Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тарӑн сăмах пирĕн базăра пур.
тарӑн (тĕпĕ: тарӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫыравҫӑ валли калас тенӗ тарӑн шухӑша уҫса пама ҫӗр пин сӑмах пур, анчах композитор валли пӗтӗм халӑх чунне хускатмалли кӗвӗ хайлама ҫичӗ нота кӑна ҫирӗпленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Унта пулса курнисем каланӑ тӑрӑх — ҫак тарӑн ҫырма Крым каньонӗсем пекех-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Ҫитсе курӑр Муркаш тӑрӑхне // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Паян ӑсчахсен умӗнче Чӑваш Енпе Раҫҫейӗн инноваципе технологи вӑй-хӑватне ӳстермелли тарӑн шайри тата практикӑра усӑ куракан тӗпчевсене аталантарас тӗллевсем тӑраҫҫӗ.

Сегодня перед учеными стоят задачи по развитию фундаментальных и прикладных исследований для наращивания инновационного и технологического потенциала Чувашии и России.

Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2016) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=3196749

В.П.Комиссаров Чӑваш кӗнеке издательствинче чӑваш халӑхӗн культурине, искусствине, краеведенине халалланӑ тарӑн тӗпчев тата хӑйне евӗрлӗ ӗҫсем, чӑваш шкулӗсем валли кӗнекесем, пособисем кӑларассине ҫӳллӗ шайра йӗркелесе янӑ.

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Ҫав тавлашу ҫинчен каярахпа Валерий Петровича хӑйне систертӗм те кӗскен ҫеҫ ҫапла хуравларӗ: «Шалта, амӑш варӗнче чӑмӑртаннӑ чӑн талант пулмасан никам та ӑста ҫыравҫӑ, чӑн-чӑн специалист е вӑйлӑ шухӑшлавҫӑ пулаймасть, - пусӑмлӑн палӑртрӗ вӑл. - Ҫав вӑхӑтрах тарӑн, пахалӑхлӑ пӗлӳ витӗмлӗхӗ кирек камшӑн та капашсӑр пысӑк. Вӑл - ҫыннӑн шухӑшлавне тата аталану анлӑшне вӗҫӗмсӗр ӳсме хускатакан тата тӗртсе пыракан чи хӑватлӑ вӑй».

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Аванччӗ, кӑмӑллӑччӗ, — терӗ те Юля, самантрах тарӑн шухӑша путрӗ.

Куҫарса пулӑш

Асанне пек пуласчӗ // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Фламенко - вӗри те тарӑн шухӑшлӑ ташӑ.

Фламенко — горячий и глубокий танец.

Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Ҫав вӑхӑталлах, сӑмахран, юсавҫӑсене «Ярмӑркка» пасар патӗнче те курнӑччӗ — унта та паян самай тарӑн та пысӑк шӑтӑксенчен пӑрӑнас тесе питӗ асӑрханса иртме тивет.

Куҫарса пулӑш

Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Вӑрман - тарӑн ыйхӑра, йӗри-тавра - хулӑн юр.

Куҫарса пулӑш

Ҫывӑхрах - пӑши! // Людмила МАЙОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Хӑйсем тарӑн шухӑшлӑ тата пӗлтерӗшлӗ кинофильмсем курни ҫинчен аса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ĕçчен çын яланах хисепре // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Вӗсем ҫирӗп сывлӑхлӑ, тарӑн пӗлӳллӗ, чылайӑшӗн спортӑн тӗрлӗ тӗсӗпе разрядсем те пур тата ҫамрӑк патриотсен Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме вӗренес тӗллевӗ питӗ пысӑк.

Куҫарса пулӑш

Пур çавăн пек професси: Тăван çĕршыва хÿтĕлесси // Ирина АНИСИМОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Хӑйӗн никӗсӗ патӗнче Кейп-Код сӑмсахӗ континент пайӗнчен 28 ҫухрӑм (урӑх ҫӑлкуҫсем палӑртнӑ тӑрӑх - 24 ҫухрӑм) тӑршшӗ Кейп-Код каналпа (тарӑн шӑтӑксемпе пӗрле) уйрӑлса тӑрать, вӑл Кейп-Код кӳлмеке Баззардс кӳлмекӗпе (Buzzards Bay) ҫыхӑнтарать.

У своего основания мыс Кейп-Код отделён от континентальной части каналом Кейп-Код длиной (вместе с углублёнными подходами) 28 км (по другим данным, 24 км), который соединяет залив Кейп-Код с заливом Баззардс (Buzzards Bay).

Кейп-Код (кӳлмек) // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%B5%D ... %B5%D0%BA)

Ӗнер вӑл, тарӑн кӗрте аша-аша, ҫиле хирӗҫ вӑй ҫитнӗ таран танкӑшнӑччӗ асламӑшӗсем патнелле.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Василий Михайловича госпитале илсе ҫитернӗ, анчах суранӗсем тарӑн пулнипе вӑл вилсе каять.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк пулнӑ, ывӑннине туйман // Р. МАРТЬЯНОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/20/am ... ine-tujman

Ҫапла майпа строитель кирек епле ӗҫе те хӑйӗн тӳпине хывса ял-сала аталанӑвӗнче тарӑн йӗр хӑварать.

Куҫарса пулӑш

Строитель - пурнӑҫ аталанӑвне тӳпе хывать // Эльвира КУЗЬМИНА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/06/st ... tpe-hivatj

Статья пекех сӑнӳкерчӗке те тарӑн шухӑшлӑ ят кирлех ҫав.

Куҫарса пулӑш

«Кӑмӑлсене ҫӗкленӗшӗн тавах!»... // Светлана ЧИКМЯКОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/14251-k ... h-n-tavakh

Тарӑн мар иккен.

Куҫарса пулӑш

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тарӑн ҫырмара вунӑ хурӑнпа ҫичӗ хурама, тӑхӑр юманпа пилӗк вӗрене, тӑхӑрвунӑ шӗшкӗ тӗмипе виҫӗ палан, сакӑр пилешпе тӑхӑр катӑркас юп кураҫҫӗ халь.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинче чи мӑнни — ҫын аллинчи кукӑль // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тарӑн тата хӑй.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинче чи мӑнни — ҫын аллинчи кукӑль // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ кашнин чӗринче тарӑн йӗр хӑварнӑ, ҫак трагедиллӗ ҫулсем ҫинчен астӑвӑм нумай ҫул чӗресенче пурӑнӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех