Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тенӗн (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Старик калас-и, калас мар-и тенӗн пурне те тимлӗн пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аҫтӑрхан вара хӑй иккӗленӗвне пӗтӗмпех сирсе яраймарӗ пулас, мӗн калас-ши, тенӗн, старик ҫине пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Мишер эпӗ, — хӑй шухӑшне ҫирӗплетес тенӗн тепре каларӗ Эмир.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аҫтӑрхан, ун сӑмахӗн пӗлтерӗшне ӑнланаймасӑр, Аванкай мучи мӗн калать тенӗн, старик куҫӗнчен пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӑкачав, хӗрӗн чун-чӗринчи шухӑшне тавҫӑрса илес тенӗн, ӑна куҫӗнчен тинкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Асмантей учӗ ҫине сиксе утланчӗ те, хӑй пултаруллӑхне кӑтартас тенӗн, ӑна, чӗлпӗрне карӑнтарса, чӗвен тӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Пирӗн ывӑла вара кам пӑхса ӳстерӗ? — ятлас тенӗн ыйтрӗ Пӑкачав.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӑкачав ачана асӑрханса, лӑпчӑтса хурас, ыраттарас маар тенӗн аллине илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах ӑна хуҫи тытса чарчӗ, тӑрӑ мар шывра юмӑҫсем тем курнӑ пек пӑхса асӑрхас тенӗн, юхан хумсем ҫине тинкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслун ҫавӑнтах ҫывӑхри ут ҫине сиксе ларса, мен пулсан пулать, тенӗн ял еннелле вӗҫтерес килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Самани халӗ питӗ йывӑр, старик, — хӑйне тӳрре кӑларас тенӗн каларӗ Савантер.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Турикас ыттисене хӑй инкекне, унти ҫынсен хурлӑхне ытларах кӑтартас тенӗн ҫӳлте, сӑрт варринерех, тип ҫырма хӗррипе вырнаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кунти ҫуртсем Анаткасри пек ирӗккӗн, мӑнкӑмӑлланса лармаҫҫӗ, вӗсем темрен хӑранӑн, ытлашши палӑрас мар-ха тенӗн, пӗр-пӗрин ҫумне тӗршӗннӗ, пӗр-пӗрин хӳттине пытаннӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл пӗр пысӑках мар сӑрт айлӑмне чӗкеҫ йӑви пек майлашӑнса ларнӑ, вӑр-хурах куҫӗ тӗлне пулас мар тенӗн, пур енчен те сӗм вӑрманпа хупланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Йывӑҫран тунӑ чиркӗве пырсассӑн та ячӗшӗн ҫеҫ, мура кайтӑр, кӳпчӗр, савӑнччӑр тенӗн ҫеҫ хӗрес хуркаларӗҫ, хӑйсем тӗллӗн вӑрттӑн тем сӑмах мӑкӑртаткаларӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫут-ҫанталӑк этем ывӑл-хӗрне ҫиленсе, вӑл акнӑ тырпула пӗтерес, ӑна темшӗн тавӑрас тенӗн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Праски кинеми, хашкине ернӗскер, ҫакна асӑрхарӗ пулас: муттикне авринчен пӗр аллипе ярса тытса, пӑртак хал илес тенӗн, тӳрленсе тӑчӗ те упӑшкине сӑнавлӑн куҫлама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Мӗнле-ха ҫакӑн пек вӑхӑтра та ҫын калаҫма пултарать тенӗн, тӗлӗнсе пӑхрӗ Сима хӑйне чарса тӑратакан этем ҫине.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Тамара пурри-ҫукки пурпӗрех тенӗн, ун еннелле ҫаврӑнса та пӑхмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Телейлӗ ҫул пултӑр сире, ҫамрӑксем, телейлӗ ҫул тенӗн ҫыран хӗрринчен вӗҫсе килнӗ ҫил ҫамрӑксен ҫӳҫӗсене лӑстӑр тытса силлерӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех