Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тенӗн (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Хуллентерех эс, илтӗ тата», — тенӗн пӑхса илтӗм Анюк ҫине.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫил ҫӗкленет те, пахчасенчи тӗмсем, ҫыхланас мар ку усалпа, иртсе кайтӑр тенӗн, ҫӗр ҫумне харӑссӑн лӑпчӑнаҫҫӗ; капмар йӑмрасем аплах мӗскӗнленмеҫҫӗ, вӗсем тӗреклӗ кӗлеткисене танлӑн тытса мӑнаҫлӑн кашлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пысӑк куҫӗсем ҫынна куҫкӗрет сӑнаса, ҫынпа кӑсӑкланнине пытармасӑр, «пӗлесчӗ-ха, пӗлесчӗ эсӗ мӗнле этем иккенне» е, унтан та ытла, «калам-и эпӗ сан пирки мӗн шухӑшланине?» тенӗн пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Е чӗресрен тӑкнӑ пек чашлаттарать вӑл, е чарӑнсан та юрамасть-ши тенӗн, пӑт-пат ӳккелесе тӑрать, е тата кунӗн-ҫӗрӗн упа сурчӑкӗ пек йӑс-йӑс пӗрӗхет.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Эп хӑратса мар, — килӗштерес тенӗн каларӗ офицер.

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл, текех калаҫмастӑп, санран йӗрӗнетӗп тенӗн, хӑй патне пырса тӑнӑ офицера питӗнчен лачлаттарса сурчӗ.

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсене кура вӑйпут хӑй те вӑрман илемне ӳкерсе юлас тенӗн унӑн-кунӑн пӑхкала пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ыратнӑ ҫӗре ал пырать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чи малтан вӑл шывран тасалас тенӗн силленсе илет, унтан хӑйӗн хитре тирне кайри уринчи чӗрнисемпе тура тытнӑ ҫын пекех якатма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Карчӑк чылайччен нимӗн чӗнмесӗр тӑчӗ, унтан хӗр пичӗ ҫине, унӑн куҫҫулӗ мӗнле пулассине пӗлес тенӗн, пӑхса илчӗ:

Куҫарса пулӑш

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара Укаслу, тарса пулмасть тенӗн, тӑпах чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Старик пӗр саманта, сывлӑш, ҫавӑрас тенӗн, чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Вӑл, уҫӑмлӑрах пултӑр тенӗн, хӗҫӗпе янклаттарса сулса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ермолай пуп, ҫакна илтсен, мӗн тӑвас-ши тенӗн, хӑйӗн салтакӗсем ҫине пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Старик мӗншӗн апла каланине Савантер лайӑх ӑнланчӗ, ҫапах та хӑйне хӑй ҫылӑхран ҫӑлас тенӗн мӑкӑртатса илчӗ:

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Кашни этем чунӗ турӑ аллинче, — такама юрас тенӗн сӑмах хушрӗ Валтиел пупӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл хӑмӑр куҫӗпе пурин ҫине тархасланӑн, тем калас тенӗн пӑхрӗ, анчах ним сасӑ та кӑлараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Кам пултӑн вара эсӗ? Паллаймарӑм-ҫке сана?» тенӗн пӑхрӗ вӑл Ахмар ҫине.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юлашкинчен, пӗччен юлам мар тенӗн, Карлай та вӗсем хыҫҫӑн чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

Усалпа ҫӳрекен — усал айне пулать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Старик, ытлашши сӑмах каларӑм пуль, тенӗн сасартӑк шӑпӑрт пулчӗ, хӑй тавра тӑракан ҫамрӑксене пӑхса ҫаврӑнчӗ те: — Пурте патька-патша патне часрах ҫитесшӗн-и вара? — тесе ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Чим, Аванкай мучи, эсӗ чӑнах та пире валли ут тупса хуман пуль те, — ӗненес-и, ӗненес те мар-и тенӗн каларӗ Аҫтӑрхан.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех