Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тенине (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун чухне эсир вӑрӑ-хураха вӗлернӗ тенине кам ӗненӗ?

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Улпут-хуҫа арӑмӗсем тарҫисене илӗртеҫҫӗ тенине сахал илтнӗ-и вара?

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эсӗ вар хыттине пусса пӑхма пӗлместӗп тенине никам та ӗненес ҫук.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хуҫа арӑмӗ хӑй патне чӗнет тенине илтсен, Якур ҫав тери тӗлӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл сӑрпалана-сӑрпалана ҫапӑннӑҫемӗн «аяй! у-ух! аяй!» тенине илтсен, Уҫка ихиклетсе кулса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Кӗрӗр!» тенине илтсен, иӳлӗме кӗчӗ, ҫӗлӗкне хывса, сулахай хул хушшине хӗстерчӗ, тӗпеле иртсе, Казаковпа ыттисене алӑ тытса сывлӑх сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушӑ чӳлмек // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эпир Марипе мӗн калас тенине иксӗр те ӑнланатӑр пуль тетӗп.

Куҫарса пулӑш

Учительница хваттерӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Кӗрӗр!» тенине илтсен, ерипен шала кӗчӗ, пуҫне тайса сывлӑх сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унӑн «чапӗ» таҫта ҫитиех сарӑлчӗ, Шаккур тенине илтсенех муллӑ ҫынсем чӗтрене ерекен пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кайран вара, тепӗр кунне ун виллине тип ҫырмара тупнӑ тенине илтнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Председатель пӳлӗмне те тӳрех иртмерӗ-ха вӑл, малтан хуллен кӑна шаккарӗ, шалтан «юрать» тенине илтсен тин кӗчӗ, унтан, тӗпеле иртсе, Казаковпа Степанова алӑ тытрӗ те лешсем ларма сӗнсен тин сак ҫине кайса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Хрестук, кунта-и эсӗ? — тенине илтсен ҫеҫ чӗри лаштах кайнӑ пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Эс мана пурнӑҫа ӑнланма вӗрент» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫтаппан аслӑ ывӑлӗ Хӗрлӗ Ҫар комиссарӗ тенине илтнӗччӗ-ха ҫав, — хӗпӗртенӗ пек пулчӗ Тевлеш.

Куҫарса пулӑш

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Сутса ямалла та» тенине илтсен, ушкӑнра тӑракан Панчук ҫавӑнтах вӗткеленсе ӳкрӗ, Энтрей патне хыпаланса пычӗ те: — Хамах каҫса илем-ха эпӗ ӑна, Энтрей.

Куҫарса пулӑш

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗлӗтрен пулӑ та, шапа та ҫӑвать тенине ача чухнех илтнӗччӗ ҫав.

Куҫарса пулӑш

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫутӑ пуҫлӑ ҫын ӑслӑ пулать тенине эпӗ те илтнӗччӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тен, ҫавӑнпах-и, Сахар халӑхра: «Хӗрача ашшӗне, арҫын ача амӑшне пӑхсан, телейлӗ пулаҫҫӗ» тенине аса илет те, ачисем ҫине пӑхса йӑл кулать.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Виҫӗ процентран пысӑк мар тенине мӗнле ӑнланмалла?

Куҫарса пулӑш

«Ял ипотеки» пулӑшать // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11309-ya ... i-pul-shat

Йӗрке тенине пурин те лайӑх пӑхӑнмалла.

Куҫарса пулӑш

Туянакансен прависене хӳтӗлессипе ӗҫлекен Координаци канашлӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/19/tuya ... -koordinac

Мамич-Бердее, Ту енне темӗн чухлӗ сӑтӑр тунӑ этеме, ҫакӑнтах, Атӑл ку енчех ярса илме май пур тенине турхансемпе ҫӗрпӳсем чӑнах та ӗненчӗҫ пулмалла, ҫӗр ҫывӑрмасӑр ялсем тӑрӑх ҫӳреме тапратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех