Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ту хушшисене, кунтан аяккарах, хӳшӗсем туса лартӑр, вӑл хӳшӗсене пирӗнтен юлнӑ ӑпӑр-тапӑра кӗртсе хурӑр, американецсем килсе тухса шыраса тупсан, эпир кунта иккенне ӗненмелле пултӑр, Чумкельпе Гоомо пире госпитальшӗн тавӑраҫҫӗ, тетчӗр.
Тавӑрас пулать // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Пӗрре пӑхсанах: аха, ку старшина пырать! — тетчӗр.
II // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ҫакӑн пек пултӑр тесен, унӑн хальхи председателе питӗ тӑрӑшса ӗҫсене йӗркелеме пулӑшмалла, сасартӑк пӗтӗм ҫын туйса илтӗр: атьсемри, артельти пӗтӗм ӗҫе председатель мар, Куприяныч ертсе пырать-ҫке, тетчӗр.
Председатель касси // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Ан тив, нацистсем ҫӗр айӗнче темӗн чухлӗ партизан пухӑннӑ тетчӗр.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ан тив, кунта бомбӑран сыхланаҫҫӗ, унта пытаннӑ поселок ҫыннисем пурте ҫӳле тухман, тетчӗр…
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Анчах услови — кайран мана кинона тӳлемесӗрех ҫӳремелле пултӑр, тата афиша ҫине ҫапла ҫырччӑр: научнӑй дрессировки — хӑрушлӑх мӗнне пӗлмен чаплӑ укротитель Р. Каштанӑн, тетчӗр.
7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ан тив, аташчӑр, «сартутлӑ» тетчӗр, ан кӳрен — сана хӗвел юратать, хӗвел паллисем вӑл сан сӑмсу ҫинче.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
1. Эй утравсем, Манӑн умра шӑп пулӑр, халӑхсем хӑйсен вӑйне ҫӗнетчӗр; вӗсем ҫывӑхарччӑр та калаччӑр: «пӗрле сута тӑрар» тетчӗр.
Ис 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вара Аман патшана ҫапла каланӑ: патша хисеп-чыс тума шутланӑ ҫын валли 8. патша тӑхӑнакан тум илсе килччӗр, патша утланса ҫӳрекен урхамах ҫавӑтса килччӗр, ун пуҫне патша пуҫкӑшӑльне тӑхӑнтартчӑр, 9. ҫав тума, ҫав урхамаха патшанӑн чи ҫывӑх улпутӗнчен пӗрне паччӑр — вара патша чыслама шутланӑ этеме ҫав тума тӑхӑнтартчӑр та, урхамах ҫине лартса, хула варрине илсе тухчӑр, унтан ун умӗнчен кӑшкӑрса пыччӑр: патша чыслама шут тытнӑ ҫынна акӑ епле хисеплеҫҫӗ! тетчӗр.
Эсф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Санӑн яту ӗмӗр-ӗмӗре пытӑр, ӗмӗр-ӗмӗрӗпе аслӑ пултӑр, ӗнтӗ ҫапла калаччӑр: Саваоф Ҫӳлхуҫа — Израиль Турри, тетчӗр; Давид чурун килӗ Санӑн умӑнта тӗреклӗ пултӑр.
1 Ҫулс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ҫӳлхуҫа умӗнче тӳпе савӑнтӑр, ҫӗр хӗпӗртентӗр, халӑхсем: Ҫӳлхуҫа патшара ларать! тетчӗр.31. Да веселятся небеса, да торжествует земля, и да скажут в народах: Господь царствует!
1 Ҫулс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫырӑвӗсенче вӑл ҫапла ҫырнӑ: халӑха типӗ тытмалли куна пӗлтерӗр, Навуфее халӑх умне лартӑр; 10. ӑна хирӗҫ икӗ юрӑхсӑр ҫынна лартӑр, вӗсем ӑна хирӗҫ кӳнтелесе калаччӑр: «эсӗ Турӑпа патшана хурларӑн» тетчӗр; ҫавӑн хыҫҫӑн илсе тухӑр та ӑна чулпа персе вӗлерӗр, тенӗ.
3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1