Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

теме (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Енчен те ҫакна пурнӑҫлаймасан, ҫын асӗнче тӑрса юлаймасан сцена ҫине тухни харама кайрӗ теме пулать.

Если не смог выполнить это, не остался в памяти людей, то можно сказать, что выход на сцену был напрасным.

Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Анчах халӗ ку профессипе чирлесех кайрӑм теме хӑятӑп.

Но сейчас смею говорить, что заболел этой профессией.

Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

— Ашшӗ, ан ухмахлан, — теме ҫеҫ пӗлчӗ Евтук.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Чӑннипе телейлӗ ҫын теме пулать: ҫирӗп ҫемье, юратнӑ ӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Воспитани центрӗн ертӳҫи // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Анчах пирӗн урамсене таса теме ҫук-ха, экологсем те ҫитменлӗхсем ҫине кӑтартсах тӑраҫҫӗ.

Но наши улицы нельзя назвать чистыми, экологи тоже указывают на недостатки.

Таса хуласем // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Пӗтӗмӗшле тишкерсен, миҫе ҫемьен кун-ҫулӗ татӑлнӑ теме пулать – 4, 5, е 6 ҫемьен?

Куҫарса пулӑш

Темиҫе ҫемьен кун-ҫулӗ татӑлнӑ тейӗн // АНФИСА МАНЯКОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

– Хӑвӑн валли урхамах тупнӑ теме пулать-и?

Куҫарса пулӑш

«Кунта чунпа канатпӑр…» // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Ҫапла вара, ҫакӑн йышши кӗлӗсен ҫаври ятарлӑ рефрена тата чарӑнӑва пула йӗркеленнӗ теме май пур.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Ҫапла вара, чӗлхесенчи ҫавра халӑх ҫут ҫанталӑка чӗрӗлетсе ӗненнине тата хисеп асамлӑхне пула йӗркеленнӗ теме пулать.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Анчах Филипповсем ӗне чуптарма чӗнсен вӑкӑрне грузовике тиесе каяҫҫӗ, 15 ҫул пурӑнса теме те хӑнӑхнӑскер унта чип-чиперех хӑпарса тӑрать-мӗн.

Однако Филипповы, когда зовут на случку коровы, грузят быка на грузовик, тот, привыкший за 15 лет ко всему, самостоятельно взбирается на него.

«Элек саракансемех пулӑшу ыйтма килеҫҫӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №

– Вӑрҫӑ теме те вӗрентет.

- Война всякому научит.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Июнӗн 1-мӗшне тивӗҫлипе йӑлана кӗнӗ уявсенчен пӗри теме пулать – ӑна 1950 ҫултанпах палӑртаҫҫӗ.

1 июня - один из праздников, которые вошли в традицию, можно сказать, по праву - его празднуют с 1950 года.

Ҫӗр чӑмӑрне ачасене парнелер // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

– Халӗ сире тивӗҫлипех абитуриентсем теме пулать, ӑҫта вӗренме кӗме хатӗрленетӗр?

- Сейчас вас, наверное, заслуженно можно назвать абитуриентами, куда готовитесь пойти учиться?

Ҫӗнӗ пурнӑҫа — ҫамрӑк хӑватпа // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Ял пурнӑҫӗ пӗр вырӑнта тӑмасть, хресчен тӗнче аталанӑвӗнчен кая юлнӑ теме ҫук: хӑтлӑ ҫуртсем, телевизорпа тӗрлӗ ҫӗршывсен каналӗсене пӑхма пулать, килӗрен тенӗ пек компьютер.

Жизнь деревенская не стоит на месте, не скажешь, что крестьяне отстали от мирового развития: благоустроенные дома, по телевизору можно смотреть каналы разных стран, почти у каждого в домах компьютер.

Халӑха чиркӳ кирлӗ // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Анчах та ҫырӑнмасӑр пурӑннине чӑн-чӑн мӑшӑрланӑвӑн репетицийӗ анчах теме те кирлех мар.

Куҫарса пулӑш

Ҫырӑнмасӑр кӑна пурӑнар-и? // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

«Ял хуҫалӑх таварӗ туса кӑларакансем Чӑвашстата отчет тӑтӑшах панӑ тата аграри секторӗнчи лару-тӑру пирки материалсем пичетленнӗ чухне ҫырав ирттерни ытлашши пулнӑн туйӑнмасть-ши?» — теме пӑхӗ вулакансенчен хӑшӗ-пӗри.

Куҫарса пулӑш

Пуласлӑхшӑн хамӑр яваплӑ // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Шел, хальхи вӑхӑтра асӑннӑ отрасль производстви лайӑх специалистсен тӗлӗшпе пуян теме ҫук.

Жаль, в настоящее время названная производственная отрасль не богата специалистами.

Кадрсен ҫитменлӗхӗ ура ан хутӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Чӑваш Ен пирки аграри регионӗ теме хӑнӑхнӑ.

О Чувашии привыкли говорить как об аграрном регионе.

Кадрсен ҫитменлӗхӗ ура ан хутӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Анчах Марина хӑйне ӳпкеленипе килӗшмесӗр шухӑшне ҫапларах уҫӑмлатнӑ: «Эпӗ асӑрханӑ тӑрӑх, мӗскӗн чунлӑ этем кӑна тум-юмшӑн именет — комплекс ку. Несӗлсем ҫӑпата тӑхӑннишӗнех хальхисен мӗн именмелли пур? Ӑслӑ, ӗҫчен хресчен ҫемйинче сӑран атӑ та пулнах. Мӗн ӗҫ тума хӑшӗ меллӗ е вырӑнлӑ пулнӑ, ҫавна тӑхӑннӑ. Паян эпир акӑш-макӑш капӑр та шукӑль ҫӳреме пултаратпӑр, чун-чӗремӗрте, кӑмӑлӑмӑрта несӗлӗмӗрсен пулни — пӗр сӑмахпа шалти культура теме май пурри, И. Яковлев асилӗвӗнче «бог весть откуда дошедшая до нас деликатность» текенни унта… — юлнӑ-и-ха? Тем пекчӗ!»

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпатана музейран кӑларса пени мӗскӗнлӗхе пӗтерӗ-и? // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2800.html

Картинӑна ӳкерме пуҫласан ятне улӑштарнӑ, «Киремет кати» теме пуҫланӑ.

В начале съёмки переименовали фильм, назвали "Священная роща".

Малтанхи чӑваш фильмӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех