлтерсе тӑракан пӗртен-пӗр ҫын — Метеорологи сержанчӗ патне: эпӗ кунтан тухаймастӑп та пулӗ, тепӗр тесен — тухманни авантарах та вӑл, мӗншӗн тесен урасӑр лётчик — ҫунатсӑр кайӑк пекех, вӑл пурӑнма, ҫиме пултарать, анчах вӗҫме — нихҫан та вӗҫеймест, манӑн ҫавӑн пек ҫунатсӑр кайӑк пулас килмест, ҫавӑнпа та эпӗ хамӑн пурнӑҫ чи япӑххӑн вӗҫленнине те лапкӑнах кӗтсе илме хатӗр, пурнӑҫ вӗҫӗ часрах ҫиттӗрччӗ кӑна, тесе ҫырчӗ.

В очередном письме он сообщил даже «метеорологическому сержанту», кому единственно поверял теперь свои горести, что, пожалуй, ему отсюда уже не выйти, что это даже и лучше, потому что летчик без ног — все равно что птица без крыльев, которая жить и клевать еще может, но летать — никогда, что не хочет он оставаться бескрылой птицей и готов спокойно встретить самый плохой исход, лишь бы скорее он наступал.

8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Амӑшӗ пепкине пӑхманнине ют хӗрарӑм пушшех тимлес ҫук. Эпӗ ватӑлса, халсӑрланса пыратӑп. Пӗтӗм шанӑҫӗ те ун ҫинче. Кӗлеткерен те Валерия ӳсрӗ, йӑтма йывӑр. Сӑмахран, хам тӗллӗн мунчана илсе тухаймастӑп ӑна», — чунне уҫрӗ Марье аппа.

Если мать не присматривала, то чужая женщина тем более не проявит инициативу. Я старею, ослабеваю. Вся надежда на него. Валерия выросла, поднимать трудно. Например, сама не могу ее в баню отнести", - открыла душу тетя Марья.

Ашшӗ сусӑр ачине интерната паман // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

9. Манран пӗлӗшӗмсене сивӗтрӗн, вӗсене манран йӗрӗнмелле турӑн; мана хупса лартнӑ — ӗнтӗ тухаймастӑп.

9. Ты удалил от меня знакомых моих, сделал меня отвратительным для них; я заключен, и не могу выйти.

Пс 87 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Моисей пынӑ та Израилӗн мӗнпур [ывӑлне] ҫак сӑмахсене каласа панӑ, 2. вӗсене ҫапла каланӑ: эпӗ ӗнтӗ ҫӗр ҫирӗм ҫулта, эпӗ ӗнтӗ тухаймастӑп та, кӗрейместӗп те, Ҫӳлхуҫа та мана: «эсӗ ҫак Иордан урлӑ каҫаймӑн» терӗ; 3. Ҫӳлхуҫа Турру Хӑй пырӗ сан умӑнтан; Вӑл ҫак халӑхсене санӑн куҫу умӗнчен пӗтерӗ, эсӗ вӗсене хӑвӑн аллуна илӗн; Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, сан умӑнтан Иисус пырӗ; 4. [Иорданӑн ку енче пулнӑ] Аморрей патшисене Сигонпа Ога тата вӗсенӗн Хӑй пӗтерсе тӑкнӑ ҫӗрне Ҫӳлхуҫамӑр мӗн кӑтартрӗ, ҫак халӑхсене те Вӑл ҫавнах кӑтартӗ; 5. Ҫӳлхуҫа вӗсене сирӗн аллӑра парӗ, эсир вара вӗсене эпӗ хӑвӑра ӳкӗтлесе каланӑ ӳкӗтсем мӗн хушнине кӑтартӑр; 6. ҫирӗп те хӑюллӑ пулӑр, ан хӑрӑр, [ан шикленӗр,] ан сехӗрленӗр вӗсенчен, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Турру Хӑй санпа пӗрле пырать, санран Вӑл уйӑрӑлса та каймӗ, сана пӑрахса та хӑвармӗ, тенӗ.

1. И пошел Моисей, и говорил слова сии всем [сынам] Израиля, 2. и сказал им: теперь мне сто двадцать лет, я не могу уже выходить и входить, и Господь сказал мне: «ты не перейдешь Иордан сей»; 3. Господь Бог твой Сам пойдет пред тобою; Он истребит народы сии от лица твоего, и ты овладеешь ими; Иисус пойдет пред тобою, как говорил Господь; 4. и поступит Господь с ними так же, как Он поступил с Сигоном и Огом, царями Аморрейскими, [которые были по эту сторону Иордана,] и с землею их, которых он истребил; 5. и предаст их Господь вам, и вы поступите с ними по всем заповедям, какие заповедал я вам; 6. будьте тверды и мужественны, не бойтесь, [не ужасайтесь] и не страшитесь их, ибо Господь Бог твой Сам пойдет с тобою [и] не отступит от тебя и не оставит тебя.

Аст 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех