Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тенине (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ашшӗ-амӑшӗ ӑна мӗн ят парас тенине калӑп эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Ҫак уксах ачана аталӑхӗ — таврари паллӑ сунарҫӑ — пӑхса ҫитӗнтернӗ», — тенине илтсеччӗ Укаслу.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Килтеш ҫыннисем арманҫӑ ҫухалнӑ тенине илтсессӗн таҫтан вӑрӑм шӑчӑсем сӗтӗрсе килчӗҫ те, ун ӳтне те пулин тупас тесе, шывра пӑлхатма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ҫӳлти турӑ эсӗ Укаслӑва илес тенине пӗрре те килӗштермест пулас, — терӗ вара вӑл ывӑлне лӑпкӑ сасӑпа.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каяс умӗн Чӗкеҫ пӗркенчӗкне уҫса Ашшӗне тав тума аллисене ҫӗклерӗ; Йӑлтӑр ҫутӑ ярӑм ылттӑн шӑрҫа Курӑнса кайрӗ те — ашшӗн куҫӗ тӗллерӗ: Пӗр самантра кунтан аса илчӗ Урха Воевотӑ патӗнче илтнӗ сӑмаха: Майра патша валли хатӗрленӗ парне Вӑрӑ хурах аллине лекнӗ, тенине.

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тӑвас тенине тӑвать, Анаталла вӑл шӑвать.

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тата пӑшал таврашсем Тума ӑста чӑвашсем, — Тенине эп илтнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Мӗн калас тенине вӑл чун хавалӗпе аран-аран каласа хӑварма ӗлкӗрчӗ…

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Вӑл ялти ватӑ коммунист, халӗ партизанта ҫӳрет тенине илтнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ку «здрасте!» тенине ӑнлантӑм, унтан ху-улӑн сасӑпа тем кӗмсӗртете пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑр чечекпе утмӑлтурат // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫынсем хушшинче нумай та пӗтет, сахал та ҫитет тенине илтменех пулӗ ӗнтӗ салакайӑк.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.

«Анчах» тенине илтсенех Улькка аппа янкӑр тӳпери анӑҫалла «туялакан ватӑ» лӗп хӗвеллӗн ҫиҫкелесе илсе, кӗленче ҫинчи тутӑра сарлакараххӑн, «симӗс ҫӗлен» пуҫӗ платниксен куҫне тӗтресӗр-сӗрӗмсӗр ялтӑрасах тыткӑнламалла сирсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Хыҫҫӑнах халӑхра: «Анчах пысӑк ӗҫе пӗччен ан пуҫӑн — ӗнсӳне хуҫӑн», тенине те аса илчӗ карчӑк.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Митинга пухӑннисем, хӑйсем илтес тенине, Алендеев сӑмахӗсене чӑн тесе, чун-чӗрепе йышӑнса кӗтсе илнӗскерсем, каллех хаяр вучӗпе хӗмленсе-ҫулӑмланса, каллех шӑлӗсене шатӑртаттарма тытӑнчӗҫ:

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Кӳкӗртпе краҫҫын-бензин вучӗ инкеке тенине пурте пӗлеҫҫӗ», теме те пултарӗ, анчах, ҫук, ниепле те хӑнӑхса ҫитейместӗп ҫакӑн йышши йывӑр синкер ҫинчен пӗлтерекен хыпарсене), кӑштахран ҫеҫ, ӑс-тӑн уяра ларсан, пӗрре ачасене шелленипе куҫӑм шывланчӗ, тепре ҫак инкекшӗн хамӑра, аслисене, ӑссӑн айӑп туса пуҫа пӑркаласа илтӗм.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ҫӑкӑр-тӑвар хирӗҫле тенине аса илтер кӑна, тытамак тытнӑ пек чӗтре-чӗтре, мӗскӗне персе, самант кӗлӗмҫӗ кӗрӗкӗ айне чӑмса ҫухалать.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Фельдшер пӗр супкӑм ҫухалса, сывлама хӑймасӑр, Урӑлманкин ҫине шӑтарасла, алчӑравлӑн пӑхса тӑчӗ, вара атака — чи шанчӑклӑ хӳтӗленмелли мел тенине аса илчӗ пулас -типӗ аслати пек кӗмпӗр-кӗмпӗр кӗмпӗртеттерсе ячӗ:

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Патак упана та ташлама вӗрентет, тенине илтнӗ пуль?

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

«Павӑл, сана нимӗнле арӑм шырама та кирлӗ мар, санӑн саккунлӑ арӑму пур. Кӑмӑлу пулсан, вӑл сан пата таврӑнма яланах хатӗр» тенине виҫӗ хут та.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

— Ҫын мӗнле ҫиет, ҫавӑн пек ӗҫлет тенине пӗлтерчӗ пулӗ-ха ку, ас ту, Лена.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех