Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тарать (тĕпĕ: тар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Алӑкне уҫса шала кӗме тытӑнаҫҫӗ кӑна, Хветька тепер енчен тухса тарать.

Только сунулись было внутрь, Хветька проснулся и шасть! — с другой стороны да наутек.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫав каҫах вӑл Елчӗкрен тухса тарать те ачисене вӑрласа вырӑссем енне кайса ҫухалать.

Той же ночью он бежал из Яльчик и вместе с детьми переправился к русским.

Саланнӑ кил-йыш // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Янпулат ҫемйи Курал ялӗнчен те тухса тарать.

Сбежал Янбулат из Курала.

Саланнӑ кил-йыш // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кам та кам киле тарать — касамата тытса хупмалла.

Кто посмеет сбежать домой, того в каземат.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хелип ҫӗре лап персе анать те вӗҫерӗнсе тарать.

Хелип неожиданно резко приседает и, вырвав ухо, убегает.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тӑват уран упаленсе те хырӑмпа шуса тенӗ пек, Павӑл каялла тарать.

И Павел, снова рухнув на четвереньки, ползком возвращается обратно.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Яка Илле ури ҫине яшт сиксе тарать те алӑк патнелле ыткӑнать.

Илле, проворно вскочив на ноги, ринулся к двери.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тыт арӑмна, упӑшка, Тарать усал арӑму!»

Куҫарса пулӑш

Нарспи ӗҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Пӗлетӗн унӑн хӑватне: Пӗри тарать, тепри хӑрать.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Эп Атӑлкассинче чухне вӑл — Тутаркасра, Тутаркаса килтӗм те, вӑл Турикаса тарать.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӑна Ҫӳлти Турӑ упраса тарать.

Его охраняет Всевышний.

Чӑваш ҫӗрӗ, пурӑн ӗмӗр // Милена Яковлева. http://gazeta1931.ru/gazeta/9966-informa ... arap-pyrat

— Унччен аслӑ княҫран темле кӑтарту та килме пул тарать

Куҫарса пулӑш

15. Хусан хапхи умӗнче.. // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сирӗн хӑвӑрӑн совет интеллигенцийӗ пуласси курӑнса тарать.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Халӗ савӑнма та юрать: Колчак тарать, хуса ҫитмелле мар.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Такам пӗрет, такам тарать.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тарать! — кӑшкӑрчӗ Фаддеев.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эпӗ ӑна хӑваласа-кӑларса перетӗп тесе хӑратрӑм, пӗрре ҫеҫ те мар; вӑл хӑйне ҫапла сахал шанать те тарать тӗк, эппин — хӑйӗншӗнех япӑх.

Я пригрозил, что прогоню его; если он так мало надеется на себя и бежит, тем хуже для него.

VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

— Ав повар тарать, музунгу, — терӗ Бомбэй.

— Вот повар бежал, музунгу, — сказал Бомбэй.

VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Пирӗн умра шыв ҫине ҫӗкленсе хӑпарнӑ ҫапӑсемпе ҫӗрӗк улӑм выртакан ансӑр йӗр курӑнса тарать.

Перед нами была узкая полоска, покрытая густой жижей всплывших прутиков и перегнившей соломы.

ХIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Тӑнлаври юн тымарӗ мӑлатук пекех шаккать: тук-тук, тук-тук тутарать, шухӑшӑм ҫӗмрӗк граммофон пластинки евӗрлӗ ялан пӗр сӑмах ҫине пырса чарӑнса тарать, пӗтрӗн, пӗтрӗн, пӗтрӗн тенӗн туйӑнать…

В виски молоточками стучала кровь: тук-тук, тук-тук, и мысль, как неисправная граммофонная пластинка, повторяла, сбиваясь все на одно и то же: «Конец… конец… конец…»

IX сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех