Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туни (тĕпĕ: туна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шкул директорӗ вара шӑпах ҫакна вӗрентет те: «Килӗшет-и, килӗшмест-и сире пӗр-пӗр ӗҫ — пурнӑҫра кирлӗ вӑл ӗҫе туни, ун валли ҫын ҫитмест, сирӗн ҫав енне сулӑнмалла».

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Ф.В.Панин хирург ҫӑлса хӑварчӗ, пӗвере блокада туни пулӑшрӗ-тӗр.

Куҫарса пулӑш

«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.

Сахал бюджетлӑ ҫурт-йӗре массӑллӑ майпа туни чӑн малтанах республикӑри сахал тупӑшлӑ ҫынсене хваттер ыйтӑвне татса пама пулӑшӗ.

Массовое возведение малобюджетного жилья поможет решить квартирный вопрос жителям республики с невысокими доходами.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Ман шутпа ҫапла май туни ҫул ҫинчи вӑхӑта тӑсать кӑна.

Мне кажется, то, что так сделали, только время в пути растягивает.

Транспорт реформи — ырламалла е хурламалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/4736-%D0%A2% ... 0%BC%D0%B0

Вӗсен шутӗнче – амӑшӗн капиталне 2021 ҫулччен тӑсни; кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа пӗрремӗш ача ҫуралсан кашни уйӑхра укҫа памалла туни.

Среди них — продление программы материнского капитала до 2021 года, введение ежемесячной выплаты при рождении первого ребенка с 1 января текущего года.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

2017 ҫулхи пирӗн тӗп ҫитӗнӳсенчен пӗри – нумай ачаллӑ ҫемьесенче ача ҫуралсан паракан укҫа тӳлевне ҫӗнӗрен памалла туни.

Одно из главных наших достижений 2017 года — возобновление выплат при рождении ребенка в многодетных семьях.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Предпринимательсем республика территорийӗнче пурнӑҫлакан проектсен ӑнӑҫулӑхне, лайӑх шайри ӗҫлӗ климат, кирлӗ пек кадр ресурсӗсем пуррине шаннине «РЕНОВА» компанийӗсен ушкӑнӗпе килӗшӳ туни ӗненмелле ҫирӗплетет.

Одним из ярких свидетельств уверенности предпринимателей в успешности реализуемых на территории республики проектов, наличии благоприятного делового климата, необходимых кадровых ресурсов является подписание соглашения с Группой компаний «Ренова».

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Комбайна сӑтӑр туни те ҫакӑнпах ҫыхӑннӑ тӑр.

Куҫарса пулӑш

Пуҫна ан ус, Азиз! // Валентин ГРИГОРЬЕВ. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... id=2567024

Унсӑр пуҫне МРТ туни кӗлеткене ыраттарса тарӑхтармасть, этем сывлӑхӗшӗн сиенлӗ рентген ҫути те организма сиен кӳмест.

Кроме того, МРТ не вызывает боли в теле, и рентгеновское излучение, вредное для здоровья человека, не наносит вреда организму.

Вӑхӑтра тӗрӗсленни паха // А.ДЕНИСОВА. «Каҫал Ен», 09.06.17

Ку ятарласа туни мар, глобализаци витӗмӗ.

Куҫарса пулӑш

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

Чӑваш Республикин экономика аталанӑвӗн, промышленноҫпа суту-илӳ министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Ольга Ланцова йӑлана кӗнӗ Шупашкарти экономика форумне, регионсен хушшинчи 22-мӗш «Регионсем - чикӗсӗр ӗҫтешлӗх» выставкӑна тата фейерверксен тӗнчери 8-мӗш фестивальне ирттерме хатӗрленсе мӗн туни тата мӗн палӑртни ҫинчен каласа кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен уява хатӗрленет // Юрий ЛИСТОПАД. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Шӳт туни ҫур кашӑк ҫӑва тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ку кулӑшла тӗлӗкрен вӑран та… // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Ҫимӗҫ туни татӑлнисене, ҫийӗ таса та яках маррисене уйрӑм хумалла.

Куҫарса пулӑш

Панулми упрама // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.09.29, 38№

Ҫак тӗслӗхпе уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ хыҫҫӑн путсӗрскер маларах та тӑванӗ тӗлӗшпе ҫакнашкал киревсӗр ӗҫсем туни палӑрнӑ: кӑрлач уйӑхӗнче тата пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫапла хӑтланнӑ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Пусмӑрҫа тарма паман // К.АНТИПОВ . «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

— Ҫапла туни пӗрре те пӑсӑк пулмӗ.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ акӑш — ҫӗнтерӳ хӑвачӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ кинемейсемпе мучисене пирӗн общество хисепленине, вӗсен ырӑ ӗҫӗсене тивӗҫлипе хакланине ҫӗршывра юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫулленех Пӗтӗм тӗнчери аслӑ ӑру ҫыннисен кунне паллӑ туни аван ҫирӗплетет.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ ӑру хисепре // Хыпар. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Иван Григорьевич Упири унчченхи сӗт-ҫу комплексӗнчи витене реконструкцилеме тӗв туни, Галина Николаевна хуҫалӑх ҫавӑн пек йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнипе паян хӑйсене ҫӑмӑл килменни, ҫапах та ӗне сӑвакансем малашлӑха шанса ӗҫлени пирки каласа пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Продуктивлӑха ӳстересси, ӑратлӑха лайӑхлатасси тӗпре пулмалла // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.06

Вӑл чарманни, хуҫалӑх ӗҫӗсене хӑй ытларах туни пысӑк пулӑшу пачӗ мана.

То, что он не препятствовал, сам больше всего занимался хозяйством мне очень сильно помогло.

«Сурӑх касӑвӗнче ҫуралчӗҫ сӑвӑ йӗркисем» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Ҫак куна мӗнле паллӑ туни ҫинчен те питӗ пӗлес килет.

Очень хочется узнать как отметили этот день.

Хӗрарӑм илемӗн фотоӳнерҫи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Ҫынна ырӑ туни чуна савӑнӑҫ кӳрет-мӗн…

Творение добра людям оказывается приносит радость.

Чӗлхесӗр Олешкӑна качча кайма хӑраман // Роза Власова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех