Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тейӗҫ (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эс ӑҫта пулнӑ тейӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Вӗсем хуть костюм илеҫҫӗ-и — ыр ятпа асӑнӗҫ, телевизор та кирлӗ вӗсене, театра та каяс тейӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Кам вӑл тейӗҫ.

Могут спросить: кто?

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Халӗ вӑл ӑҫта? — тейӗҫ вулакансем.

— Где же он теперь?

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑйне те кӗҫҫе пит тейӗҫ.

Но красивая — хоть с ложкой проглоти!

II // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑрҫӑ тенӗрен, мӗнле унта салтаксем пулмалла мар тейӗҫ ҫамрӑксем е хамӑр историе пӗлсех кайманнисем.

Какая же война без солдат? — скажут молодые или люди, не очень знакомые со своей историей.

I // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Атту йӗнӗ тейӗҫ.

— А то скажут — плакала.

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑй те килмерӗ нимене, мӑшӑрне те ҫынна пулӑшма чарчӗ тейӗҫ.

Скажут, сам не пошел на ниме, и жене запрещает помочь людям.

Ҫухалнӑ ҫынна тупни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ут сан аллунтан ҫухалнӑ, эс айӑплӑ, явапне1 те санӑн тытмалла тейӗҫ.

из твоих рук увели лошадь, значит, ты и должен отвечать.

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Мӗн шухӑшпа ҫывӑрмасть-ши ку этем тейӗҫ.

еще подумают, почему ему не спится?

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чухӑнлӑхран хӑрарӗ тейӗҫ.

Еще подумает Элендей-пичче, мол, бедности нашей испугался, побрезговал.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ӑс-пуҫ тӗлӗшӗнчен юрлӑ ҫыннӑн яланах пӗр юрӑ тейӗҫ вулакансем.

Читатели скажут, что у человека недалекого всегда одна и та же история.

Канӑҫсӑр чун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Этемӗн ӗҫӗ пит ӑнсан, Кунран-кун пурлӑх хутшӑнсассӑн, Унран инкекӗ ютшӑнсассӑн, Кӗтмесӗр ҫитӗ ӑшӑ ҫил: Кӗрсе тух, тейӗҫ, ӗҫ те ҫи, Ан пӑшӑрхан, ан тунхӑслан, Кунта нимрен те ан сыхлан.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫын пулӑшмасӑр тырӑ та выртараймасть, тейӗҫ, председатель вырӑнне хума та пӑрахӗҫ, — тесе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Вӑхӑчӗ ҫавӑн пек пулнӑ тейӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Эсир кӑна ӗҫленӗ-им?» — тейӗҫ, айтӑр мӗнпур бригадӑсем тӑрӑх валеҫер.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Юлашкинчен вара: «Ятмана никам та юрас ҫук, унӑн кӑмӑлӗ ҫавӑн пек, пурне те тиркекен кӑмӑл», тейӗҫ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мана хама аванах та мар, хӑй патӗнче пурӑнакан ҫынна бригадира кӗртесшӗн тейӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Калас — вӑрҫса тӑкасран хӑратӑп, килнӗ те ялтине ҫисе пурӑнни ҫитмест, тата вӗрентет, тейӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ун чухне те тӗртсе илӗҫ-ха, эсир пирӗн пек чаплӑ ҫын несӗлӗ мар, ӑҫти ҫук дворянин ҫеҫ тейӗҫ.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех